Вырма — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

«Ҫу кунӗсем вӗҫленсе пынӑ май ялсенче вӑйӑ-кулӑ шӑпланнӑ, уявсем ирттерме чарӑннӑ, мӗншӗн тесен чи пысӑк ӗҫ — вырма пуҫланнӑ… Тыр-пул пухса кӗртесси чи йывӑр ӗҫ пулнӑ, мӗншӗн тесен пӗрчӗллӗ культурӑсем пурте тенӗ пекех пӗр вӑхӑтра пулса ҫитнӗ. Ыраша чи малтан вырнӑ. Ҫурла тӗп ӗҫ хатӗрӗ пулнӑ. Пӑрҫана, ясмӑка, хура тула хӑш-пӗр чухне ҫавапа ҫулнӑ. Ҫурлапа вырса ӗлкӗреймен е питӗ васкамалла чухне ҫеҫ ырашпа тулла та, ҫакӑ кӑмӑла кайман пулин те, ҫавапа ҫулма лекнӗ. Ҫавапа ҫулни ҫурлапа вырни пекех тирпейлӗ пулман.

Вырмана «ӑнӑҫлӑ кун» тухмалла пулнӑ, ҫав куна ватӑсем палӑртнӑ. Вӗсем каҫалӑк уҫма уҫӑ кӑмӑллӑ, ӗҫчен, ҫӑмӑл алӑ-ураллӑ ҫынна хушнӑ. Вӑл уя тухса ҫурлапа темиҫе пучах вырнӑ та ӑна пуҫ урлӑ ывӑтнӑ, турӑсенчен ӗҫлеме вӑй-хал, ҫӑмӑллӑх, пӗтӗм тыр-пула лайӑх ҫанталӑкра пухса кӗртме май пама ыйтнӑ. Унтан темиҫе кӗлте вырнӑ та киле таврӑннӑ. Тепӗр кунне кил-йышӗпех уя кайнӑ. Ч и асли кӗлӗ каланӑ, вара тин ыттисем ӗҫе тытӑннӑ. Пилӗк ан ыраттӑр тесе малтан вырнӑ пучахсене пиҫиххи хушшине хӗстернӗ. Кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ хыҫҫӑн каллех вырма тытӑннӑ. Ӗҫе шурӑмпуҫпе тытӑннӑ та хӗвел хӗрри ҫӗре перӗнсен пӑрахнӑ. Вырма вӗҫленичченех ҫапла ӗҫленӗ.

Ҫурлапа тырӑ вырасси – йывӑр ӗҫ, апла пулин те пирӗн мӑн асаттесем кунӗпех — 10 сехет е унтан та ытларах хӗвел ҫинче пӗкӗрӗлсе ӗҫлеме вӑй ҫитернӗ. Ачасем вырмана пуҫласа 8-9 ҫулсенче тухнӑ. Хӑш-пӗр ватӑсен сулахай алӑри кача пӳрне ҫинче паян кун та суран ҫӗвӗкӗсене курма пулать. Кусем – тырӑ вырма вӗреннӗ чухне ҫурлапа кастарнӑ паллӑсем.

Вырнӑ тырӑран кӗлтесем тунӑ, вӗсене ыраш хӑмӑлӗнчен тунӑ ҫыхӑсемпе ҫыхнӑ. Кӗлтесене тӗм евӗр майлаш тарса ҫӗр ҫине хунӑ е тӑратнӑ. Ҫӗрле тырӑ ан нӳрелтӗр тесе каҫхине кӗлтесене купаласа ҫӗмелсем тунӑ. Кашни анана вырса пӗтермессерен пурте юлашки кӗлте ҫине ларнӑ, чи асли вара ҫӗр ыррине тав туса кӗлӗ каланӑ. Ҫак йӑлана кашни уйрах ирттернӗ. Ҫитес ҫул тырӑ тата тухӑҫлӑрах пултӑр тесе юлашки кӗлтене ыттисенчен пысӑкрах тунӑ. Ана вӗҫӗнче пӗр ывӑҫ пек тырра вырмасӑр, пучахӗсене пӗрле ҫыхса хӑварнӑ. Вырма вӗҫленсен юлашки кӗлте ҫине хӗвеле хирӗҫ пӑхса ларнӑ, ҫӗр ҫине ейме сарса ун ҫине ҫӑкӑр, чӑкӑт хунӑ, сӑра чӗресӗ лартнӑ. Пурте кӗлӗ каланӑ, вырмана йӗркеллӗ вӗҫлеме панӑшӑн Турра тав тунӑ, тепӗр ҫул та ӑнӑҫлӑ тыр-пул туса илме тархасласа ыйтнӑ. Унтан тӑвар сапнӑ ҫӑкӑр тата чӑкӑт татӑкӗсене ҫӗр айне чавса чикнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вырмари ҫынсенчен пӗри пурин ҫурлисене те пуҫтарса илнӗ те пуҫ урлӑ хыҫалалла ывӑтнӑ. Ҫурласем пӗр вырӑна ӳксен тепӗр ҫулччен пурте ырӑ-сывӑ пулаҫҫӗ тенӗ. Юлашки пучахсене вырса илсе унпа мӗн-пур ҫурлана пӗрле пуҫтарса ҫыхнӑ. Ҫурласене тепӗр вырмаччен ҫапла усранӑ. Теприсем каланӑ тӑрӑх, ҫак юлашки пучахсене ҫӗр айне чавса чикнӗ, ҫапла туса тепӗр ҫул тулӑх тыр-пул туса илессе шаннӑ…».

Е. Енькка «Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI — XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури : [вӗренӳ пособийӗ] : 6-7-мӗш классем валли. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008.

«Ĕлӗк уйри мӑн пур тыр-пула алӑ вӗҫҫӗн вырса-ҫапса кӗртнӗ, ҫавӑнпа ватти те, вӗтти те айккинче юлман. Пуҫласа ыраш вырнӑ. Уя пуринчен малтан чи ҫӑмӑл алӑллӑ, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынна кӑларнӑ. Вӑл ҫурлапа пӗр ывӑҫ тырӑ касса илнӗ те пуҫ урлӑ ывӑтнӑ, Турӑран вӑй-хал, пулӑшу ыйтса кӗл тунӑ. Вырма питӗ йывӑр ӗҫ пулнӑ, иртен пуҫласа каҫчен пуҫ ҫӗклемесӗр аслисемпе танах 8-9 ҫулхи ачасем те тӑрӑшнӑ. Вырнӑ тырра кӗлтене пухса ыраш тунипе ҫавӑрса ҫыхнӑ. Вӗсене тӗмсем туса ҫӗре лартнӑ. Кӗлтене каҫхи нӳрӗк ан йӗпеттӗр тесе пӗрле пухса ҫӗмеле хунӑ. Вырма вӗҫленнине пӗлтерсе юлашки кӗлтене уйрӑмах пысӑк туса ҫыхнӑ. Çапла майпа ҫитес ҫул тыр-пул тата та ӑнса пуласса шаннӑ…», – ҫакӑн пек ҫырса кӑтартнӑ ӗлӗкхи халӑх йӗрки ҫинчен «Тетте» (2005. № 9) журналта пичетленнӗ «Вырма тата авӑн ҫапни» статьяра.

«Касански таврашнелле лайӑх пулнӑ ҫул та, начар пулнӑ ҫул та ыраш вырмалла пулать. Çав таврашалла пӗрер вырсарникун, тунтикун е кӗҫнерникун каҫпаллӑ-мӗнлӗ анасем курмалла «ҫурла кӑларма» каяҫҫӗ. Ашшӗ е амашӗ пӗр-икӗ ачине ертет, аранҫӗ ларса ҫимелӗх ҫӑкӑр илет, урам тӑрӑх хирелле утать: «хире тухса курас терӗмӗр-ха, ӑҫта вырмалла пулнине, пулайманнине куркаласа килес те ҫак кунсенче выркалама тухас вара», тет; «ҫурла кӑларнӑ йӗрки тукалас», тет. Ани ҫине ҫитет, епле иккенне астукалать, ачисемпе калаҫкалать. Лешсемшӗн пулсан «тӗнче тикӗс»: те начар вӗсене, те лайӑх, те вырмалла пулнӑ, те пулман; ашшӗ-амӑшӗ епле каланӑ, ҫапла юранӑ. Аллине ҫурлине тытать: «пӗсмелле, турӑҫӑм-пӳлӗхҫӗм! ҫурла кӑларма килтӗмӗр, чипер вырса чипер алла илмелӗхне пар, ача-пӑчан пилӗкӗ ан ыраттӑр!» тет. Тата темӗн-темӗн ырӑ ӗмӗт каласа, хӑй пӗлнӗ майпа кӗлтуса илет. Ачисем, унталла-кунталла пӑхкаласа, мӗн тенине итлесе тӑраҫҫӗ. Çапла калать те сылтӑм ывӑҫ тупанӗ ҫине лап! сурать. Çурлине тытать, ыраш шатӑртаттарма тытӑнать.

Темӗскерле, чун уҫҫӑн туйӑнса каять вара ҫавӑн чух. Тахҫантанпа: «ыраш вырмалла, ыраш вырмалла», тесе тӑраҫҫӗ; пӗри те «вырмасӑр та ларса юлӗ-ха» тиекенни ҫук. Капла ҫурла тытса ыраша выра пуҫласан, темӗскерле, ӗҫ пуҫланса кайнӑн туйӑнать, темӗскерле, ырӑ-ырӑ шухӑшсем кӗре-кӗре каяҫҫӗ. «Эй, вырма аван-ҫке!» тесе хурать вара. Ачисем те пӗлнӗ-пӗлмен халлӗн ӗҫе чунтан юратса, тырра ывҫӑн-ывҫӑн ҫурлапа каса-каса илеҫҫӗ. Мӗнпур ырӑ ӗмӗчӗ пурин те малта ӗнтӗ. Çапла аранҫӗ выркалаҫҫӗ те хӑй илсе тухнӑ ҫӑкӑрне ларса ҫыртаҫҫӗ, ҫурлисене илеҫҫӗ те ыраш пуссипе киле тавӑрӑнаҫҫӗ: пӗтӗм хир вырма юрӑхлӑ, пӗтӗмпе вырма та ӳркенмӗттӗн пек туйӑнать. Вӑл ыраш авӑннӑн, темӗскерле, чунлӑн-кӑмӑллӑн туйӑнать-ҫке! Хӗвел анса ларса пырать. Каҫхи ҫанталӑк тӳп-тӳлек. Ачасем ашшӗ-амӑшӗ хыҫӗнчен урисене лаплаттарса пусса килнелле тавӑранаҫҫӗ…

Акӑ тунтикунлӑ-мӗнлӗ халӑх сӑрпаланса хире пуҫтарӑнать: ача ураписем хатӗрленӗ, шыв лакӑмӗсем, ӗҫмине-ҫимине хатӗрленӗ. Лашисене кӳлсе тӑратнӑ. Пӗри хапхине уҫса тухса хирелле чуптарать, тата тепӗри ҫапла килтен тапранса тухать. Хай ял ҫынни тырӑ вырма хире куҫать. Пурин те урапа тулли ҫын тиеннӗ. Арамӗсем ачисене умма тытса ларнӑ. Пӗрин-пӗрин аллинче ҫурласем ялтӑртатаҫҫӗ. Умлӑ-хыҫлӑ темиҫе урапа хирелле тухать. Таҫта ярмӑнккана-мӗне кайнӑпа пӗрех савӑнса лашисене хӑвалаҫҫӗ. Хыҫалтан тусан тусать. Хӗвел сарӑлса тухать. Пурте илемлӗ. Хире каякансенчен юлас килмест!..

Ана ҫине ҫитеҫҫӗ. Лашисене ҫул хӗррине-мӗне тӑвараҫҫӗ. Хӑшӗ урапа ҫинчен аннӑ-анманах шатӑртаттарма тытӑннӑ: алли ҫине сурать, темӗн-темӗн ырра ӗмӗтленсе, хӑй пӗлнине кӗлтӑвать. Кам малтан пуҫламаллине, кам пуҫласан ӗҫ ӑнасне килти ҫын чухлаҫҫӗ. Çавӑ вырма тытӑннӑ ӑна. Ун хыҫҫӑн ыттисем те тытӑннӑ. Вырса илет те пӗр-ик ыҫӑ пек, пилӗкне пиҫиххи туса ҫыхса ярать: «пилӗкӗм ан ыраттар», тет. Вӑл пиҫиххийӗ вара салтӑнса ӳкиччен илсе пӑрахмас. Çапла тырӑ выраҫҫӗ.

Кӑнтӑрлаччен каҫалӑк таҫта ҫитсе ӳкет. Япаласене каҫалӑка куҫараҫҫӗ. Апат тӑваҫҫӗ, выртса канаҫҫӗ. Хирте апат питӗ тутлӑ! Выртса каннӑ хыҫҫӑн тата тӑрса каҫчен выраҫҫӗ. Хӗвел анса килнӗ ҫӗрелле ана ҫинчен килелле тапранса тухаҫҫӗ. Каллах урапа тулли тиенсе киле тавӑрӑнаҫҫӗ. Каллах умлӑ-хыҫлӑ темӗн чухлӗ лав; ҫул тӑрӑх тусан тусать. Çӗрлехи сасӑ таҫта ҫитиччен янраса каять: ҫул ҫинче урапа шалтӑртату, сайра хутра этемсем пӗр-пӗринпе калаҫу. Темӗскерле туйӑнать. Ĕҫ ҫинче ялти сасӑ пӗтӗмпе хире тухать…

Ана пӗтерсен, пирӗн чӑвашӑн «ана вӑйӗ» илеҫҫӗ. Анине вырса тухаҫҫӗ те, кӗлтесем илсе, кӗлтесем ҫине канма ларнӑ пек, хӗвелтухӑҫнелле пӑхса лараҫҫӗ: «ана вайне пар, киле пырсан, хӑйма пар», тет пӗри. Вӑл вӑхӑтра пурте ҫурлисене ҫӗре чаклаттарса тӑрӑнтара-тӑрӑнтара лараҫҫӗ. Ку тата темӗн: «пӗр пӗрчӗрен пин пӗрчӗ» ыйтса-туса пӗтерет. Пур ана ҫинче те, вырса тухсан, «вӑй илеҫҫӗ» ӑна. Унтан юлашкинчен, тырӑ пӗтерсен, ана ҫине пӗр ывҫӑ пек вырмасӑр «ана пайӗ» хӑвараҫҫӗ; ӑна каллах «тырӑ пултӑр» тесе, темӗн-темӗн каласа пӗтереҫҫӗ. Унтан тытать те, кӗлте ҫыххи пӗтӗрнӗ пек, ана ҫине пӗтӗрсе хӑварать. Ǎна тимеҫҫӗ вара, ҫапла ларать вӑл. Ыраша та, ҫур тыррие те ҫапла «пай» хӑвараҫҫӗ…».

Тимофеев Г. Т.  Тӑхӑрьял: этнографи тӗрленчӗкӗсем. Халӑх сӑмахлӑхӗ. Ҫырса пынисем. Ҫырусемпе асаилӳсем / Г. Т. Тимофеев. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2002. – С. 179-182.

Уяв ҫинчен ҫырнӑ калавсем, сӑвӑсем, юрӑсем:

Уйкас Прохорӗ. Вырмара : [сӑвӑ] / Уйкас Прохорӗ // Трактор. – 1934. – № 10. – С. 66.

Ирхи, И. Вырмара : [калав] / Ирхи Иванӗ // Хӗрлӗ Урал / Пушкӑрт совет писателӗсен правленийӗ. [2-мӗш кӗнеке]. – 1936. – С. 10-15.

Ана, мана вӑйна пар (вырма юрри)  С. 25

Вырмари савӑнӑҫ / комп. О. Агакова, лирик О. Агакова. – С. 57-59.