Юпа чӳкӗ — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Юпасене пуҫ вӗҫне лартнӑ, куҫӗсем (карчӗсем) хӗвел тухӑҫ еннелле пӑхаҫҫӗ. Вилесене анӑҫ еннелле пуҫпа вырттарнӑ. Юпи кутӗнче калак пур, калакне тутӑрпа ҫыхнӑ, ялав лартнӑ, сӗтелпе пуканне (тенкелне) туса лартнӑ. Юпа лартиччен кашни эрне куннех асӑннӑ, юпа лартнӑ хыҫҫӑн (юпа уйӑхӗнче) урӑх пӗрре те асӑнман.

Авалхи чӑвашсем ҫемьере кам та пулин вилсен пӗр-пӗр уйрӑм кун ӑна ятарласа асӑнса апат-ҫимӗҫ, сӑра-эрех ӗҫсе-ҫинӗ (пумилкке тунӑ). Пумилккене пуринчен ытларах кӗркунне, тыр-пул пуҫтарса пӗтернӗ хыҫҫӑн, туса ирттернӗ. Вилнӗ ҫыннисене асанса ҫимешкӗн тӑванӗ-хуранташӗсене пуҫтарнӑ. Хӑнисем малтан пӳртре ӗҫсе-ҫисе юрланӑ, унтан вилнӗ ҫынна асӑнма урама тухнӑ. Вӗсем кавайт мӗн сӳнсе ларичченех ташланӑ. Вӑл вӑхӑтра ыттисем юрӑсем юрланӑ.

Юпа (асӑну) юррисем // Ӗҫпе йӑла юррисем = Трудовые и обрядовые песни / [Т. И. Семенова пухса хатӗрленӗ]. — Шупашкар, 2013. – С. 418-419. — (Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ = Чувашское народное творчество ; кн. 10).

 

Юпа (асӑну) юррисем

Чӗкеҫ килет чӗлхипе –

Сан чӗлхӳне илтес ҫук,

Вӑл санпа сӑмахлас ҫук.

Шӑпчӑк килет юррипе –

Эсӗ ӑна илтес ҫук.

Куккук килет сассипе –

Сан сассуна илтес ҫук.

Ешӗл курӑк тухать –

Эсӗ ӑна таптас ҫук.

Хурӑн ҫырли пиҫнӗ чух

Пур хурӑнташран уйрӑлтӑн,

Ҫӗр ҫырли пиҫнӗ чух

Ҫӗртен-шывран уйрӑлтӑн.

Хӗлхемленсе тӑр шыв юхать –

Эсӗ ӑна ӗҫсе курас ҫук.

Тумак ҫил те вӗрӗ,

Хаяр аслати те авӑтӗ,

Анӳ-аҫу, тӑвану йӗрӗ,

Тантӑшу-тусу шеллӗ,

Анчах эсӗ ыйхунтан вӑранаймӑн.

Ыйху санӑн йывӑр,

Канӑҫлӑх пултӑр. Ҫывӑр!

[Чӗкеҫ килет чӗлхипе…] // Революцичченхи чӑваш литератури :  текстсем. – Шупашкар, 1988. – II-том, I-мӗш кӗнеке. – С. 295-296.