Чӳк — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

«Пирӗн мӑн асаттесем этем те, йывӑҫ, чул, кайӑк, шыв, ҫил, пӑлан тата ыттисем пекех, ҫутӑ тӗнчен пайӗ тесе шутланӑ. Анчах та вӑл ҫак тӗнчери йӗркелӗхшӗн яваплӑ. Шӑпах этем мӗнле те пулин усал ӗҫ, йӑнӑш тусан тӗнчери йӗркелӗх пӑсӑлать – тӗрлӗ инкек-синкек пуҫланать, чир-чӗр сарӑлать, ҫут ҫанталӑкра чылай инкек (шыв илни, ҫӗр чӗтренни т.ыт.те) пулса иртет. Тӗнчене малтанхи йӗркелӗхе мӗнле те пулин каялла тавӑрас е турра телейлӗ пурнӑҫшӑн тав тӑвас тӗллевпе авалхи чӑвашсем чӳк йӑлисем ирттернӗ».

Е. Енькка «Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI — XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури : [вӗренӳ пособийӗ] : 6-7-мӗш классем валли. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008.

«Тӗнчери тӗнсем пуҫланичченхи тапхӑрта чылай халӑхӑн ҫавнаш кал йӑласем пулнӑ. Чӳк вӑл — кӗлӗ каласа турӑсене парне кӳни. Ҫынсем турра пуҫҫапнӑ, ӑна тав тунӑ, унран мӗн те пулин тархасласа ыйтнӑ, хӑйсем ӗҫлесе тунӑ япаласем парса тав тунӑ. Ҫапла майпа вӗсем тӗнчери йӗркелӗхпе килӗшӗве упраса хӑварма тӑрӑшнӑ. Ҫӳлти тӗнчепе ҫутӑ тӗнчери пӗр турра, ырра е тӳрех темиҫе турра чӳклеме пултарнӑ, аялти тӗнчери усалсене чӳклемен. Чӳке ытларах тӑвансемпе, ял-йышпа е темиҫе ялпа ирттернӗ. Чи нумай йышпа ирттерек енни Аслӑ (Мӑн) чӳк пулнӑ. Ӑна ялан тенӗ пекех 9 ҫулта пӗрре ирттернӗ. Ку чӳке ҫывӑхри ялсенчен пуҫтарӑннӑ, темиҫе пин ҫын таран та пухӑнма пултарнӑ. Мӑн чӳке пӗтӗм тӗнчери йӗркелӗхпе килӗшӳлӗхе упрас, пур инкек-синкеке — вӑрҫӑсене, выҫлӑха, ҫут ҫанталӑк инкекӗсене, сикекен чирсене т.ы т.те сирсе ярас тӗллевпе ирттернӗ. Шурӑ вӑкӑр парса чӳклемелле пулнӑ, унсӑр пуҫне ытти выльӑхпа кайӑк-кӗшӗк пусса парне кӳнӗ. Парнесем шутӗнче килти выльӑх пулма пултарнӑ. Хура е шурӑ тата сывӑ выльӑха ҫеҫ парне кӳме юранӑ. Лашапа вӑкӑр чи хаклӑ парне, сурӑх, така, кайӑк-кӗшӗк вара пӗчӗкрех парне шутланнӑ. Пур чӳкре те пӑтӑ, икерчӗ, ҫӑкӑр парса чӳкленӗ. Хӑш-пӗр ыр-хаяра пуканесем, выльӑх-чӗрлӗх кӗлеткисем, пир татӑкӗсем, ҫуртасем, укҫа парса чӳкленӗ. Чӳк ячӗсем ыр-хаярпа е тӗрлӗ пулӑмсемпе ҫыхӑннӑ. Сӑмахран, ача чӳкне ача ҫуралсан, ҫумӑр чӳкне вӗри те шӑрӑх ҫанталӑкра, Киремет чӳкне Киремете чӳклесе ирттернӗ. Хӑш-пӗр чухне чӳк ятне мӗнле парне кӳнипе ҫыхӑнтарнӑ. Тӗслӗхрен, карта пӑтти, кӗр сӑри, ача чӑкӑчӗ, шыв нимӗрӗ т.ы т.те. Ҫынсем парнесем парса вӗсене турӑсемпе (ҫут ҫанталӑкпа та) пӗрле пайланӑ тесе шутланӑ. Вӗсем хӑйсен апат-ҫимӗҫӗ, ҫи-пуҫӗ пӗтӗмпех ҫут ҫанталӑк пулӑшнипе пулнине ӑнланнӑ. Ҫут ҫанталӑк хӑй тунӑ япаласене, сӑмахран тискер чӗр чунсене, пусса чӳк парни кӳме юраман. Чӑваш халӑх тӗнӗнче кӗлӗсем нумай тӗрлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен ӗлӗк вӗсене ҫырса пыман, пухса кӗнекесем те пичетлесе кӑларман. Ҫынсем кӗлӗсене пурне те хӑйсем хывнӑ, вӗсем ӑруран ӑрӑва куҫса пынӑ. Кӗлӗсенче турӑсенчен вӑй-хӑват ыйтса, тав туса каланӑ сӑмахсем пулнӑ, тӗнчене мӗнле курни палӑрнӑ. Ҫавӑнпа чӳк кӗллисем тӗрлӗ ялта тӗрлӗрен пулма пултарнӑ. Пирӗн мӑн асаттесем пӗр ҫӗр ҫинчех пурӑннӑ, вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ те, хуйхи-суйхи те пӗрешкелех пулнӑ, ҫавӑнпа кӗлӗсенчи тӗп шухӑш та пӗр пек пулнинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук. Ученӑйсен шучӗпе, чӑваш кӗллисен поэтика ритмӗ пур, тата вӗсенчи предложенисен тытӑмӗ хӑйне майлӑ… (с. 18-19).

Ял-йышпа ирттерекен чӳксен пуҫӗсем пурте хисеплекен ватӑ ҫынсем — арҫынсем те, хӗрарӑмсем те — пулнӑ. Вӗсене тӗрлӗ ялта тӗрлӗрен каланӑ — чӳк пуҫӗ, апӑс, мӑчавӑр, ӑрӑмҫӑ, юмӑҫ. Ял-йышпа тӑвакан чӳксене темиҫе чӳк пуҫӗ ирттернӗ, вӗсен хисепӗ мӑшӑрсӑр — 3, 7, 9 пулмалла пулнӑ. Чӳк умӗн унта хутшӑнакансен мунча кӗрсе тасалмалла пулнӑ, унтан вӗсем тӗрленӗ шурӑ кӗпесем, капӑрлӑхсем тӑхӑннӑ. Авал чӳк пуҫӗсен ҫак йӑлана ирттернӗ чух тӑхӑнмалли ятарлӑ ҫи-пуҫ — шупӑр, пӗтевсем (амулетсем), тӗрлӗ капӑрлӑхсем, пуҫа тӑхӑнмаллисем пулнӑ. Арҫынсем кӗлӗ вӑхӑтӗнче калпаксене хывса сулахай хул хушшине хӗстернӗ. Каярахпа кулленхи ҫиелти тумах тӑхӑнма пуҫланӑ (шӑрӑхра та). Чӳк вӑхӑтӗнче чӳк пуҫӗн тумӗ ыттисенчен уйрӑлса тӑмалла пулнӑ. Вӗсем хӑйсем те ахаль ҫынсенчен урӑхларах пурӑннӑ: ытлашши ҫимен, ытлашши ӗҫмен. Чӳк умӗн пӗр-пӗринпе хирӗҫме, тавлашма юраман. Чӳк вӑхӑтӗнче эрех ӗҫмен, ятарласа тунӑ сӑра ҫеҫ ӗҫнӗ. Турра, кил-ҫурт ыррине, Киремете пуҫҫапнӑ вӑхӑтра е ун хыҫҫӑн сӑра та ӗҫме юраман. Кӗлӗ каланӑ чухне никам та шавламан. Чӳк ҫӗкленӳллӗ те чаплӑ иртнӗ, тахҫан авал вара ҫакӑн пек йӑласем вӑхӑтӗнче ятарлӑ кӗвӗ те янӑранӑ. Чӳксен йӗркине уй чӳкне (учӳке) мӗнле ирттернине тӗпе хурса пӑхса тухӑпӑр. Уй чӳкне кашни ҫулах ирттернӗ. Ку чӳке ҫӗнӗ тыр-пула алла чипер илесчӗ тесе ирттернӗ, Турӑран пӗтӗм тӗнчене, ҫынсене, килти выльӑха ырлӑх пама ыйтнӑ. Ҫу пуҫламӑшӗнче, ака ӗҫӗсем вӗҫленсен, чи сумлӑ ватӑсем пуҫтарӑнса уй чӳкне хӑҫан, хӑш кун ирттересси пирки калаҫса татӑлнӑ. Ҫакӑн ҫинчен ял халӑхне пӗлтернӗ, чӳк парни валли выльӑх туянма килӗрен ҫӳресе укҫа пухнӑ. Кам мӗн чухлӗ пултарнӑ, ҫавӑн чухлӗ панӑ. Выльӑх туяннӑ чухне хаклашма юраман, хуҫи мӗн чухлӗ ыйтнӑ, ҫав хакпа илмелле пулнӑ. Чӳк вӑхӑтӗнче ҫынсем турӑсемпе ҫыхӑну тытатпӑр тесе шутланӑ, вӗсен шухӑш-ӗмӗчӗ ырӑ пулнӑ, ҫавӑнпа хатӗрленӳ тапхӑрӗнче никамӑн та харкашма, тавлашма юраман. Чӳк умӗн пурте мунча кӗрсе тасалнӑ, таса ҫи-пуҫ тӑхӑннӑ. Палӑртнӑ кун ватӑсемпе вӗсене пулӑшаканӗсем туй (бронза) хурансем, вутӑ, кӗрпе, паш алу, тӑвар илсе чӳк вырӑнне — ятарлӑ сӑваплӑ вырӑна кайнӑ. Унта чӳк парни памалли выльӑхсене — вӑкӑр е лаша, темиҫе сурӑх, хур, кӑвакал хӑваласа килнӗ. Хурансем ҫакса вут чӗртнӗ, шыв илсе килнӗ. Чӳк пуҫлансан пурте хӗвел тухӑҫ еннелле пӑхса тӑнӑ. Апӑс кӗлӗ сӑмахӗсем каласа выльӑхӑн мӑйӗнчен пуҫласа ҫурӑмӗ тӑрӑх шыв юхтарнӑ. Выльӑх силленсе илсен ҫакӑ турӑсем парнене йышӑннине пӗлтернӗ. Вӑл лӑпкӑн ҫеҫ тӑнӑ пулсан ӑна татах шывпа сапнӑ. Ку хутӗнче те силленсе илмесен выльӑха ирӗке янӑ. Унтан парне кӳмелли выльӑха пуснӑ, ашне касса вакланӑ та уйрӑм хурансенче аш тата пӑтӑ пӗҫернӗ. Ашӗ пиҫсен иккӗмӗш хут кӗлӗ каланӑ. Ун хыҫҫӑн пурне те аш тата пӑтӑ валеҫсе панӑ, алла ҫӑкӑр татӑкӗ, аш тытса виҫҫӗмӗш хут кӗлӗ каланӑ. Чӳк апатне ҫинӗ хыҫҫӑн ҫак йӑлана ирттерме хутшӑннӑ ҫынсем килӗсене таврӑннӑ, ҫисе ярайман апат-ҫимӗҫе пуҫтарса уй чӳкне пырайман ватӑсем валли илсе кайнӑ. Апӑс чӳк парни панӑ выльӑхсен шӑммисене пуҫтарса ҫунтарса янӑ. Тирӗсене, хӑш чухне вара пуҫ шӑммисене те, сӑваплӑ йывӑҫ ҫине ҫакнӑ» (с. 18-22).

«Чӳк Аслӑ Турра, унӑн ҫемйине тата ӑна пулӑшакансене (чӗрӗ тата чӗрӗ мар ҫут ҫанталӑка, этемлӗх пӗрлӗхне, ҫынсене упракан чунсене) парне панипе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗрке. Çак сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ нумай. Вӑл парне панине те, йӗркене туса ирттермелли вырӑна та, ҫӳл тӳпери темӗнле аслӑ чуна та пӗлтерет, унпа турӑ ячӗпе сӑмах каланӑ чухне те усӑ кураҫҫӗ. Авалхи чӑвашсен халапӗсем тата тӗн ӗненӗвӗсем тӑрӑх Тӗнче виҫӗ пайран – ҫут ҫанталӑк, общество тат ҫын — тӑракан уйрӑлми пӗрлӗх пек курӑнать. Ǎна Турӑ хӑйӗн йӗкӗреш пиччӗшӗ Киремет пулӑшнипе туса хунӑ имӗш. Анчах ҫакӑн хыҫҫӑн Киремет усал вӑйсен ирӗкне лекнӗ. Çавӑнпа Турӑ ӑна ҫӳлти тӗнчерен хӑваласа янӑ. Турӑ тӗнче пайӗсем пӗр-пӗринпе килӗшӳре пурӑнччӑр тесе тӑрӑшать. Шуйттан вара хӑйне пӑхӑнакан усал вӑйсем пулӑшнипе ҫынна ҫураҫӑва аркатакан киревсӗр ӗҫсем тума хӗтӗртет. Турӑ айӑпа кӗнӗ этеме явап тыттарма, ӑна тӗрӗс ҫул ҫине тӑратма хӑйӗн тарҫисене ярать. Авалхи чӑвашсен мӗн пур йӑли тӗнчери йӗркелӗхе тытса пырассипе е арканнӑ шайлашӑва йӗркене кӗртессипе ҫыхӑннӑ. Çын общество умӗнче, общество ҫут ҫанталӑк тата Турӑ умӗнче яваплӑ. Тӗнчери килӗшӳлӗхе чӳклесе тытса тӑраҫҫӗ. Шуйттан хӗтӗртнипе общество лӑпкӑлӑхне шуйхатнӑ ҫыннӑн Турра парне парса айӑпне каҫарттармалла. Унсӑрӑн хайхискерӗн киревсӗр ӗҫӗсем обществӑна пӗтерме, юлашкинчен вара Тӗнчене аркатма пултараҫҫӗ. Шайлашӑва яланах аялтисем – ҫынсем – пӑсаҫҫӗ, йӗркене кӗртекенни вара ҫӳлтисем – Турӑ енчисем. Çын айӑпа кӗрсен пӗчӗк чӳк туса айӑпне каҫарттарнӑ. Кунсӑр пуҫне чӑвшсен пысӑк чӳксем те пулнӑ. Паллӑ пӗр-пӗр пулӑмпа ҫыхӑнтарса халӑх пӗрле чӳк тунӑ. Çулсерен авалхи тӗне тытса пыракансем тырӑ пиҫнӗ вӑхӑтра мӑн е аслӑ чӳк, кӗҫӗн е уй чӳкӗ, ҫумӑр ыйтса ҫумӑр чӳкӗ ирттернӗ. Мӗн пур ял-йыш ятӗнчен панӑ парне обществӑри йӗркелӗхе тӗнчере килӗшӳлӗхпе шайлашӑва тытса тӑма тивӗҫ пулнӑ. Христос тӗнӗ сарӑлнӑ май чӳк йӑли-йӗрки манӑҫа тухма пуҫланӑ, ӑна сайра хутра ҫеҫ ирттеркеленӗ, хӑш-пӗр вырӑнта виҫӗ чӳк пӗрлешсе кайнӑ», — ҫапла хыпарлать Чӳк йӑли ҫинчен чӑвашсен хаҫачӗ. (Хыпар. 2012. 13 юпа).