Чӳклеме — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Кӗркунне ирттерекен уяв ҫинчен тӗпчесе ҫырнӑ статьясем нумай. Сӑмахран, Антон Салмин этнолог ҫырнӑ «Чӳклеме» статйипе паллашма кӑсӑклӑ: «Чӳклеме – ҫӗнӗ тырӑран пӗҫернӗ ҫӑкӑра ас тивсе тӑвансем пухӑнса ирттерекен сӗм авалхи уяв. Хӗрсе тырӑ вырса кӗртнӗ вӑхӑтра хресчен талӑкӗпе тенӗ пекех хирте е йӗтем ҫинче ирттернӗ. Тыр-пула пухса кӗртсен вара чунран савӑнма пултарнӑ.

Ку уяв халӑх тӗнӗн тӗп канонӗсене пӑхӑнса тӑрать. Чӳклеме текен йӑла-йӗркене Киветни текен терминпа палӑртаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен ҫӗнӗ тыр-пулран пӗҫернӗ ҫӑкӑра е ҫимӗҫе малтан турӑсене чӳк парни памалла, ҫавӑн хыҫҫӑн ҫеҫ тыр-пул туса илекенсен хӑйсен пуҫласа ҫиме юрать. Çак йӑла-йӗркене туса ирттерекенсем хӑйсем те, ҫавӑн пекех тӗпчевҫӗсем те, чӑвашсен ҫӗн тырӑ кӗллине ирттерекен чи пысӑк та сумлӑ уявсенчен пӗри теҫҫӗ…

Авал Чӳклеме уявӗ виҫӗ куна пынӑ. Ку йӑлапа ҫыхӑннӑ пӗтӗм ӗҫсене кӗҫнерни кун вӗҫлемелле пулнӑ, мӗншӗн тесен эрне кун ваттисемпе ҫыхӑннӑ ытти ӗҫсем кӗтсе тӑнӑ. Чӳклемене талӑкӑн каҫхи тата ҫӗрлехи вӑхӑтӗнче ирттереҫҫӗ. Ǎна тӑвансен ушкӑнӗпе ирттереҫҫӗ пулин те унта тӗрлӗ вӑхӑтра пӗтӗм ял хутшӑнать. Уяв умӗн мунча хутаҫҫӗ те питӗ лайӑх ҫӑвӑнса тухаҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫе ун чухне кӑҫал ҫитӗнтернӗ тырӑ-пулӑран анчах хатӗрлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, чи малтан ҫитӗннӗ, чи лайӑх ӑнса пулнӑ тырӑ-пулӑран ҫеҫ пӗҫереҫҫӗ. Çавӑнпа Чӳклемене тепӗр чухне «Çӗнӗ тырӑпа тӑвакан кӗлӗ» тесе те калаҫҫӗ. Ытти чухнехи пекех, чӳк апачӗсем вырӑнне ку хутӗнче те ытларах ҫӑкӑрпа, пӑтӑпа тата сӑрапа усӑ кураҫҫӗ. Кирек мӗнле апатпа усӑ курсан та, турӑсене кӗлӗ вӑхӑтӗнче ҫичӗ тӗрлӗ тырӑ-пулӑ ҫимӗҫӗпе хӑналани ҫинчен хыпарлаҫҫӗ…

Çӗнӗ тырӑ пӑттине сӗтел ҫине лартсан, чашӑк варрине куҫласа ҫу хунӑ, чашӑк йӗри-тавра кашӑксем хурса тухнӑ… Çӗнӗ тырӑран кил-тӗрӗшре сӑра вӗретнӗ, ҫакӑ кӗлӗ тӑвакан ҫын сӑмахӗсенче тата ӗҫӗнче те курӑнать: вӑл сӑра вӗретес ӗҫ мӗнле пулса пыни ҫинчен кӗскен каласа каять, сӑри вара вун ик кӑшӑллӑ пичкере упранни ҫинчен каласа хӑварать. Сӑрана сӗтел ҫине лартиччен кӑкшӑм ӑшне хӗртнӗ турчӑка чиксе ӑшӑтаҫҫӗ. Чӳклеме йӗрки тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тӑхӑр ҫӑкӑр пӗҫернинчен пуҫланать. Тепӗр ҫӗрте ҫак хисеп виҫҫӗ е вун пиллӗк те пулма пултарать. Çӑкӑра сӗтел ҫине пӗр-пӗтӗм (касмасӑр) хураҫҫӗ…

Чӳклемере сӗтел хушшинче пӗрле суха тӑвакан ватӑсем лараҫҫӗ. Ку уява ют ялсенчи ҫывӑх тӑвансене те чӗнеҫҫӗ. Чӗннӗ хӑнасем мӑшӑрсемпе килеҫҫӗ… Мӗн пур тӑван ӑрӑвӑн тӗп килне пухӑнать… Çак кунхине пуртре пурте уйрӑмах лӑпкӑ сасӑпа калаҫнӑ. Савӑт-сапана шакӑртаттарас мар тесе тӑрӑшнӑ, пӗр-пӗринпе хӑйсене хӑйсем хисеплесе, килӗшӳллӗ тытнӑ. Çак ритуал умӗн никама та нимӗн япала та паман. Парас пулсан та, мӗн те пулсан (пиҫиххи, ҫӑра) саклат илсе юлнӑ, кайран вара япалисене улӑштарса илнӗ… Сӗтел ҫине чи малтан чашӑкпа пӑтӑ лартаҫҫӗ, варрине кашӑкпа пусса путӑк тӑваҫҫӗ, унта ҫу хураҫҫӗ, чашӑк йӗри-тавра кашӑксем чиксе лартаҫҫӗ. Унтан чашӑк ҫине ҫӑкӑр хураҫҫӗ, ун ҫине – тӑвар. Тепӗр чухне тӑвар вырӑнне чӑкӑт хума пултараҫҫӗ… Çав вӑхӑтрах пысӑк йӑвӑҫ савӑтпа сӑра илсе килсе лартаҫҫӗ, 9 алтӑр таран хураҫҫӗ…Кӗлӗ кӗллекене кил хуҫи суйлать… Кӗллӗн малтанхи, чи сумлӑ пайӗ картишӗнче е алкумӗнче пулса иртет… Кӗлӗре ытларах Турӑ ятне асӑнаҫҫӗ. Кӗлӗ пӗр ҫур сехет пырать… Енчен те Чӳклеме тумасан ҫӑкӑр перекетлӗ пулмасть, – теҫҫӗ чӑвашсем». (Хыпар.2004.1 ҫӗртме).

Н. Егоров тӗпчевҫӗ сӗм авалхи чӑвашсем Çӗнӗ ҫула чӳк уйӑхӗнче турра тав туса чӳклеме йӑли туса ирттерни ҫинчен «Чӳк уйӑхӗ» статйинче каласа кӑтартать: «Ырӑ хуҫа ҫӗнӗ тырӑ шерпетӗнчен тунӑ хӑймаллӑ та хӑмлаллӑ сӑра кӑларса лартнӑ, кӗреке пуҫӗ «турӑпа патша ташламине» пуҫланӑ, чӳклеме пуҫӗ такмак ҫаптарнӑ:

— Илтнӗ пулӑр, ватӑсем-вӗтӗсем, алӑк патӗнчи аппасем, тӗпелти хулӑн-сурӑн кассисем, тӗрлӗ минтер ҫыннисем, кӗске йӗм пӗҫҫисем! Ырӑ хуҫа турӑ амӑш курки тӑвать, ятлӑ курка пуҫласа ярать. Паҫӑрхи кивви пулчӗ, халь – ҫӗнни, паҫӑрхи суи пулчӗ, халь – чӑнни. Тав сире! Чунтан пӗр курка ӗҫмелле… Ут туртайми урпи пултӑр, ар ҫӗклейми хӑмли пултӑр, умрин те хыҫалтин те перекечӗ пултӑр! Ĕҫейменни карӑш пулать, ӗҫекенни путене пулать. Ĕҫейменнин пӗр ҫулта ҫиччӗ те пилӗк хӑлаҫ ӳснӗ хулӑ (хӑмла аври) тупас пулать (сӑра сӗрес пулать), хӑлашпа юр типӗтес пулать (салат типӗтес пулать). Ашшӗ тӳрӗ (хӑмла шалчи), амӑшӗ кукӑр (хӑмла пултранки), хӗрӗ ластӑк (хӑмла ҫулҫи), ывӑлӗ хаяр (хӑмла пучаххи). Кам та кам ӗҫейменнин ҫавсене тупас пулать (вун икӗ курка ӗҫес пулать)…

Такмак пӗтсен кӗреке тавра курка ҫаврӑннӑ. Унтан юрӑ-ташӑ пуҫланнӑ. Илемлӗ те килпетлӗ пулнӑ-ҫке ҫав чӑваш кӗреки! Алла панӑ куркана «Асран кайми аки-сухине» юрламасӑр ас тивмен. Чӳклеме йӗрки вӗҫленсе пынӑ май килти ватӑсене кӗрекене лартнӑ. Мӗн пур чӳклеме халӑхӗ ватӑсем умне сулахай чӗр куҫҫисене хутлатса ҫакӑннӑ – ваттисене салам панӑ. Салам парса пехил илнӗ чухне юрламалли юрри хӑйне пулнӑ. Пирвайхи ҫаврӑма ҫут ҫанталӑкшӑн тесе юрланӑ:

Çитмӗл те ҫичӗ ҫухрӑм ҫеҫен хир.

Çеҫен хир варринче ҫавра кӳлӗ.

Çавра кӳлӗ варринче ҫавра утрав,

Çавра утрав ҫинче ылтӑн юман…

Иккӗмӗш ҫаврӑмне мир-халӑхшӑн тесе юрланӑ:

Çитмӗл те ҫичӗ чалӑш ҫӳллӗ ту,

Çӳллӗ тусем ҫинче аслӑ ял,

Аслӑ ялӑн варринче атте картиш.

Атте картиш варринче ҫавра кӗреке…

Виҫҫӗмӗш ҫаврӑмне тӑван-пӗтеншӗн, атте-аннешӗн тесе юрланӑ:

Атте кӗреки – ҫавра кӗреке.

Çавра кӗреки пуҫӗнче икӗ ватӑ –

Пӗри – аттем, тепри – аннем,

Мӗнле турӑ ҫырнӑ-ши пӗр ҫӗре?…

Юрласа пӗтерсен пурте черетпе кил хуҫи ваттисем умне пырса чӗр куҫленнӗ те сылтӑм аллипе ваттин ури пуҫне перӗнсе тӑнӑ. Ватти вара икӗ аллине перӗнсе тӑнӑ. Ватти вара икӗ аллине унӑн пуҫӗ ҫине хӗреслетсе хунӑ та пехил панӑ. Пехил илсен чӳклеме халӑхӗ ваттисене тав туса ҫул курки ӗҫнӗ, вара тепӗр киле кайнӑ. Çак чӳклеме уявӗ – авалхи чӑваш Çӗнӗ ҫулӗ– кашни килех кӗрсе тухнӑ.

Чӳклеме! Илемлӗ те, кӑмӑллӑ йӑла! Çут ҫанталӑк ырлӑхӗсене сума суни те, шурӑ кулачӑ ҫитерекен хура ҫӗр ӗҫне  пурнӑҫ тыткӑчи вырӑнне хисеплени те, яшсемпе ваттисене чысра та чисепре усрани те – пурте пӗр-пӗринпе уйрӑлми тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ сӑваплӑ ҫак йӑлара…» (Хыпар. 2012. 8 чӳк).

«Чӳклемере сӑра пичкине уҫнӑ, ҫӗнӗ тырӑран ҫӑкӑр, пӑтӑ, ытти апат-ҫимӗҫ пӗҫернӗ. Тӑван-хурӑнташ тӗп килте пуҫтарӑннӑ. Чӳклемене ватӑсем пуҫланӑ. Вӗсем ҫӑкӑр тата сӑра курки тытнӑ та кӑштах уҫнӑ алӑк енне ҫаврӑнса ҫӳлти турӑсене тав туса кӗлӗ каланӑ. Кӗлӗре ҫӗр ӗҫӗн пур тӗсӗсене те йӗркипе сӑвӑласа каласа тухнӑ. Ыттисем алӑра ҫимеллисем — ал валли тытса ваттисем хыҫҫӑн ӑшра тав сӑмахӗсем каланӑ. Ҫак йӑлана ирттернӗ чухне кивӗ сӑрапа ҫӗнӗ сӑрана хутӑштарма пултарнӑ, ҫакӑ пурнӑҫри ӗҫсем е пулӑмсем пӗр-пӗринпе ҫирӗп ҫыхӑннине пӗлтернӗ. Ученӑйсем ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, чӳклемере пурте пӗлекен «Алран кайми» юрра — чӑвашсен пурнӑҫ йӗркин гимнне юрланӑ. Чылай вӑхӑт кӗлӗ каланӑ хыҫҫӑн юрӑ-кӗвӗ каласа, ташласа ирчченех савӑннӑ.

Венгр ученӑйӗ Дюла Месарош ҫапла ҫырнӑ:«Пыллӑ сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн чӑвашӑн кӑмӑлӗ ҫӗкленет. Вӗсем ҫӗрӗпех илемлӗрен те илемлӗрех халӑх юррисене — чӑваш халӑх поэзийӗн чуна тыткӑна илекен чи кӑмӑллӑ хайлавӗсене юрлаҫҫӗ. Юрласси хӑйӗн йӗркипе пулса пынӑ, унсӑр пуҫне кашнин юрламалла пулнӑ. Хӑнасенчен хӑшӗ те пулин пӗр юрӑ та юрламасӑр тухса кайсан кил хуҫи ҫилленме пултарать.

Вӗҫет шур акӑш, вӗҫсе иртет,

Шурӑ сӗлӗ сапса парсан та – чарӑнмасть.

Ӗмӗрленӗ ӗмӗр, лайӑх кӑмӑл

Йӗс арчана хупсан та – таврӑнмасть».

Е. Енькка «Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI — XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури : [вӗренӳ пособийӗ] : 6-7-мӗш классем валли. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. – С. 198-199.

«Кӗрхи уявсем хушшинчи чи сумли – Кӗрхи чӳклеме, киреметре йышлӑ халӑхпа ирттернӗ аслӑ кӗлӗ. Кӗрхи чӳклеме авалрах Кӗр сӑри умӗн пулса пынӑ. Кӗрхи чӳклемене, Ҫуллахи пекех, таврари тӑватӑ аслӑ киремет хутлӑхӗ хутшӑннӑ. Ҫавӑнпа вӑл виҫӗ ҫултан тин ҫаврӑнса ҫитнӗ. Мӗншӗн тӑватӑ енчи хутлӑх пӗрле пулнӑ? Сӑлтавӗ паллӑ: сартӑш тӗнӗ вӗрентнӗ тӑрӑх, тӗнче тӑватӑ енлӗ, тӑватӑ енче те пирӗн тӑвансем пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпах сартӑш палли те (арама ҫӑлтӑрӗ) тӑваткаллӑ… Тӑхӑр е вун икӗ ҫулта пухӑнакан Аслӑ чӳклемесепе хӑҫан тата ӑҫта ирттерессине, упта хӑш-хӑш эптерсемпе элменсем хутшӑнассине мамалепе ламсарӑк (тӗн вӗрентӳҫи, ӑнлантараканӗ) палӑртса тӑнӑ. Аслӑ Чӳклемесем паллӑ киреметсенче – капмар йывӑҫлӑ, таса ҫӑл куҫлӑ, хӗрлӗ ҫырлӑ, ҫаранлӑ-уҫланкӑллӑ вырӑнсенче пулса иртнӗ. Чӳклеме мешехи кӑткӑс. Ǎна йӗркелес ӗҫе ӑрӑмҫӑсен пӗтӗм йышӗ – уреттей (аслӑ киремете пӑхса пурӑнакан), апӑс, сӑрманчӑ, мӗрчен, елевер (йӑхри ватӑ ӑрӑмҫӑ ), мӑчавӑр, элменпе эптер хутшӑнаҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫ хатӗрлекенсене малтанах уйӑраҫҫӗ. Вӗсен ятарлӑ ячӗсем сыхланса юлнӑ: малахар (чӳклемелли выльӑха тирпейлекен), хура патампаш (хуран ай пӑхакан), шурӑ патампаш (апат пӗҫерекен), кӑркапан (чӳк пички уҫакан), кӑрлай (вак-тӗвек япала сутакан), лӑпсакан (чӳк вӑхӑтӗнче усӑ курмалли шывсене пӑхакан), малчӑ (аякран килнӗ хӑнасене йышӑнакан). Киреметри савӑт-сапа ӗлӗк керемсенчех упраннӑ. Ют патшалӑхсен тӗнӗсем чӑваш тӗнне хӗсӗрлеме тытӑнсан вӑхӑтлӑх керемсем ҫеҫ тума пуҫланӑ. Тунине юсаман, йӑтӑнса ансан ҫӗнӗрен лартнӑ. Чӳклемере малтан Аслӑ Киреметрен тата ӑна упракан хӑватран уяв тума ырлӑх-пиллӗх ыйтнӑ. Унтан аслӑ турӑсене ятран асӑнса сӑрман каланӑ:

«Пуринчен хӑватлӑ аслӑ тӗнче, вилӗмсӗр ҫутӑ ҫанталӑк! Эй, пӗтӗм тӗнчене ҫуратнӑ Ама турӑ! Эсӗ пултарни вырӑнлӑ, эсӗ ҫуратни сывлӑхлӑ, эсӗ ӳстерни усӑллӑ, ҫавӑнпа сана этем улӗ-хӗрӗ чысласа мухтать. Мухтав сана, пирӗн чӳке йышӑн, сӑвап пар.

Ҫут тӗнчери хӑватлӑ та ырӑ турӑсем!

Сирӗн ятпа витӗнетпӗр, асӑнатпӑр, чӳклетпӗр. Аслӑ Киремете тӑватӑ енчи тӑрӑхран, 77 ялтан хура халӑхпа хапӑл туса илтӗмӗр. Вун икӗ ҫул хушшинче нумай куртӑмӑр-тӳсрӗмӗр, акса-вырса ывӑнмарӑмӑр, ҫӗре-шыва пӑрахса каймарӑмӑр, хамӑр йӑла-йӗркене манӑҫа хӑвармарӑмӑр, йышран-йӑхран хухмарӑмӑр. Ҫакӑншӑн сире тав тӑватпӑр, виҫӗ чун парса чыслатпӑр. Хура халӑхпа пӗр шут туса аслӑ турӑсен ячӗпе лаша тытрӑмӑр, аслӑ ырӑсен ячӗпе вӑкӑр тупрӑмӑр, сирӗн умра тӑрансем ячӗпе така пусрӑмӑр. Чӳклени сире пултӑр, сӑйлани халӑха пултӑр. Ҫырлахӑр, юп курӑр, ура ан хурӑр. Тав тӑватпӑр сире. Мухтав!…»

Чӑваш сӑмахлӑхӗ : 10-мӗш класӑн вӗренӳпе вулав кӗнеки / Н. Г. Ивановапа В. П. Никитин пухса хатӗрленӗ. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. –  I пай. – С. 54-55.