Киремет карти — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Киремет карти

«Ӗлӗк ҫынсем турӑсемпе ҫыхӑну тытнӑ вӑхӑта хӑйне евӗрлӗ самант тесе ӑнланнӑ. Ҫак ҫыхӑну таса та сӑваплӑ вырӑнта пулса иртмелле пулнӑ. Вӑл уҫӑ ҫӗрте вырнаҫнӑ пулсан ун йӗри-тавра карта тытса ҫаврӑннӑ тата ятарлӑ сӑнсемпе, кӗлеткесемпе илемлетме тӑрӑшнӑ. Каярахпа вӑл вырӑнсенче храмсем туса лартма пуҫланӑ… Тахҫан авал Киремет карти Ҫутӑ тӗнчен туррисене пуҫҫапмалли вырӑн пулнӑ пулмалла. Каярахпа, япӑхрах пурӑнма пуҫласан, Киремете ытларах хаяр хӑват теме тытӑннӑ. Кашни ял ҫывӑхӗнчех пӗр е темиҫе Киремет карти пулнӑ. Вӗсенчен пӗри аслӑ Киремет карти пулма пултарнӑ. Киремет карти вӑрманти пӗр-пӗр ҫӳллӗ вырӑнта, ҫӑлкуҫ е пӗчӗк юхан шыв ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ.

XVIII ӗмӗрти ученӑйсем ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, Киремет карти тӑватӑ кӗтеслӗ ҫӗр лаптӑкӗ пулнӑ, ун йӗри-тавра ҫын ҫӳллӗш карта тытса ҫаврӑннӑ. Унта виҫӗ енчен — хӗвел тухӑҫ, ҫурҫӗр тата хӗвел анӑҫ енчи алӑксенчен кӗме пулнӑ. Ҫурҫӗр енчи алӑк юхан шыв енче вырнаҫнӑ. Ҫавӑнпа шыв ӑсма каяс пулсан ҫав алӑкран тухса ҫӳренӗ. Хӗвел тухӑҫ енчи алӑкран чӳк парни кӳмелли выльӑхсене хӑваласа кӗртнӗ. Хӗвел анӑҫӗнчи алӑкран ҫынсем кӗрсе тухнӑ. Киремет карти варринче пӗр е темиҫе сӑваплӑ йывӑҫ ӳснӗ. Ҫурҫӗр енчи алӑк ҫывӑхӗнче пуснӑ выльӑхсен ашне ваклам алли сӗтелсем, хӗвел анӑҫ енчи алӑк патӗнче лупас вырнаҫнӑ. Ҫав лупасӑн хӗвел тухӑҫ енӗ уҫӑ пулнӑ. Унта ҫи виттисем сарнӑ сӗтелсем ларнӑ, юнашарах чӳк апачӗ пӗҫерме вут чӗртнӗ. Хӑш-пӗрисем ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, чӑвашсен пуҫҫапмалли кӗлеткесем (идолсем) пулнӑ. Вӗсене Киремет картине Киремет йывӑҫӗ вырӑнне е юнашар вырнаҫтарнӑ. Авалхи чӑвашсем Киремет хӑвачӗсем пурӑнакан вырӑнсене питӗ хисепленӗ. Вӗсем ҫывӑхӗнчен сӑлтавсӑр иртсе ҫӳремен, унта ятлаҫма, усал сӑмах калама, кӑшкӑрма, киревсӗр ӗҫ тума юраман, унсӑрӑн Киремет ҫынна хаяр чир ярса асаплантарма пултарать тесе шутланӑ. (Ҫакӑнта ҫынсем хӑрани ҫеҫ мар, вӗсем тепӗр чӗрӗ чун пурӑнакан вырӑна хисеплени те палӑрать). Киремет хӑватне хисеплесе чӳке кирлӗ чухне ҫеҫ ирттернӗ. Тӗслӗхрен, ача ҫуралсанах е туй умӗн, е ҫемьери ҫынсенчен кам та пулин чирлесен Аслӑ Киремете чӳкленӗ. Ҫулсеренех кӗркунне пур кил-йыш та ҫак чӳке хутшӑннӑ. Ҫуркунне вара, ака-сухана тухас умӗн, пӗтӗм ял-йышпа пӗрле Киремет чӳкӗ ирттернӗ. Ҫапла вара, Киремет карти чиркӳ вырӑнӗнче пулнӑ, вӑл авалхи чӑвашсем тӗнче тытӑмне курнипе пӗр килнӗ…».

Е. Енькка «Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI — XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури : [вӗренӳ пособийӗ] : 6-7-мӗш классем валли. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. – С. 24-26.

«Халӑх тата ҫемье йӑли-йӗркине туса ирттермелли, кӗлӗ тумалли тата парне кӳмелли ятарлӑ вырӑнсене картишӗнче е ялӑн хӗвелтухӑҫ енчи пайӗнче, кӳлӗ е юханшыв ҫывӑхӗнче йӗркеленӗ. Парне кӳмелли вырӑн киремет шутланнӑ. Çӳллӗ вырӑнта (сӑрт ҫинче) кӗлӗ тума тата чӳк апатне ҫиме пӗренерен киремет лаҫҫи туса лартнӑ. Ансатрах киремет лаҫҫисем те тӗл пулаҫҫӗ. Киремет карти тавра ҫын ҫӳллӗш хӳме тытса ҫавӑрнӑ. Тӗп шутланакан таса вырӑнсенче темиҫе ҫурт туса лартнӑ, парне кӳмелли вырӑн та – кӗлӗ вуламалли, выльӑх пусмалли, какая тирпейлемелли сӗтел тата хуран ҫакмалли – пӗрре кӑна пулман. Киремет лаҫҫинче сӗтел кӑна лартнӑ, йӑла-йӗрке ирттернӗ вӑхӑтра ун ҫине илемлӗ ҫивитти витнӗ, ура ҫинче тӑрса апатланнӑ. Киремет карти пысӑк лаптӑк йышӑннӑ. Унта виҫӗ хапхаран кӗнӗ. Çурҫӗр енчинчен, юханшыв е ҫӑлкуҫ патне тухаканнинчен, шыв йӑтнӑ. Хӗвелтухӑҫ енчинчен парне кӳмелли выльӑха ҫавӑтса кӗнӗ. Хӗвеланӑҫ енчинчен ҫынсем кӗрсе ҫӳренӗ. Хӗвеланӑҫ хапхи ҫывӑхӗнче чӳк вырӑнӗ, парне кӳнӗ какая пӗҫермелли вучах вырнаҫнӑ. Киремет картине пӑхса тӑракан мӑчавӑр кӑтартса пынипе вунӑ ҫулта пӗрре хӳмине улӑштарнӑ, кивелсе ҫитнӗ хуралтӑсем вырӑнне ҫӗннисене тунӑ. Вӗсем сӑваплӑ шутланнӑ, юсаса ҫӗнетме юраман. Киремет картинче темиҫе йывӑҫ (юман, хурама ӳснӗ). Вӗсем ҫине парне вырӑнне панӑ выльӑхсен тирӗсене, Киремете тӗрлӗ сӑлтавпа панӑ ытти парнене ҫакса хунӑ. Çуркунне сӑваплӑ вырӑна киремет кӗтӳҫҫи тасатса тирпей-илем кӳнӗ. Хӳме тытса ҫавӑрнӑ киремет картипе хуҫалӑх тӗллевӗсемпе усӑ курман. Сӑваплӑ вырӑнпа юнашар утар тытнӑ, чӳк йӑли-йӗркине ирттернӗ чухне пыл ҫинӗ, кӑрчама ӗҫнӗ. Масар ҫинче, Уйчӳк, Çумӑр чукӗ ирттерме уй-хирте культ объекчӗсем йӗркеленӗ. Чӳк йывӑҫӗ уйрӑм хресченсен килӗсенче те ӳснӗ». (Хыпар. 2015. 14 август)