Çӗр хапхи витӗр тухни — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Çӗр хапхи витӗр тухни

Упрам йӑлисем шутне ҫӗр хапхи текен йӑла кӗнӗ. Ку йӑла ҫинчен чӑваш халӑх хаҫачӗ «Хыпар» ҫакӑн пек хыпарлать: «Çӗр хапхи – ҫынсене тата выльӑх-чӗрлӗхе мур чирӗсенчен сыхлакан авалхи йӑла. Ǎна ватӑ ҫынсем калаҫса килӗшнипе 7-9 ҫулта пӗр хутчен е мур ҫывхарни ҫинчен сас-хура сарӑлсан туса ирттернӗ. Ирпе ирех вучахсене сӳнтернӗ. Арҫынсем тип варта (е тӳрем вырӑнтах) лаша ҫӳллӗш шӑтӑк чавнӑ. Е унчченхине йӗркене кӗртнӗ. Çӗр айӗн чавса тунӑ ҫула тӗревсемпе ҫирӗплетнӗ, сыпӑсем пӑрахнӑ, ҫиелтен каснӑ ҫерем сарнӑ. Ватӑсем икӗ йывӑҫ татӑккине пӗр-пӗрин ҫумне шӑйӑрттарса «чӗрӗ ҫулӑм» кӑларнӑ. Унтан ҫӗр айне кӗрекен ҫул икӗ айккине кӑвайт чӗртнӗ, унта уртӑш вуллисене ҫунтарнӑ. Çӗр айӗнчен тухмалли вырӑнта тухатнӑ шыв тултарнӑ икӗ пичке лартнӑ.  Йӑла-йӗркене ватӑсем тухӑҫалла пӑхса кӗлӗ вуласа пуҫланӑ. Çӗр айӗнчен чи малтан ҫемьери пӗртен пӗр ача шутланакан каччӑ тухнӑ. Ун хыҫҫӑн пӗрин хыҫҫӑн тепри стариксем, карчӑксем, кӑкӑр ачисене тытнӑ хӗрарӑмсем, арҫын ачасем, хӗрачасем утнӑ. Унтан выльӑх-чӗрлӗхе хӑваласа кӗртнӗ. Икӗ ватӑ хӗрарӑм ҫӗр айӗнчен тухакансене уртӑш вуллисене пичкери шывпа йӗпетсе сирпӗтнӗ. Вут-ҫулӑм, тӗтӗм витӗр, ҫӗр айӗпе тухнӑ, шывра тасалнӑ ҫынсемпе выльӑх-чӗрлӗхе чир ҫыпӑҫмасть тесе шухӑшланӑ. Хӗрарӑмсем ҫунакан кӑвар муклашкисене чӳлмеке ярса килӗсене илсе кайнӑ, кӑвайт чӗртнӗ. Христос тӗнне йышӑннӑ хыҫӑн XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчен ку йӑла-йӗркене ирттерме пӑрахнӑ. Ун вырӑнне мур чирӗсенчен сыхланма кӗлӗсем вулама пуҫланӑ» (Хыпар. 2015. 30 январь).

Çак йӑла ҫинчен Н. Р. Романов ҫырнӑ «Уй-хир уявӗсемпе йӑлисем» кӗнекере те асӑннӑ: «Çуллахи уйӑхсенче выльӑхсене тата ҫынсене чир питӗ аптрата пуҫласан, пӗтӗм ял-йыша, выльӑх-чӗрлӗхе ҫӗр хапха витӗр хӑваласа кӑларнӑ. Хӗр ака тунӑ хыҫҫӑн ялти ват ҫынсем ял тулашне тухса, пӗр-пӗр ҫӗрте икӗ ҫырма пӗрлешнӗ вырӑнти сӑмсаха чавса витӗр шӑтарнӑ. Çӗр витӗр мӑн выльӑхсем тухмалла аслӑ туннель (хӑвӑл) тунӑ. Унтан ял халӑхне пурне те мунча кӗрсе таса кӗпе-йӗм тӑхӑнма хушнӑ. Пӳртсенче те, лаҫсенче те вучахсенче пӗр вут-хӗм юлмиччен сӳнтерсе ҫӳренӗ. Тахҫанхи авалхи йӑлапа йывӑҫпа йывӑҫ сӑтӑрса ҫӗнӗ вут ҫутнӑ. Ват ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх, ӑна ҫапла тунӑ. Çӗр хапха ҫывӑхӗнче икӗ юпа лартнӑ. Вӗсен шалти енче пӗр тӗлте лакӑмсем тунӑ та урлуҫҫи кӗртсе лартнӑ. Юписем те, урлуҫҫи те типӗ йывӑҫ пулма кирлӗ. Çав урлуҫҫисене урхалӑхпа явкаласа илсе, иккӗн ик енне тӑрса турткаласа ҫавӑрнӑ. Урлуҫҫи вӗҫӗсем тӑкӑс ҫӗрте хӑвӑрт ҫаврӑнса хӗрсе кайнипе хӗм кӑларнӑ та ӑвӑ татӑкне тивертсе илнӗ. Вара ҫӗр хапхан ик енне вут хурса ҫунтарнӑ. Пӗтӗм халӑх тата кӗтӳ ҫӗр хапха витӗр тухсан, икӗ вут хушшинчен иртсе пынӑ, карчӑксем вут пуҫҫипе тӗтӗрсе тӑнӑ. Юлашкинчен, кашниех ҫӗнӗ вутӑн кӑварне илсе хӑйсен килӗнче вут чӗртнӗ» (с. 33).