Ваттисене асӑнни — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Ваттисене асӑнни

Вилнӗ ҫынна асӑнасси кашни халӑхӑн хӑйне евӗрлӗ. Ку енӗпе чӑвашсен тӗнӗнче те уйрӑмлӑхсем сахал мар. Пирӗн мӑн асаттесем ҫын вилсен мӗнле асӑнни ҫинчен Е. Енькка 6-7 классем валли ҫырнӑ «Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI — XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури» ятпа тухнӑ вӗренӳ пособийӗнче питӗ тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ: «Пытарнӑ хыҫҫӑн вилнӗ ҫынна виҫҫӗмӗш тата ҫиччӗмӗш кунсенче асӑннӑ. Виҫҫӗмӗш кунне кил-йышпа, ҫиччӗмӗшне тӑванӗсене пухса асӑннӑ. Асӑну хывни евӗрлех иртнӗ. Кил-йышра вилнӗ ҫынна темиҫе эрне хушши кашни кӗҫнерни каҫ асӑннӑ. Хӑш-пӗр ҫӗрте 40 кун хушши (6-7 эрне) ҫапла асӑннӑ, 41-мӗш кун пысӑк асӑну – юпа (юпари асӑну) ирттернӗ.

Тепӗр ҫӗрте, ҫын ҫуркунне-ҫулла вилнӗ пулсан, юпана кӗркунне ирттернӗ. (Октябрь уйӑхне чӑвашла юпа тени ҫак йӑлапа ҫыхӑннӑ). Çынна кӗркунне-хӗлле  (кӗрхи асӑну – хывни хыҫҫӑн) пытарнӑ пулсан юпана ҫуркунне Калӑм е Çимӗк эрнинче ирттернӗ. Юпа пытару йӑла-йӗркинчи юлашки тата чи пысӑкки пулнӑ. Ĕлӗк вӑл эрне пынӑ, кашни кунӑн хӑйӗн йӑли пулнӑ. Юпана хурӑнташсене, кӳршӗсене чӗннӗ. Сӑра тунӑ, вилнӗ ҫынна асӑнма хӑй пурӑннӑ чухнех каланӑ выльӑха пуснӑ. Çынсене вилнӗ ҫынна чӗнме масар ҫине янӑ. Çав вӑхӑтра темиҫе арҫын лаша кӳлсе, пӗкӗ ҫине шӑнкӑрав ҫакса вӑрмана юпа касма кайнӑ. Вӗсем купӑс каласа ятарлӑ юрӑсем юрласа пынӑ. Вӑрманта юпа каснӑ: хӗрарӑм валли – ҫӑка йывӑҫ, арҫын валли – юман йывӑҫ. Унтан ӗҫсе ҫинӗ, апат-ҫимӗҫӗн пӗр пайне тунката ҫумне пӑрахса хӑварнӑ, ун ҫине укҫа ҫапса кӗртсе лартнӑ. Юпана кӗҫҫепе чӗркесе урапа ҫине хунӑ. Киле ҫитсен юпана урамра тунӑ. Йывӑҫӑн аялти пайне ҫӳлелле туса унта ҫын пит-куҫне, кӑкӑр ум капӑрлӑхне, пуҫа тӑхӑнмаллине касса тунӑ. Йӑх паллине – тӑмха ӳкерсе кӑтартма пултарнӑ. Юпана туса пӗтерсен пӳрте илсе кӗртсе вырӑн ҫине хунӑ, ӑна вилнӗ ҫыннӑн тумтирӗпе тата пуҫа тӑхӑнмаллипе витнӗ. Юнашар уйрӑм сӗтел ҫине савӑт лартнӑ, ал шӑли хунӑ. Килекен ҫынсенчен кашниех юпа е стена ҫине ҫурта ҫутса лартнӑ, вилнӗ ҫын валли уйрӑм савӑта ҫимеллисем хунӑ, кӑштах сӑра тӑкнӑ.

Çакӑн хыҫҫӑн ирчченех ӗҫсе ҫинӗ, ташласа, юрласа савӑннӑ. Малтан туй юррисем, унтан хӗр хӳхлевӗ евӗр юрӑсем, юлашкинчен вара ӑсату юррисем юрланӑ. Кам та пулин чӑтаймасӑр макӑрма пуҫласан ӑна ташлакансен ушкӑнӗнчен уйӑрса лӑплантарма тӑрӑшнӑ. Çыннӑн хӑй куляннине кӑтартма юраман. Тӑванӗсем йӗнине курсан вилнӗ ҫын та кулянма пуҫлать, хӑйӗн ҫӗнӗ пурнӑҫӗ ӑна килӗшместь, тӑванне шеллесе хӑйпе пӗрле илсе кайма пултарать тесе шутланӑ.

Юпана пӳртрен тупӑка илсе тухнӑ пекех илсе тухнӑ. Урапа ҫине улӑм сарса ӑна унта хунӑ, виткӗчпе витнӗ. Илсе кайнӑ чухне купӑс, кӗсле, параппан, шӑпӑр, сӑрнай каланӑ, юрӑсем юрланӑ. Çӑва ҫине илсе кайнӑ чухне хӑйне евӗр авалхи йӑла ирттернӗ. Ятарлӑ вырӑнта, тарӑн мар тип ҫырмара, чарӑннӑ та кӗске пӗренесенчен «кӗпер» тунӑ. Юнашарах кӑвайт чӗртнӗ, вилнӗ ҫын валли пӗр ураллӑ сӗтел тата пукан туса майлаштарнӑ. Сӗтел ҫине ҫимеллисем хунӑ, ал шӑлисем ҫакнӑ. Хӑш-пӗр чухне ҫимеллисене вута пӑрахнӑ. Çакӑн хыҫҫӑн пурте ташласа кӗпер урлӑ каҫнӑ та ҫӑва енелле утнӑ. Пирӗн мӑн асаттесен шучӗпе, кӗпер вӑл – леш тӗнчене куҫнин палли. Хӑш-пӗр тӗн ӗненӗвӗ тӑрӑх, ҫыннан вилсен кӗпер урлӑ каҫмалла пулнӑ. Çылӑхлӑ ҫын кӗпер ҫинчен ӳкнӗ те тамӑка лекнӗ, таса чунлӑ ҫын вара чиперех каҫнӑ, ҫӑтмаха лекнӗ.

Авал чӑвашсем вилнӗ ҫынсен чунӗсем асамат кӗперӗ тӑрӑх утаҫҫӗ (пыраҫҫӗ) тесе шутланӑ. Чӑваш чӗлхинче «асамат кӗперӗ» е «вилнӗ ҫын кӗперӗ» тени «кӗпер» сӑмахпа ҫыхӑннӑ. Юпана вилнӗ ҫын пуҫӗ тӗлне, салам калакӗ хыҫне лартнӑ. Юпа ҫине ҫурта ҫутса лартнӑ. Юнашарах вут чертнӗ, вил тапри симеллисем хунӑ, сӑра тӑкнӑ. Унтан каллех ӗҫсе ҫиме, юрлама тата «ҫулӑм ҫинче ташлама» пуҫланӑ. Вилнисем валли ҫимеллисем илсе килнӗ савӑтсене ҫапса ҫӗмӗрнӗ те ҫӑва ҫинчех хӑварнӑ. Юлашкинчен вил тӑпри тавра виҫӗ хут ҫаврӑннӑ, ҫӗре алӑпа перӗнсе пехил ыйтнӑ, йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр тенӗ. Каҫ енне ҫӑва ҫинчен урапасем ҫине ларса каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр ялалла кайнӑ. Урапасем ҫинче халӗ нимӗн те пулман: унти улӑма вут чӗртсе ҫунтарса янӑ, ҫимеллисене ҫисе янӑ, пӗр пайне вил тӑпри ҫине хӑварнӑ. Киле ҫитсен каллех ҫӗрӗпех юрланӑ, ташланӑ, ӗҫсе ҫинӗ. Ку хутӗнче сӗтел ҫине пуҫламан ҫӑкӑр, ун ҫине чӑкӑт хунӑ, унтан питӗ вӑрӑм ҫурта ҫутса ҫирӗплетсе лартнӑ. Çак каҫа вӑрӑм ҫурта каҫӗ тенӗ.

Тул ҫутӑлнӑ чух пурте пурте «вилнӗ ҫынна ӑсатма» тухнӑ. Ǎсату юрри юрланӑ. Хапха патне килӗ ӳпӗнтерсе хунӑ та ун ҫине ҫурта ҫутса лартнӑ. Каллех ӗҫсе ҫинӗ, вилне ҫын валли ҫимеллисем пӑрахнӑ, ҫӗре ӗҫмелли тӑкнӑ. Çурта ҫунса пӗтме пуҫласан унӑн тӗпӗпе вут чӗртнӗ. Авалхи кӗвӗсем каланӑ, каллех ҫулӑм ҫинчи ташӑ пуҫланнӑ. Ташланӑ май хурлӑхлӑ ӑсату юррисем юрланӑ».

«Чӑвашсен хальхи пытару тата асӑну йӑлисенче православи христианствин элеменчӗсем пур, ҫав вӑхӑтрах халӑх тӗнӗн йӗркисем те сыхланса юлнӑ. Чӑваш ялӗсенче паян кунчченех хӗрӗх кунӗнче «вилнӗ ҫыннӑн чунне ӑсатас» йӑла упранса юлнӑ. Çак йӑлана ирттернӗ чухне ял вӗҫне тухаҫҫӗ те вут чӗртеҫҫӗ, «кӗпер» тӑваҫҫӗ, вилнӗ ҫынпа сывпуллашса уйрӑлаҫҫӗ. Асӑнса ҫинӗ чухне хӑш-пӗр чухне «Алран кайми» юрра юрлаҫҫӗ…».

Е. Енькка «Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI — XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури : [вӗренӳ пособийӗ] : 6-7-мӗш классем валли. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. – С. 225-228.