Хӗртсурт — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

«Чӗлхе тӗнне тытса пынӑ чӑвашсен ытти туррисемпе ыр хаярӗсем хушшинче кашни кил-ҫуртра сыхласа тӑракан сывлӑш –  Хӗрт-сурт пур иккен. Вӑл кӑмака ҫинче пурӑнать тесе шутланӑ. Хӑш-хӑш енче Хӗрт-сурт ячӗпе кашни ҫулах чӳк уйӑхӗнче пӑтӑ пӗҫернӗ, ӑна асӑнса ҫинӗ. Пӗҫернӗ пӑтта йывӑҫ чашӑк ҫине илсе ун варрине кашӑкпа пусса ҫу хунӑ, ӑна шурӑ алшӑллипе чӗркесе сӗтел умӗнчи пукан ҫине лартнӑ. Ун хыҫҫӑн кашӑкпа тӗрлесе хитрелетнӗ пашалӑва хуҫса ҫуррине Хӗрт-сурт валли лартнӑ пӑтӑ патне хунӑ, ҫуррине –  сӗтел ҫине, пӑтӑ чашӑкӗ патне. Пурте кӑшт уҫнӑ алӑк енне ҫаврӑннӑ, кил хуҫи ҫӗлӗкне хул хушшине хӗстерсе, аллине ҫӑкӑр татӑкӗ тытса кӗлӗ пуҫланӑ.

Кӗлӗ хыҫҫӑн пурте Хӗрт-сурт пӑттине ним калаҫмасӑр, сас кӑлармасӑр ҫинӗ. Ун хыҫҫӑн Хӗрт-сурт валли ятарласа хатӗрленӗ пӑтӑпа пашалӑва кӑмака тӑррине «ҫӗрле тӑрса ҫи, Хӗрт-сурт, ҫын курман чухне» тесе лартнӑ. Авалхи чӑвашсен ӗненӗвӗпе, Хӗрт-сурт вӑрҫса, хирӗҫсе пурӑнакан килтен каять иккен. Вӑл кайсан кил-ҫуртра инкек пулать тенӗ. Ҫавӑнпа та ӑна тем пекех юрас тесе тӑрӑшнӑ. Пӗрремӗш ӗне сӗтне те, ӗне ырри чӳкӗнче те «Хӗрт-сурт астивтӗр» тесе ӑна чи малтан парне панӑ – ҫак апат-ҫимӗҫе кӑмака ҫине сапнӑ.

Хӗрт-сурт кӗлли

Эй, Хӗрт-сурт, ман кил-йышӑма ырлӑхпа сывлӑх пар, шӑкӑлтатса пурӑнмалӑхне пар, ӗрчемелӗхне пар, тӗпеле кин пар, алӑк патне кӗру пар, ачаллӑ-пӑчаллӑ, ывӑллӑ-хӗрлӗ ту… Пӳрт никӗсне питӗ ту, чӳк, ҫырлах!…»

Чӑваш сӑмахлӑхӗ : 10-мӗш класӑн вӗренӳпе вулав кӗнеки / Н. Г. Ивановапа В. П. Никитин пухса хатӗрленӗ. –Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1 пай. – 1993. – С. 71.

«Хӗрт-сурт – Турӑ. Пӳртре пурӑнакан, пӳрте сыхлакан турӑ. Вут-кӑвара пӑхакан турӑ. Хӗрт-сурт йышӗ: Хӗрт-сурт амӑшӗ, ашшӗ, ачи-пӗчи. Хӗрт-сурт турра ҫулталӑкра икӗ хут асӑнаҫҫӗ: кӗркунне, хӗлле. Тата тӗп килтен уйрӑлса тухакансем ашшӗ-амӑшӗн килӗнчен ҫӗнӗ киле илсе каяҫҫӗ – кӑмакара, вучахра выртакан кӑмрӑка е кӑмака чул катӑкне ванчӑк куршак ҫине е кивӗ ҫӑпата ҫине Хӗрт-сурт шутне хывса, хӑйсен ҫӗнӗ килне ҫӗрле никам курман чух ҫӑклесе каяҫҫӗ. Киле илсе ҫитсен вучаха хываҫҫӗ, кӗлӗ калаҫҫӗ, вучах чӗртсе пӑтӑ пӗҫерсе ҫиеҫҫӗ. Хӗрт-сурт турӑ ячӗпе чӳк тӑваҫҫӗ, пиҫнӗ пӑтта чашӑкпа, ҫӑпалапа кӑмака ҫине лартаҫҫӗ. Хӗрт-сурт турӑ – хӗрача пек: тӗрленӗ кӗпеллӗ, пӗчӗккӗ. Питӗ ӗҫлет, кӗнчеле арлать, ача сиктерет, юратнӑ выльӑхсене пӑхать, вут кӑвар кӑларасран вучаха сыхлать. Хӗрт-сурт ӗҫленине курнӑ чухне ҫав вӑхӑтрах ҫавӑн пек ӗҫ тума пуҫласан ҫын ӗҫчен, ӑста пулать».

Чӑваш тӗнӗ : тӗнчекурӑмӗ, ыр – хаярсем / Якуркка Микихверӗ (Н. Е. Наумов). – Шупашкар : «Хыпар» кӗнеки, 1992.

«Хӗртсуртсӑр кил пулмасть, теҫҫӗ. Хӗртсурт пулмасан, телей те пулмасть, тет. Хӗртсурт вӑрҫӑ тавраша юратмасть, тет. Хӗртсурта пилӗк ҫулта пӗрре чӳклеҫҫӗ: вара вӑл ҫынна ҫав каҫ анчах курӑнать, тет. Хӗртсурта ҫур ҫӗр тӗлӗнче пӑтӑ пӗҫерсе ҫапла каласа чӳклеҫҫӗ:

– Е, пӗсмелле, Хӗртсурт, сана асӑнса чӳклетпӗр: килйыша ҫӑмӑллӑхне пар, ҫукне пур ту, килтен ҫилленсе пӑрахса ан кай, мӗн панине ил, чӳк, ҫырлах, аминь.

Ҫапла чӳклесе пӗтерсен, кӑмака ҫине Хӗртсурт валли кашӑкпа пӑтӑ ӑсса ывӑтаҫҫӗ те вара хӑйсем ҫиеҫҫӗ. Вара ҫав каҫ Хӗртсурт кӑмака ҫинче кӗнчеле арласа ларать, тет. Вӑл хӑй шур тумтирлӗ, вӑрӑм ҫӳҫлӗ, тимӗр шӑллӑ, тет. Ир еннелле Хӗртсурт арланӑ кӗнчелине хӑех илсе каять, тет те, ӑҫта та пулин пытарса хурса, каллех кӑмака ҫине килсе ларать, тет. Ют ялтан кучченеҫ парса ярсан, чӑн малтан Хӗртсурт валли кӑмака ҫине хурса ывӑтаҫҫӗ. Хӗртсурта авал пит хисеплесе пурӑннӑ…».

Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ : Т. 6, ч. 2 : Мифсемпе халапсем / пухса хатӗрлекенӗсем И. И. Одюков, Е. С. Сидорова, Г. Ф. Юмарт. – 1987 – С. 188.