Йӗрӗх — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Чӑваш культуринче – мифологире, философире, этнографире Йӗрӗх пысӑк вырӑн йышӑнать. Йӗрӗхе Е. Ерагин этнограф кӗнеке халалланӑ. Йӗрӗхлӗхе тӗпченин историйӗ ҫинче чарӑнса автор ҫапла ҫырать: «Чӑвашсем пирки хӗреслӗх тӗнчинче XVI-XVII ӗмӗрсенче калаҫма-ҫырма пуҫланаҫҫӗ. Европа цивилизацийӗшӗн ун чух чӑвашсем ытлах пӗлмен халӑх шутланнӑ. Малтанах ку ют ҫӗршыв ҫыннисен ӗҫӗсенче пулнӑ пулсан, XVIII ӗмӗр хыҫҫӑн хамӑр енчи ӑсчахсем те Чӑвашъене тӗпченӗ. Сӑнавӗ-тӗпчевӗсенче «йӗрӗх» ӑнлав та курӑнма пуҫланӑ. Пӗрисем ӑна кӑсӑклӑ пулӑм е япала пек асӑрханӑ, теприсем кӗҫӗн турӑсен е усал ретӗнчи чунӑш евӗр палӑртнӑ, тӗн-тӗшмӗш енчен хакланӑ. Тӗпчевҫӗсене йӗрӗхлӗхӗн кулленхи пурнӑҫри пӗлтерӗшӗпе пӗрле ҫынсен тыткаларӑшӗ те, вырӑнта упранса юлнӑ уйрӑмлӑхсем те, хӗреслӗх е тутарлӑх витӗмӗллӗ ӗмӗлкесемпе паллӑсем те кӑсӑклантарнӑ… Татӑкӑн-сыпӑкӑн пулсан та ӗмӗрсем хушшинче Йӗрӗх пирки пӗлӳ самаях пухӑннӑ. Пӗрремӗш хут ӑна XIX ӗмӗр вӗҫӗнче Магницкий В. К. пӗтӗмлетет. XX ӗмӗрте чӑваш ӑс-пурлӑхне тата анлӑрах, тӗплӗнрех тӗпченӗ. Ку енӗпе уйрӑмах Ашмарин Н. И., Никольский Н. В. тата ыттисем пухнӑ материал хаклӑ. Акимова Т. М., Дзенискевич Г. И., Трофимов А. А. йӗрӗх пуканисем пирки ҫырнисем те пӗлтерӗшлӗ… (С.13).

Милькович К. С. хӑшпӗрисен килӗсенче (Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи тури чӑвашсем) Йӗрӗх (ирих) тата Тӳрӗ («тюря») чунӑшӗсен пуканисем («идол») пуррине асӑннӑ (1783 ҫулта). Хуҫи ыйтнипе Йӗрӗх кӳршисене сиен кӳме тата чирлеттерме пултарать. Йӗрӗхсем варринчен витӗр хӗрлӗ ҫӑм ҫип кӑларнӑ тӑхлан куркасенче пурӑнма кӑмӑллаҫҫӗ. Çип вӗҫне пилеш ҫырлисен сапакине ҫыхнӑ, ӑна ҫуллен ҫӗнӗ ҫырла пиҫсен улӑштараҫҫӗ. Хӑйсем сума сӑвакан ҫак кӳлепене таса пирпе тата хурӑн хуппипе чӑркаса чӑвашсем мачча айне ҫакаҫҫӗ. Ун ҫумне тӗрлӗ калай тата тӑхлан плашшисем ҫирӗплетеҫҫӗ, таса тытаҫҫӗ. Йӗрӗхсем хаяррисем, йӑвашшисем, тӳррисем пулаҫҫӗ. Йӗрӗхсемпе Тӳрӗсене шурӑ кӑвакал, ҫуллӑ салма тата тутлӑ пашалу хываҫҫӗ. Чӳкне килтех ирттереҫҫӗ…» (с. 13).

А. Фукс шучӗпе: «Йӗрӗх – калая ирӗлтерсе ӗлкене юхтарса юмӑҫ тӑвакан ҫын евӗрлӗ кӳлепе. Куҫ, шӑл, хӑлха ыратсан е ӳт ҫине тӗрлӗ чир тухсан ӑна ҫуллӑ урпа нимӗрпе тутлӑ чуста пашалӑвӗ хывса кӗлтӑваҫҫӗ, вуна ҫулта пӗрре – така параҫҫӗ. Йӗрӗх ҫакӑнса тӑракан пилеш е ҫӑка туратне ҫуллен ҫӗннипе ылмаштараҫҫӗ, киввине шыва пӑрахаҫҫӗ…» (с. 15).

Ашмарин Н. И. хӑйӗн «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекинче» «йӗрӗх» сӑмахпа чылай тӗслӗх илсе панӑ. Магницкий В. К., Месарош Д. ҫине таянса хӑйӗн шухӑшне те пӗтӗмлетнӗ. Йӗрӗхпе ытти ырӑсем  чӑвашсен чӑн, авалтараххи кульчӗн асӑмне упраса хӑварнине вӑл уйрӑмах палӑртать. Йӗрӗх – хӑйне уйрӑм ырӑ, малтан чӳке халалланӑ япала ятне те пӗлтерет. Вӑл кукӑрта, алӑк хыҫӗнче пурӑнать, хурама хуппинчен тунӑ кунтӑкра, курӑнмасть. Тулта ампар, лаша вити, ытти хуралтӑ стени ҫинче те пулма пултарать. Йӗрӗхрен хӑранӑ, ун таврашӗнче ачасене вылятарман. Хӑйӗнчен мӑшкӑлласан вӑл ӳт-тире чирлеттерет. Вара юмӑҫпа канашламалла та тулӑ нимӗрӗ пӗҫерсе, пӑшал йӗтрине ирӗлтерсе, шӑранчӑкӗ витӗр ҫип кӑларса йӗрӗхлӗ киле каймалла. Çав килти ҫын илсе килнӗ парнесемпе кӗлете кӗрсе Йӗрӗхе пуҫтаять, нимӗрне пӗртак кунтӑка хурать, тӑхланне пӑти ҫине ҫакать. Ытти нимӗрне килхуҫисем йышпа ларса ҫисе яраҫҫӗ. Анатри чӑвашсем Йӗрӗх тесе йӗрӗх пӗрнине калаҫҫӗ, вӑл кашни килтех пур. Ялта тата унта-кунта паллӑ, сумлӑ Йӗрӗхсем пур. Качча каякан хӗр килтен Йӗрӗхпе тухса кайнӑ, ашшӗ тепре тунӑ. Тури чӑвашсен халапӗ тӑрӑх, Йӗрӗх ӑрӑмҫӑ ват хӗртен пулнӑ, ӑна вӗсем кӗлӗре те палӑртаҫҫӗ…(с. 21).

Денисов П. В. Йӗрӗх культне чӑвашсен тӗн-тӗшмӗшӗн малтанхи тӗслӗхӗсем хушшинче курать…. Ӳт-тир чирӗн сӑлтавне ҫынсем унра курнӑ. Йӗрӗхе нимӗр, нохрат хывса ҫырлахтарнӑ. Ǎна хисеплени, сума суни чӑвашсен несӗлӗсем хушшинче Азире пурӑннӑ чухнех, матриархат тапхӑрӗнче ҫуралнӑ. Кӳлепине туни, сӑнарӗ, халапӗсем – пӗтӗмпех – пуҫра хӗрарӑм тӑнӑ йӑх еркине, шухӑшлавне кӑтартаҫҫӗ. Йӗрӗх – йӑх хунтисене, вилнӗ несӗлсене халаллани. Йӗрӗх кӳлепине тӑвассипе килйышра ытларах аслӑрах хӗрарӑмсем аппаланнӑ, арҫынсем пулӑшнӑ кӑна. Хӗрачасем те туни паллӑ. Качча каякан хӑйпе пӗрле хӑй ача чухне тунӑ пуканене илсе кайнӑ, хыҫҫӑн ӑна юратнӑ хӗрне панӑ. Пукане, хӗрарӑм тӑрӑх кайса ҫичӗ сыпӑка ҫитсен, Тӳркӗлли йӗрӗхӗ пулса тӑнӑ. Йӗрӗх ячӗсем пур. Кӳлепи-кӗлеткисенче уйрӑм хӗрарӑмсем сӑнланнӑ. Хушӑран тӗл пулакан арҫын сӑнарлисем кайранхи патриархат витӗмне палӑртаҫҫӗ, ун чухне йӗрӗх пуканине те майӗпен пӑрахӑҫланӑ, йӗрӗх пӗрнине тӗрлӗ хывӑмпа (тӑхлан, турат, пир, укҫа, т. ыт. те) тултарнӑ. Юлашкинчен Йӗрӗх пӗлтерӗшне улӑштарнӑ, усалрах чунӑша куҫнӑ, кил тулашне, ял тулашне тухнӑ, ҫырма-ҫатра ячӗ те пулса тӑнӑ…» (С. 23).

Ерагин, Е. Е. Йӗрӗх / Ерагин Е. Е. ; Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗ ; [редакторӗ Матвеев Г. Б.]. – Шупашкар : Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2017. – 185 с.

«Тӗнче хӑвачӗсемпе этем кирек хӑҫан та калаҫма пултарнӑ. Пӳртре ҫавна валли Уша юпи лартнӑ. Вӑл Тӗнче йывӑҫҫин палли, Турӑ тӗпелӗ. Хуҫалӑхра темиҫе пӳртпе пурӑннӑ чухне чӑвашсен хӑйсен Вӑйкилли пулнӑ. Пӗр йышри йӑх-тӑвансен, пӗр таврашсен кӗлӗ вырӑнӗ, управ кӗтесӗ вӑл. Вӑйкалли – Аслӑ йӗрӗх вырӑнӗ. Вӑйкалли пӗлтерӗшӗ XX ӗмӗрте ҫухалса пынӑ. Тӳркӗллипе е Кӗҫӗн Киремет пӗлтерӗшӗсемпе хутшӑнса кайнӑ. Халӗ Вӑйкилли тесен туй вӑхӑтӗнче качча каяс хӗр пытанса ларнӑ ҫурта, кӗлете калаҫҫӗ. Каччин хӗре туя Вӑйкиллинчен кӑларса килмелле. Унтан тухнӑ чухне хӗре Йӗрӗх кунтӑкӗнчен е пӗрнерен пукане, сурпан е урӑх парне парса яраҫҫӗ. Пӗтӗм кунтӑка парса яни те пулать; ун пек чухне ашшӗ хӑйсене валли ҫӗнӗ кунтӑкпа йӗрӗх хатӗрлет. Йӗрӗх вырӑнӗ – ҫын ҫут ҫанталӑкпа, несӗл пуҫӗсемпе, Турӑ хӑвачӗсемпе телей, канӑҫ. Сывлӑх ыйтса калаҫмалли вырӑн. Вӑл вырӑн таса кӗлетре, уйрӑм ҫуртра, пӳлӗмре пулма пултарать. Йӗрӗх кӗтесӗ кашни килтех пулнӑ. Аслӑ Йӗрӗх вырӑнӗ – Вӑйкилли – ӑратнен пӗрре кӑна. Пӗтӗм тӑвансем унта пӗрле те, уйрӑммӑн та пырса ҫӳренӗ; ютсене вӑл вырӑна кӑтартма юраман. Кам патӗнче упраннине кура Йӗрӗх вырӑнӗсене ят панӑ: Уртемей йӗрӗхӗ, Ялюшки йӗрӗхӗ. Йӗрӗх – ҫынна, уйрӑмах арӑмӗпе упӑшкине, пулӑшакан ырӑ вӑй. Йӗрӗх кунтӑкне кӗркунне ылмаштарнӑ. Ахаль чухне ача-пӑчан е ют ҫынсен ӑна тивме юраман. Чӳклемесен е хисеп тумасан Йӗрӗх «тытма», чир-чӗр яма пултарать тенӗ. Вӑл тавлашнине, харкашнине, итлеменнине, пӗр-пӗрне усал  каланине юратман. Ǎна чӑваш килӗшӳпе ҫураҫу ырри тесе упранӑ, ҫынсем Вӑйкилли пуҫӗ е юмӑҫ хушнисене итленӗ…».

Мифсем, легендӑсем, халапсем / Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑх институчӗ ; Е. С. Сидорова пухса хатӗрл. ; А. А. Трофимов, В. П. Станьял ум сӑмахӗ. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2004. – С. 231.