Киремет — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

«Темиҫе хутлӑх халӑхӗпе пӗрле пухӑнса калаҫмалли, чӳклемелли таса вырӑн – Киремет. «Киремет» сӑмах пӗлтерӗшне чылай тӗпчевҫӗ ӑнлантарнӑ. В. Г. Егоров чӗлхеҫӗ чӗлхеҫӗ ӑна арабларан «хӳрмет» (таса вырӑн) тесе куҫарнӑ. Вӑл авалхи еврейсен сӑмахӗпе те тӳрӗ килет. Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗнче «киремет» сӑмаха тем тӗрлӗ ӑнлантарни пур: пӗр халапӗнче вӑл – Турӑ пиччӗшӗ пулнӑскер, тепринче – хӑй Турӑ, виҫҫӗмӗшӗнче – хаяр хӑват, шульӑш. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӗлтерӗшсем улшӑнса пыраҫҫӗ, хӑватсем пысӑккинчен пӗчӗкки патне куҫаҫҫӗ, юлашкинчен вара асран пачах ҫухалаҫҫӗ. Пӗтӗмлетсе пӑхсан «ырӑ» пӗлтерӗшӗпе Киремет хӑй пӗрре кӑна пулни курӑнать. Унӑн йышӗ (амӑшӗ, ашшӗ, ачи-пӑчи) тата унӑн хыпарҫисем, умтӑранӗсем, кӗтнеҫҫисем тата ытти итлекенӗсем пур.

«Таса вырӑн» пӗлтерӗшӗпе Киремет каллех тӗрлӗрен: Аслӑ, Вӑталӑх тата Кӗҫӗн киреметсем пулаҫҫӗ. Вӑталӑхӗпе Кӗҫӗннисем Аслӑ киремет тавра тӑраҫҫӗ. Вӗсен хӑйсен пайрӑм ячӗсем пур. Кӗҫӗннисемпе Вӑталӑххисем Аслисене пӑхӑнаҫҫӗ. Ялпа халӑхӑн куҫса кайма тивнӗ чухне Киремет вырӑнӗ Кивӗ киремет ятпа юлнӑ, вӑхӑтран вӑхӑта (ҫулталӑкра пӗрререн кая мар) ун патне ялтан чӳкпе килсе кайнӑ. Аслӑ Кивӗ киреметсене ҫынсем XXI ӗмӗрте те ҫӳреме пӑрахман-ха. Вӗсем «Вылӑра выртан ырра», «Пӳлерти Валем хуҫа ыррине», «Сурӑм киреметне» кайса килтӗмӗр теҫҫӗ.

Киремет вырӑнӗ мӗнлине тӗплӗ ҫырса хӑварнӑ. Унта таса шыв (ҫӑлкуҫ), ҫӳллӗ вырӑн (тӑвайкки е тӳпем), пысӑк йывӑҫ (Пурнӑҫ е Тӗнче тӗпелӗ), чӳклеме лаптӑкӗ (тикӗс вырӑн) пулмалла. Киреметре кӑвайт-вучах, Керем ҫурчӗ, апат-ҫимӗҫ сӗтелӗсем, выльӑх-чӗрлӗх кӗтесӗ тата ытти те пулаҫҫӗ… Киремет – халӑхпа пӗрле пухӑнса канаш тытмалли вырӑн. Аслӑ Киреметре 9 е 12 ҫулта ирттерекен мӑн чӳклемесене чӑваш тӗнне упракан аслӑ мӑчавӑрсем – элменсем, мамалесем, ламсарӑксем (ламшарсем) пынӑ. Мӑн чӳклемене Аслӑ киремет таппинчи (ямахатӗнчи) мӑчаварсем, эптер-элменсем, Вӑталӑх тата Кӗҫӗн киреметсене пӑхса тӑракансем пурте хутшӑннӑ. Аслӑ чӳклемесен хӑйсен кӗллисем, сӑрманӗсем пур. Вӗсене туллин те пӗтӗмӗшпех ятарлӑ сӑрманчӑ каланӑ. Чӳк парнисене турӑсемпе ырӑсене вӗсен пӗлтерӗшне кура парса пынӑ. Парнелӗх апат тӗрлӗ: лаша вӑкӑртан пуҫласа юсман-йӑвача таранах. Мӑн чӳклемере «мамале укҫи» пухнӑ. Мамалене пама кашни чунран пӗр укҫа пулмасн пӗр тӑхлан татӑкӗ (нухрат) е йывӑҫ патакӗ юранӑ. Мамале укҫи тӑрӑх халӑх шутне пӗлнӗ. Аслӑ Киремет йӑли-йӗркинче ытти ҫӗрти хайлалӑх (Уша юпи сӑмахӗсем, Вӑйкилли кӗллисем, Тӳркӗлли сӑвапӗсем тата ытти те) пӗтӗмпех пӗрлешсе тӑрать…».

Мифсем, легендӑсем, халапсем / Чӑваш патш. гуманитари ӑсл. ин-чӗ ; ред. канашӗ В. С. Григорьев, В. Д. Димитриев т. ыт. ; Е. С. Сидорова пухса хатӗрл. ; А. А. Трофимов, В. П. Станьял умсӑмахӗ. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2004. – С. 241-242.

Никифор Наумов ӑсчахӑн «Чӑваш тӗнӗ» кӗнекинчи мифологи словарӗнче Киремет ҫинчен ҫапла каланӑ: «Киремет (Керемет) — Турӑ. Киремет туррине асӑнмалли вырӑн. Киремет туррине кӗл туса ирттерекен уяв. Авал киремет ырӑ турӑ, Ҫӳлти туррӑн ҫӗр ҫинчи ачи пулнӑ: вӑл ҫутӑ пулнӑ, шурӑ лашапа ҫӳренӗ, ҫынсене пулӑшнӑ. Ҫынсем ӑна ӗҫке вӗренсен ҫунтарса янӑ, кӗлне салатса янӑ. Пур кӗл пӗрчинчен йывӑҫсем, юмансем шӑтса ӳснӗ, киремет йывӑҫҫисем пулса тӑнӑ. Ҫынсем вӗсене Киремет тесе кӗл тунӑ. Киремет вӗсене упранӑ, пӑхнӑ. Ǎна ырӑ тума чӳкленӗ. Киремете киремет картишӗнче асӑннӑ. Киремет турӑсем: Аслӑ киремет, Мӑн киремет, Вӑталӑх киремет, Кӗҫӗн киремет, Киремет ашшӗ, Киремет амӑшӗ, Кӗмӗл киремет, Хӗрлӗ ҫыр киремет, Йӑваш киремет, Хаяр киремет. Пур ялӑн та тенӗ пекех Киремет, кашни Киреметӗн ячӗ пулнӑ — вӗсен ячӗсем темиҫе ҫӗртен те иртеҫҫӗ. Христос тӗнӗ Киремете усал турӑ тесе вӗрентнӗ…».

Чӑваш тӗнӗ : тӗнчекурӑмӗ, ыр – хаярсем / Якуркка Микихверӗ (Н. Е. Наумов). – Шупашкар : «Хыпар» кӗнеки, 1992. – C.6.

Е. Енькка таврапӗлӳҫӗ Киремет пирки ҫапларах шутлать: «Ӗлӗк ҫынсем турӑсемпе ҫыхӑну тытнӑ вӑхӑта хӑйне евӗрлӗ самант тесе ӑнланнӑ. Ҫак ҫыхӑну таса та сӑваплӑ вырӑнта пулса иртмелле пулнӑ. Вӑл уҫӑ ҫӗрте вырнаҫнӑ пулсан ун йӗри-тавра карта тытса ҫаврӑннӑ тата ятарлӑ сӑнсемпе, кӗлеткесемпе илемлетме тӑрӑшнӑ. Каярахпа вӑл вырӑнсенче храмсем туса лартма пуҫланӑ. Киремет — чӑваш халап-юмахӗнчи чи кӑткӑс, чи хирӗҫӳллӗ сӑнарсенчен пӗри. Апла пулсан Киремете тахҫан авалхи сӑнар тесе калама май пур. Ученӑйсем те Киремет мӗнле пулса кайнине тӗрлӗрен ӑнлантараҫҫӗ. Халӑх сӑмахлӑхӗнче Киремет пулса кайни ҫинчен калакан халапсем нумай. Ӑна е Аслӑ Туррӑн пиччӗшӗ, е унӑн ывӑлӗ тенӗ, е хӗрарӑм сӑнарӗпе танлаштарнӑ. Хӑш-пӗр хайлавсенче Киремет усал, анчах нумай кӗлӗре ӑна ырӑ теҫҫӗ.

Тӗрӗк чӗлхисенчен чылайӑшӗнче «киремет» сӑмах «тӗлӗнмелле вӑй, пархатарлӑх, сиплӗхлӗ хатӗр» тенине пӗлтерет. Марисем, мордвасем, удмуртсем Киремет сӑнарне чӑвашсен тӗнӗнчен йышӑннӑ, вӗсен чӗлхисенче ку сӑмах «хаяр хӑват, турӑ, таса вырӑн» пӗлтерӗшлӗ иккен. Тахҫан авал Киремет карти Ҫутӑ тӗнчен туррисене пуҫҫапмалли вырӑн пулнӑ пулмалла. Каярахпа, япӑхрах пурӑнма пуҫласан, Киремете ытларах хаяр хӑват теме тытӑннӑ. Кашни ял ҫывӑхӗнчех пӗр е темиҫе Киремет карти пулнӑ. Вӗсенчен пӗри аслӑ Киремет карти пулма пултарнӑ. Киремет карти вӑрманти пӗр-пӗр ҫӳллӗ вырӑнта, ҫӑлкуҫ е пӗчӗк юхан шыв ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ.

XVIII ӗмӗрти ученӑйсем ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, Киремет карти тӑватӑ кӗтеслӗ ҫӗр лаптӑкӗ пулнӑ, ун йӗри-тавра ҫын ҫӳллӗш карта тытса ҫаврӑннӑ. Унта виҫӗ енчен — хӗвел тухӑҫ, ҫурҫӗр тата хӗвел анӑҫ енчи алӑксенчен кӗме пулнӑ. Ҫурҫӗр енчи алӑк юхан шыв енче вырнаҫнӑ. Ҫавӑнпа шыв ӑсма каяс пулсан ҫав алӑкран тухса ҫӳренӗ. Хӗвел тухӑҫ енчи алӑкран чӳк парни кӳмелли выльӑхсене хӑваласа кӗртнӗ. Хӗвел анӑҫӗнчи алӑкран ҫынсем кӗрсе тухнӑ. Киремет карти варринче пӗр е темиҫе сӑваплӑ йывӑҫ ӳснӗ. Ҫурҫӗр енчи алӑк ҫывӑхӗнче пуснӑ выльӑхсен ашне вакламалли сӗтелсем, хӗвел анӑҫ енчи алӑк патӗнче лупас вырнаҫнӑ. Ҫав лупасӑн хӗвел тухӑҫ енӗ уҫӑ пулнӑ. Унта ҫивиттисем сарнӑ сӗтелсем ларнӑ, юнашарах чӳк апачӗ пӗҫерме вут чӗртнӗ. Хӑш-пӗрисем ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, чӑвашсен пуҫҫапмалли кӗлеткесем (идолсем) пулнӑ. Вӗсене Киремет картине Киремет йывӑҫӗ вырӑнне е юнашар вырнаҫтарнӑ.

Авалхи чӑвашсем Киремет хӑвачӗсем пурӑнакан вырӑнсене питӗ хисепленӗ. Вӗсем ҫывӑхӗнчен сӑлтавсӑр иртсе ҫӳремен, унта ятлаҫма, усал сӑмах калама, кӑшкӑрма, киревсӗр ӗҫ тума юраман, унсӑрӑн Киремет ҫынна хаяр чир ярса асаплантарма пултарать тесе шутланӑ. (Ҫакӑнта ҫынсем хӑрани ҫеҫ мар, вӗсем тепӗр чӗрӗ чун пурӑнакан вырӑна хисеплени те палӑрать). Киремет хӑватне хисеплесе чӳке кирлӗ чухне ҫеҫ ирттернӗ. Тӗслӗхрен, ача ҫуралсанах е туй умӗн, е ҫемьери ҫынсенчен кам та пулин чирлесен Аслӑ Киремете чӳкленӗ. Ҫулсеренех кӗркунне пур кил-йыш та ҫак чӳке хутшӑннӑ. Ҫуркунне вара, ака-сухана тухас умӗн, пӗтӗм ял-йышпа пӗрле Киремет чӳкӗ ирттернӗ. Ҫапла вара, Киремет карти чиркӳ вырӑнӗнче пулнӑ, вӑл авалхи чӑвашсем тӗнче тытӑмне курнипе пӗр килнӗ…».

Е. Енькка «Тӑван ен: Чӑваш халӑхӗн XVI — XIX ӗмӗрсенчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культури : [вӗренӳ пособийӗ] : 6-7-мӗш классем валли. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. – С. 24-25.

Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ В. Станьял «Чӑваш пилӗсемпе кӗллисем» кӗнекере Киремет турра тата киремет картине  пуҫҫапнӑ чух каланӑ кӗлӗсем ҫинчен тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ: «Киремет» сӑмах темиҫе пӗлтерӗшлӗ. Çирӗпленнӗ пӗлтерӗшӗсем иккӗ:

1. Киремет – Мӑн Туррӑн аслӑ ывӑлӗ. Ашшӗне илеменшӗн ӑна ҫӗр ҫине пӑрахнӑ та хаяр турӑ пулса кайнӑ. Турӑ хушнисене ҫӗр ҫинче пурнӑҫласа тӑрать. Хӑйне хисепленине, чӳкленине юратать.

2. Киремет – турӑсемпе калаҫмалли, чӳклемелли таса вырӑн. Киреметре йывӑҫ, ҫӳллӗ вырӑн, керем ҫурчӗ, ҫӑлкуҫ, вучах пулмалла. Киремет вырӑнӗсем виҫӗ тӗрлӗ пулаҫҫӗ: аслӑ киремет – йышлӑ халӑхпа пысӑк кӗлӗсем тумалли вырӑн; вӑта киремет – ял-ял халӑхӗсене пухӑнмалли; кӗҫӗн киремет – уйрӑм ялӑн е пысӑк урамӑн киремечӗ е тӳр киллийӗ. Кӗҫӗнрех киреметсем хӑйсен ямахатӗнчи Аслӑ киремете пӑхӑнса тӑраҫҫӗ. Аякри ҫӗрсенче кивӗ киреметсем хӑйсен ҫак ямахатӗнчех шутланнӑ, унта ҫулталӑкра пӗрре ҫитсе килнӗ. Урӑх вырӑна куҫса кайсан та чӑвашсем малтанхи ял вырӑнне (кивӗ киремете) манӑҫа хӑварман. Халапсемпе кӗлӗсенчи Çӗпӗрти чӑваш чӑваш киремечӗсен ячӗсем упранса юлнӑ. Кемӗр облаҫӗнчи Тала тата Терӗш киремечӗсем, Тюмень облаҫӗнче Тӗмен (Тюмень) тата аслӑ Тӗмен (Тобольск) кӗллисем пулнӑ. Ырӑ киреметсенчен инҫе мар пӗр-пӗр чӑтлӑх, ушах ҫырма-ҫатраллӑ вырӑнта эсремет (хаяр киремет) пулать. Унта тухатмӑшсем сулусемпе ылхансене ҫын курман чухне тӗттӗм вӑхӑтра вӑрттӑн ирттернӗ. Чӳк киремечӗсен йӑлисемпе йӗркисем кӑткӑс. Кашни чӳкӗн хӑйӗн ҫирӗпленнӗ инемӗ тата мешехи пур. Вӗсене мӑчавӑрсем тытса пынӑ, вӗсемех кӗлӗ-сӑрман каланӑ.

Киремет турра каланӑ кӗлӗсем:

«Мӑн киремет, ҫырлах! Мӑн киремет амӑш, ҫырлах! Мӑн киремет умӗнчи, ҫырлах! Мӑн киремет пӳлӗхҫи, ҫырлах! Мӑн киремет пучи, ҫырлах! Мӑн киремет хаяр, ҫырлах! Мӑн киремет типери, ҫырлах! Сенкере ан пар. Типшар ан пар! Хӗн-хурлӑх ан пар! Чир-чӗр ан пар! Чипер усра! Выляса-кулса вылямашкӑн пар! Чӳк, ҫырлах!».

«Эй, Сӗмӗле*, Киремет ашшӗ, ҫырлах! Сана асӑнатпӑр, Сана витӗнетпӗр, Сана пуҫҫапатпӑр, ҫырлах. Сана ҫитмӗл те ҫичӗ тӗслӗ тырӑпа пуҫҫапатпӑр, пӗрер вӑкӑр паратпӑр, пӗр пӑтавкка юсман паратпӑр! Ҫырлах, ан ҫиллен, хӗн кӑтартса ан усра. Мӗн панине ӗҫ те ҫи, урӑх нимӗн те памалли ҫук, ҫырлах. Сана асӑнатпӑр, Сана витӗнетпӗр, ачӑ-пӑчӑна чар, вӗсем те пире ан асаплантарччӑр. Мӗн панинчен вӗсене те валеҫсе пар. Сырлан киремечӗ, Хуракӗсрери киремет, Саланчӑкри киремет, Тӑлӑп ӑшӗнчи киремет, пурӑр та ҫырлахӑр, пиртен урӑх ан ыйтӑр. Кама мӗн кирлине аҫӑвӑртан ыйтӑр, эпир ӑна сирӗн тӳпӗре патӑмӑр. Эй, Сӗмӗле, ҫырлах, Сана асӑнатпӑр, Сана витӗнетпӗр, тепӗр ҫак вӑхӑтчен пиртен урӑх ан ыйт ӗнтӗ, мӗн панипе ҫитӗ».

Чӑваш пилӗсемпе кӗллисем / [В. П. Станьял пухса хатӗрленӗ ; Д. В. Литаврин ӳнерҫӗ]. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. – С. 81-82.