«Пихампар – Аслӑ Турӑ умӗнче тӑракан, ҫынсене шӑпа уйӑрса паракан турӑ. Вӑл выльӑх-чӗрлӗх турри те, тискер кайӑксен (Кашкӑрсен) пуҫлӑхӗ те. Кашкӑр мӗн ҫимеллине Пихампартан ыйтать, лешӗ – Турӑран. Пихампара Карта турри теҫҫӗ. Ǎна чӑваш ҫынни выльӑх-чӗрлӗх ан чирлетӗр, лайӑх ӗрчетӗр тесе кӗлтӑвать…Пихампар – кашкӑрсене пӑхаканӗ. Ǎна кашкӑрсене асӑрхаса тӑма аслӑ Турӑ хушнӑ; кашкӑрсем пурте унӑн йыттисем шутланаҫҫӗ. Чӑвашсем Пихампара чӳк параҫҫӗ, вӑл кашкӑрсене выльӑх-чӗрлехе тӗллевсӗр тустарасран сыхлатӑр теҫҫӗ… Кашкӑрсене пӑхса тӑракан Пихампар ҫав вӑхӑтрах килти хуҫалӑха та хӑш-пӗр енчен сыхласа пурӑнаканӗ шутланать. Вӑл кашкӑр евӗр теҫҫӗ, анчах кашкӑрсенчен вӑйлӑрах та пысӑкрах. Вӑл шурӑ ҫӑмлӑ. Пихампар кашкӑрсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнччӑр тесе тӑрӑшать, вӗсен кашни кун мӗн тытса ҫимеллине палӑртса парать. Пихамар нихҫан та пӗччен ҫӳреместь, ун тавра яланах пӗр ҫирӗмрен кая мар кашкӑр ҫӳрет. Пуҫлӑхӗпе пӗрле чухне кашкӑрсем никама та, уйрӑмах ҫынсене, тивмеҫҫӗ…».
Мифсем, легендӑсем, халапсем / Чӑваш патш. гуманитари ӑсл. ин-чӗ ; ред. канашӗ В. С. Григорьев, В. Д. Димитриев т. ыт. ; А. А. Трофимов, В. П. Станьял умсӑмахӗ. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2004. – С. 69-70.
«Картиш (е карта) чӳкӗнче выльӑх-чӗрлӗх туррине Пихампара тата карта йышне пуҫ ҫапнӑ. Карта чӳкне ҫулталӑкра пӗр хутчен (юпапа чӳк уйӑхӗсенче) сивве кӗрсессӗн ирттернӗ. Парне вырӑнне сар ҫу янӑ пӑтӑ, сӑмсаллӑ (хӗррисене катрам-катрамланӑ тата варрине путӑкланӑ) пашалу пулнӑ. Кил хуҫи пӑтӑ сарнӑ пашалӑва витери, сарайӗнчи, лупасри юпа ҫине Пихампара чысласа хунӑ. Чӳк пӑттине выльӑхсене те ҫитернӗ – апачӗ ҫине сапса панӑ. Уҫӑ вырӑнти картара чӳкленӗ чухне кӑвайт хунӑ, ӑпӑр-тапӑра ҫунтарса янӑ. Йышпа пӑтӑ ҫинӗ хыҫҫӑн хуран хӑлӑпӗнчен тытса пуҫ тайнӑ. Пихампар чӳк парнине йышӑннипе йышӑнманнине выльӑхсене сӑнаса пӗлнӗ. Картари выльӑхсен тӗс килсен, вӗсен ҫилхи, ҫӑмӗ пӑтрашӑнать. Парнене йышӑнман пулсан, тӗс килмесен выльӑх-чӗрлӗх начарланма тытӑнать, хунамасть. Сутӑн илнӗ выльӑха витене кӗртиччен ҫӑкӑр татӑкӗпе тутлӑ шывпа илӗртсе чӳк хуранӗ тавра ҫавӑрнӑ. «Вите пуҫӗ пул, ҫак килтен ниҫта та ан кай», – тесе каланӑ…».
Чӑваш сӑмахлӑхӗ : 10-мӗш класӑн вӗренӳпе вулав кӗнеки / Н. Г. Ивановапа В. П. Никитин пухса хатӗрленӗ. –Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1 пай. – 1993. – С. 69.
Пихампар турӑ ҫинчен халӑхра сарӑлнӑ халап та кӑсӑклӑ. Ǎна Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи чӗлхе, литература, истори тата экономика наука тӗпчев институчӗ хатӗрленӗ «Мифсемпе халапсем» кӗнекере вуласа пӗлме пулать: «Пӗр ҫын пурӑннӑ. Вӑл Турӑран хӑйне пуянлатма ыйтнӑ. Турӑ вӑл мӗн ыйтнине панӑ: унӑн выльӑх-чӗрлӗх, тырӑ–пулӑ нумай пулнӑ. Унтан ҫав ҫын Турӑран хӑйпе тан тума ыйтнӑ. Ҫакна та тивӗҫтернӗ Турӑ. Юлашкинчен вӑл Турӑран асли тума ыйтнӑ. Турӑ ҫавӑншӑн ӑна ҫилленнӗ те унӑн мӗнпур пуянлӑхне пӗтернӗ: ҫӑнӑхӗ тусан пулса выртнӑ, йытти – кашкӑр, лашисем – тискер кайӑксем, этемми хӑй тискер кайӑксен патши пулса тӑнӑ. Ǎна Пихампар тенӗ».
Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ : Т. 6, ч. 2 : Мифсемпе халапсем / пухса хатӗрлекенӗсем И. И. Одюков, Е. С. Сидорова, Г. Ф. Юмарт. – 1987 – С. 117.