Пирӗшти — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

«Пирӗшти сӑмах «пир ӑсти» тенинчен пулса кайнӑ тесе калаҫҫӗ. Ку тӗрӗсех пулма пултарать, мӗншӗн тесен Пирӗшти шурӑ тумлӑ илемлӗ хӗр сӑнарӗпе ҫӳрет, вӑл ҫӗрлесерен, ҫынсем ҫывӑрнӑ чухне этем пурнӑҫӗн пирне (сурпанне) тӗртет. Вырӑсла вӑл «ангел» пӗлтерӗшпе, персла «фереште», узбекла «фаришта», туркменла «периште», турккӑлла «фериште» сӑмахсемпе ҫӳрет. Пирӗшти – кил-ҫурт сыхлакан ырӑ. Вӑл ҫын чунне, кил-йыша, пӳрт-ҫурта сыхлать. Пирӗшти кашни килтех пулать. Пирӗшти те, Пихампар пекех, Пӳлӗх умӗнче тӑрать. (Эй, ырӑ пирӗштисем, чун сыхлаканнисем, пӗв сыхлаканнисем, эсир пиртен усала сирӗр! – кӗлӗ сӑмахӗсенчен). Вӑл ҫынна усал-тӗселрен сыхласа ҫӳренӗрен ӑна тата Упраканӗ те теҫҫӗ.

Пирӗшти чӑваш мифологийӗнче тӗрлӗ ӗҫпе палӑрса юлнӑ. Пӗри – ҫӗр ҫинчи, этем кил-йышӗпе пурӑнакан, этем чунне сыхлакан, кил-ҫурта тытса тӑракан; тепри этеме, выльӑх-чӗрлӗхе сывлӑхра упракан. Вӑл чун евӗрлӗ, кашни ҫын ӑшӗнче пурӑнакан шульӑш. Этем вилнӗ чухне малтан ун ӑшӗнчен Пирӗштийӗ тухать те ҫӳлти Турӑ патне каять. Е тата этем пуласлӑхне, вӑл ку ӗҫе лайӑх ҫыраканӗ сылтӑм хулпуҫҫи ҫинче, усал ҫыраканӗ сулахай хулпуҫҫи ҫинче ларать теҫҫӗ. Килти выльӑх-чӗрлӗхе пӑхакан Пирӗшти ват ҫын тӗслӗ. Вӑл уйрӑмах хӑй тӗслӗ лашана пӑхать. Çапла вара, Пирӗшти кил таврашӗнче шурӑ тумланнӑ хитре хӗр, шур сухаллӑ ватӑ ҫын, пӗчӗк хӗр ача сӑнарӗпе курӑнать. Кашни ҫыннӑн хӑйӗн Пирӗштийӗ пур, вӑл этемпе Турӑ хушшинчи ҫыхӑнӑва тытса тӑрать. Çак ӗненӳпе Пирӗшти пӗлӗт ҫинче Кепепе, Пӳлӗхпе пӗрле Аслӑ Турӑ умӗнче ҫӳрекен Ырӑ пулса тухать.

XIX ӗмӗрте пичетленнӗ тӗн литературинче ангела чӑвашла Пирӗшти тесе куҫарнӑ. Пирӗшти ҫинчен калакан халапсен ытларахӑшӗ кил-ҫурта таса тытса пыма пулӑшни, усал-тӗселтен сыхлани ҫинчен калаҫҫӗ, вӗсен сюжечӗсем, тӗпрен илсен, Хӗртсурт ҫинчен калакан халапсен сюжечӗсемпе пӗрешкел…».

Мифсем, легендӑсем, халапсем / Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑх интитучӗ ; ред. канашӗ В. С. Григорьев, В. Д. Димитриев т. ыт. ; Е. С. Сидорова пухса хатӗрл. ; А. А. Трофимов, В. П. Станьял умсӑмахӗ. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2004.

«Пирӗшти вӑл кашни этемӗнех пур. Ǎна Турӑ этеме ҫуралсанах парать. Вӑл хӑй аллине панӑ ҫынпа усал-тӗселтен сыхлать, тӗрӗс ҫулпа илсе пыма тӑрӑшать. Вӑл хӑйӗн ҫыннипе мунчана анчах кӗмест, тет: ҫын ҫарамас пулнинчен вӑтанать тата мунча ӑшшине юратмасть, тет. Ҫынни мунчана кӗрсен, вӑл, мунча алӑкӗ хыҫне тӑрса юлса, ҫынни мунчари вӗри сывлӑшра милкепе хытӑ ҫапӑнса вилесрен хӑраса хуйхӑрса, макӑрса тӑрать, тет. Пирӗшти тата хӑйне панӑ ҫын вилес умӗн курӑнать, теҫҫӗ: ун чухне вӑл, ҫыннинчен уйрӑлса, Турӑ патне таврӑнать, тет…».

Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ : Т. 6, ч. 2 : Мифсемпе халапсем / пухса хатӗрлекенӗсем И. И. Одюков, Е. С. Сидорова, Г. Ф. Юмарт. – 1987. – С. 119-120.

«Тата вӗсем пирӗшти теҫҫӗ, пире сыхлакан харпӑр хӑй ангелне калаҫҫӗ, ҫав турӑ хӑш чух кӑшкӑрать, теҫҫӗ…»

Ашмарин Н. И. «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки» / Н. И. Ашмарин. – Шупашкар. 1929. – 9-мӗш том. – С. 225.

«Пирӗшти – Ырӑ турӑ. Анкӗл. Ҫын чунне сыхлакан турӑ. Пӳрте, кил-йыша сыхлакан, пӑхакан турӑ…».

Чӑваш тӗнӗ : тӗнчекурӑмӗ, ыр – хаярсем / Якуркка Микихверӗ (Н. Е. Наумов). – Шупашкар : «Хыпар» кӗнеки, 1992. – С. 7