Ҫӳлти Турӑ — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Ҫӳлти Турӑ

«Турӑ пӗрре тесе ӗненеҫҫӗ чӑвашсем. Турӑ вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, аслӑ, пурне те курса тӑракан шульӑш, ытти пурте унран килет. Вӑл тӳпере пурӑнать. Туррӑн ашшӗпе амӑшӗ пур. Турӑ час-часах ҫӗр ҫине анать те шап-шурӑ тум тӑхӑнса, вӑрӑм шурӑ сухаллӑ ват ҫын пулса, алла туя тытса тӗрлӗ вырӑнсенче ҫӳрет. Вӑл пуринчен ытларах акнӑ анасем тӑрӑх ҫӳрет, йӑрансем хушшипе ҫӳрет. Ҫу каҫиччен утса тухман йӑран хӑвармасть. Çакна пӗлекен йӗркеллӗ чӑваш хирти ӗҫсем вӑхӑтӗнче нихҫан та ана ҫине тула тухмасть, мӗншӗн тесен Турӑ сукмакӗсене варалама юрамасть тесе шутлать. Çапла тума юраманнине ачасем те пӗлсе тӑраҫҫӗ. Пӗртен пӗр аслӑ Турӑсӑр пуҫне чӑвашсен урӑхран вӑйлӑ хӑват ҫук.

Турӑ тунӑ ытти вӑйсене е умӗнче тӑрансене – пирӗштисене, ырӑсене чӑвашсем Турӑ тесех калаҫҫӗ, анчах вӗсенчен пӗри те пӗртен пӗр аслӑ Турӑ вырӑнне шутланмасть. Вӗсем пурте Турра пӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ, Турӑ вӗсене кӑтартса тӑрать. Турӑ вӗсене кашнинех пӗр-пӗр ӗҫ хушса панӑ, вӗсем ҫав ӗҫшӗн яваплӑ, вӑл ӗҫе хӑйсем пӗлнӗ пек ҫавӑрмалла мар, Турӑ кӑтартнӑ пек туса пыма тивӗҫ. Çав хӗсметшӗн этем вӗсене хисеплет. Хисеп тумасан вӗсем ҫилленеҫҫӗ. Хӑйсене хисеплеменшӗн ку хӑватсем хӑйсем Турӑран иртеймеҫҫӗ пулсан та этеме сиен кӳме пултараҫҫӗ…»

Мифсем, легендӑсем, халапсем / Чӑваш патш. гуманитари ӑсл. ин-чӗ ; ред. канашӗ В. С. Григорьев, В. Д. Димитриев т. ыт. ; Е. С. Сидорова пухса хатӗрл. ; А. А. Трофимов, В. П. Станьял умсӑмахӗ. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2004. – С. 54.

«Ҫӳлти тӗнчере Ҫӳлти Турӑ пурӑнать, унӑн кил-йышӗ, ӗҫлӗ ҫыннисем, тарҫи-тӗрҫи пур. Сӑмах май каласан, кӗлӗсенче Турӑ хыҫҫӑн яланах Пӳлӗхҫине асӑнаҫҫӗ. Сӑмаха хальхилле ҫавӑрса каласан, Пӳлӗхҫи Ҫӳлти Турӑ заместителӗ пекки пулса тухать. Халиччен чӑваш тӗнне «нумай турӑллӑ тӗн» тетчӗҫ. Чӑваш тӗнӗн йӗркине тӗплӗн тишкерсе пӑхсан Турӑ пӗрре кӑна пулни курӑнать.

Кӗлӗсенче Турӑ ятне тӗрлӗрен калаҫҫӗ. Акӑ, сӑмахран, «Атте турӑ», «Турӑ Амӑшӗ», «Турӑ Папай» тенисем пурте пӗр Ҫӳлти Турра пӗлтереҫҫӗ. Ҫичӗ тӗслӗ тырӑ-пулӑшӑн кӗл тунӑ чухне ӑна «Тырпул ҫуратакан Турӑ», виҫӗ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхшӗн кӗл тунӑ чухне – «Выльӑх-чӗрлӗх ҫуратакан Турӑ», ача-пӑча ырлӑхӗ-сывлӑхӗшӗн кӗл тунӑ чухне «Ача-пӑча ҫуратакан Турӑ» теҫҫӗ. Ҫапла вара Туррӑн мӑн ячӗсӗр пуҫне унӑн эпитечӗсемпе хушма ячӗсем йышлӑ… Ҫӳлти Туррӑн кил-йышӗ пур. «Турӑ Ашшӗ», «Турӑ Амӑшӗ» тенисене час-часах «Отец Божий», «Матерь Божия» тесе куҫараҫҫӗ. Чӑннипе вара ку сӑмах майлашӑвӗсене «Ҫӳлти Турӑ», «Ҫӳлти Турӑ Амӑшӗ» тесе ӑнланмалла. Авалхи чӑваш йӑлипе мӑшӑрсем пӗр-пӗрне ятран чӗнмен, хисеплесе «ашшӗ», «амӑшӗ» тенӗ. Ятран каланине ятлаҫни вырӑннех хунӑ. Турӑсене кӳрентерес мар тесе авалхи ҫынсем вӗсене «Турӑ Ашшӗ», «Турӑ Амӑшӗ» тенӗ. Кӗлӗсенче тата «Турӑ йышӗ», «Турӑ ачи-пӑчи», «Турӑ ывӑлӗ», «Турӑ хӗрӗ» тенисем те тӗл пулаҫҫӗ. Ҫаксем пурте пӗрле «Турӑ кил-йышӗ». Турӑ ҫумӗнче Пӳлӗхҫӗ, Пихампар, Кепе тата ытти ҫавнашкал ырӑсем «штатра тӑраҫҫӗ». Унсӑр пуҫне Турӑ патӗнче «тарҫӑ-тӗрҫӗсем» те нумай. Авалхи кӗлӗсенче тӑтӑшах «Турӑ алӑкӗ умӗнче тӑраканӗ», «Турӑ алӑкне уҫаканӗ», «Турӑ алӑкне хупаканӗ», «Чӗлпӗр тытаканӗ», «Хум кӗрекеҫи», «Тӑвам ҫӳретенӗ» тенисем тӗл пулаҫҫӗ. Кусем пурте Турӑ «кантурӗнче» вак ӗҫсене тӑвакансем…».

Чӑваш тӗнӗ : тӗнчекурӑмӗ, ыр – хаярсем / Якуркка Микихверӗ (Н. Е. Наумов). – Шупашкар : «Хыпар» кӗнеки, 1992. – С. 14.