Аш-какайран хатӗрленӗ апатсем — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Йӑла-йӗрке / Ҫемьери йӑла-йӗрке / Чӑваш апачӗ / Аш-какайран хатӗрленӗ апатсем

Аш-какайран хатӗрленӗ апатсем

Шӑрттан

Чи паха ҫимӗҫсенчен пӗри пулнӑ. Ӑна така пуссан хатӗрленӗ. Хырӑмлӑха лайӑх ҫуса тасатнӑ та унта шӑмӑсӑр аш тултарнӑ, тӑвар сапнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫирӗп ҫиппе ҫӗленӗ те ҫатма ҫине хурса 3-4 кунлӑха кӑмакана лартнӑ. Ҫӑвӗ ирӗлсе юхса тухнӑ, ашӗ пиҫсе типнӗ, шӑрттанӗ вара малтанхипе танлаштарсан темиҫе хут пӗчӗкленнӗ. Шӑрттан темиҫе уйӑх, хӑш чухне вара темиҫе ҫул та упранма пултарнӑ, пӑсӑлман. Ҫак ҫимӗҫ питӗ тутлӑ тата техӗмлӗ пулнӑ. Ӗлӗк шӑрттана инҫе ҫула тата вӑрҫӑ хирне каякансене чиксе парса янӑ.

Тултармӑш

Уяв апачӗ. Ӑна хӑшӗсем сутта, хас тесе те каланӑ. Сурӑх пуссан пыршисене лайӑх ҫуса тасатнӑ та унта кӗрпе, ҫуллӑ аш е ӑш ҫу вакласа тултарнӑ. Пыршӑ вӗҫӗсене ҫиппе лайӑх туртса ҫыхнӑ та шыва ярса вӗретнӗ. Унтан ҫатма ҫине хурса кӑмакана лартнӑ. Тултармӑша вӗрилле ҫинӗ. Аш вырӑнне юн тултарнӑ пулсан ун пек ҫимӗҫе юн тултармӑш тенӗ.