Пӑтӑсем — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Пӑтӑ

Ҫӗр ӗҫлекенсен чи авалхи апачӗ. Ӑна кӗрперен пӗҫернӗ. Кӗрпене тырра авӑртса тунӑ, анчах ҫӑнӑх пекех вӗтеличчен авӑртман. Ученӑйсенчен нумайӑшӗ кӗрпе ҫӑнӑхран «аслӑрах» тесе шутлаҫҫӗ. Ахӑртнех, кӗрпе тума пуҫличчен пӑтта авӑртман тырӑран пӗҫернӗ. Авалхи ҫимӗҫ пулнӑран чылай йӑла ирттернӗ чух пӑтӑпа чӳкленӗ. Пӑтта шӗвӗрех пӗҫерме пултарнӑ, ун пеккине кӗрпетти, ҫӑрине пӑтӑ тенӗ. Пӑтта сӗтел ҫине чашӑкпа лартнӑ, варрине пӗчӗк лакӑм туса ҫу янӑ. Ҫинӗ чухне ҫӑва кашӑк вӗҫӗпе пуҫса илнӗ. Сайра хутра пӑтта шӳрпепе (аш ярса вӗретнӗ шывпа) пӗҫернӗ, нихҫан та сӗт яман.

Тинкӗле

Вӗресе тӑракан шыва ҫӑнӑх, вӗтӗ кӗрпе ярса пӗҫернӗ ҫӑра юрма. Тинкӗле ҫӑнӑхне противень ҫинче типӗтсе, ӗнтсе илеҫҫӗ. Тинкӗле сивӗнсен хытса ларать. Ӑна уйранпа, сӗтпе ҫиеҫҫӗ. Ҫу янӑ тинкӗле тутлӑ. Тинкӗлене ытларах урпа ҫӑнӑхӗнчен, кӗрпинчен пӗҫернӗ.