Сӗт-турӑх — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Услам ҫу

Кирлӗ чухлӗ хӑйма пухӑнсан уйран уҫласа ҫу ӳкернӗ. Тин уҫланӑ ҫӑва (услам ҫӑва) сайра хутра ҫеҫ сӗрсе е пӑтӑ ҫине ярса ҫинӗ, ӑна ялан тенӗ пекех шӑратса сар ҫу ( шӑратнӑ ҫу, сив ҫу) тунӑ.

Тӑпӑрчӑ

Сӗт-турӑх апачӗ. Хӑймине пуҫтарса илнӗ турӑха пыҫакрах чӳлмекпе ҫурри ытла сивӗннӗ кӑмакана ӑшӑтма лартнӑ. Вӑхӑтлӑ ӑшӑнса ҫитнӗ турӑх ҫӑралнӑ та ҫиеле хӑпарнӑ, шывӗ аяла тӑрӑлса юлнӑ. Ҫакӑн пек ӑшӑтнӑ турӑха ик хут марлӗрен е шӑлапиртен ҫӗленӗ хутаҫа юхтармалла. Шывӗ юхса пӗтсен тӑпӑрчӑ сивӗ ҫӗре хунӑ, унпа апатсем хатӗрленӗ ҫӗре усӑ курнӑ.

Чӑкӑт

Чӑкӑта тӑпӑрчран тунӑ. Сӑрӑхтарнӑ тӑпӑрча пӗр талӑк пусаркӑч айне хунӑ. Шывне кӑларнӑ. Ун ҫине тӑвар, чӗрӗ ҫӑмарта, хӑйма, услам ҫу ярса ҫӑрнӑ. Ҫӑка е ӑвӑс ывӑс ҫине пушӑтран ҫавӑрнӑ кӑшӑл хунӑ. Кӑшӑлӗ 2-5 см ҫӳллӗш, ҫавракӑшӗ 10-15 см. Ун ҫине ҫӑрнӑ тӑпӑрч хунӑ, пусарнӑ. Ҫӑкӑр пиҫсе тухнӑ кӑмакара ирччен лартнӑ. Тепӗр кун татах кӑмакара пӗҫернӗ. Чӑкӑта хӑйне тӗллӗн е турӑхпа, ҫупа е ҫӑмартапа пӗрле ӑшаласа ҫиеҫҫӗ.

Тӑвара

Тӑпӑрчӑран тунӑ пӗчӗк ҫаврашкасем, вӗсене кӑмакана лартса кӑштах типӗтнӗ те сар ҫу ярса чӳлмекре усранӑ. Тӑвара чылай хушӑ пӑсӑлман. Ӑна кӑштах ӑшаласа ҫинӗ, ҫӑмарта лӑкаса е шӑрттан тураса яма пултарнӑ.

Ӗне ырри

Ӗне пӑруланӑ хыҫҫӑн ик-виҫӗ хут сунӑ ҫӑра сӗте ӗне ырри пӗҫерме хӑварнӑ. Ӗне ыррине сӗт тутланса ҫитсен тин пӗҫернӗ.

Турӑх

Турӑх тума сӗте кӑмакана куршак-чӳлмекпе лартса пӗҫернӗ. Пиҫнӗ сӗт хӑймине уйрӑм чашӑка пуҫтарнӑ, сӗтне пысӑк чӳлмеке пушатнӑ, сивӗтнӗ. Ун ҫине 100-150 г кӗвелӗк ярса хутӑштарнӑ. 8-10 сехетрен турӑх тытӑнса ҫитнӗ. Турӑха ҫитӗнсе ҫавӑрӑнма сивӗрех ҫӗре, нӳхрепе лартанӑ. Тепӗр талӑкран турӑх пулса ҫитнӗ. Турӑха хӑй тӗллӗн ҫӑкӑрпа е кукӑльпе ҫинӗ.

Уйран

Кӗвелӗкленсе тытӑннӑ сӗте уҫланӑ хыҫҫӑн услам ҫуран юлнӑ пайӗ. Йӳҫнӗ сӗте икӗ-виҫӗ сӑвӑм пуҫтарнӑ, уйран ҫӳпҫине ярса уҫланӑ. Услам ҫу ҫиеле хӑпарсан пуҫтарса илнӗ. Уйрана чӳлмеке е чӗресе янӑ. Уйрана пӑтӑпа, кукӑльпе, ҫӑкӑр-кулачпа ҫинӗ. Тӑрӑлса ларсан ӑскӑчпа пӑтратнӑ. Сивӗрех ҫӗрте упранӑ.