Ĕҫмеллисем — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Сӑра

Уявсенче, чӳксем вӑхӑтӗнче пухӑннӑ ҫынсене сӑрапа хӑналанӑ. Темиҫе тӗрлӗ сӑра тунӑ: чи кунӗ сӑрана чей тата квас вырӑнне кашни кунах ӗҫме пултарнӑ. Хаяррине уявсенче ҫеҫ ӗҫнӗ. Авалхи чӑваш сӑри ҫӑра пулнӑ, сывлӑхшӑн усӑллӑ шутланнӑ, мӗншӗн тесен ӑна шӑтарнӑ чӑн–чӑн таса тырӑран тунӑ тата хӑмла ярса вӗретнӗ. Сӑрана тӗрлӗ ялта тӗрлӗрен тунӑ. Кашни кил хуҫи хӗрарӑмӗн ҫак ӗҫре хӑйӗн вӑрттӑнлӑхӗсем пулнӑ.

Ӗлӗкхи мелсемпе сӑра тӑвасси вӑл – кӑткӑс ӗҫ, тата ӑна тума вӑхӑт та нумай кирлӗ. Кашни килтех сӑра лаҫҫи пулнӑ, унта сӑра тунӑ чухне усӑ курмалли савӑтсем упраннӑ. Ҫулла сӑрана шыв хӗрринче вӗретнӗ. Сӑра тума салат, хӑмла тата ҫӗпре кирлӗ пулнӑ. Салат валли урпана (е ыраша) шӳтернӗ те тӗттӗм ҫӗре шӑтарма сарса хунӑ. Тепӗр темиҫе кунтан урпа (е ыраш) сӑмсаланнӑ. Ӑна кӑмака ҫине е салат лаҫҫине сарса хурса типӗтнӗ, унтан авӑртнӑ. Салат тума 9-12 кун кирлӗ пулнӑ. Салата каткана янӑ та вӗретнӗ шыв хушса лайӑх пӑтратнӑ. Унтан салат пылаклантӑр тесе каткана темиҫе сехетлӗхе татӑкпа витсе лартнӑ. Тепӗр хут вӗри шыв ярса пӑтратнӑ хыҫҫӑн ятарласа тунӑ кункӑра (шан, такана) тӗпне таса улӑм сарнӑ; ун пӗр пуҫӗнче шӑтӑк пулнӑ. Кункӑрана ҫӳле лартнӑ, аяла, шӑтӑк тӗлне, – катка. Кункӑрана асӑрханса шывпа салат хутӑшӗ янӑ, вӑл улӑм витӗр сӑрхӑнса каткана юхса тухнӑ. Ҫак пылак шӗвеке ӑсла тенӗ. Унтан хӑмла вӗретнӗ те сивӗтме лартнӑ. Сивӗннӗ хӑмлана ӑслана янӑ, ҫӗпре хушнӑ. Тепӗр талӑкран сӑра йӳҫсе ҫитнӗ. Ӑна алапа сӗрсе пичкене янӑ та нӳхрепе антарнӑ.

Сим пыл

Хӑмла ҫӗприпе хатӗрленӗ пыл ӗҫми. Нӳхрепре пичкере упраннӑ. Кашни пуян чӑваш шучӗпе килӗнче хисеплӗ хӑнасене ӗҫтерме хӑйне евӗрлӗ пыл эрехӗ пурри ятлӑ-сумлӑ пулнине пӗлтернӗ. Сим пыл пички пыл пичкипе танлашнӑ. Сим пыл атӑл ҫи пӑлхарӗсен, сембелла евӗрлӗ – авалхи арабсен, бальзам (замбаль) ятпа грексен пулни паллӑ.

Шерпет

Пылпа шыва хутӑштарса тунӑ тутлӑ ӗҫме.

Турӑх

Турӑх тума сӗте кӑмакана куршак-чӳлмекпе лартса пӗҫернӗ. Пиҫнӗ сӗт хӑймине уйрӑм чашӑка пуҫтарнӑ, сӗтне пысӑк чӳлмеке пушатнӑ, сивӗтнӗ. Ун ҫине 100-150 г кӗвелӗк ярса хутӑштарнӑ. 8-10 сехетрен турӑх тытӑнса ҫитнӗ. Турӑха ҫитӗнсе ҫавӑрӑнма сивӗрех ҫӗре, нӳхрепе лартанӑ. Тепӗр талӑкран турӑх пулса ҫитнӗ. Турӑха хӑй тӗллӗн ҫӑкӑрпа е кукӑльпе ҫинӗ.

Уйран

Кӗвелӗкленсе тытӑннӑ сӗте уҫланӑ хыҫҫӑн услам ҫуран юлнӑ пайӗ. Йӳҫнӗ сӗте икӗ-виҫӗ сӑвӑм пуҫтарнӑ, уйран ҫӳпҫине ярса уҫланӑ. Услам ҫу ҫиеле хӑпарсан пуҫтарса илнӗ. Уйрана чӳлмеке е чӗресе янӑ. Уйрана пӑтӑпа, кукӑльпе, ҫӑкӑр-кулачпа ҫинӗ. Тӑрӑлса ларсан ӑскӑчпа пӑтратнӑ. Сивӗрех ҫӗрте упранӑ.