Яшкасем — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Шӳрпе

Чи паха тата чи анлӑ сарӑлнӑ чӑваш апачӗ. Ӑна выльӑх пуссан, ытларах ӳпке-пӗвертен пӗҫернӗ. Шӳрпене кӗрпе, тӑвар, тутӑ кӗртекен япаласем янӑ. Сӗтел ҫине антарса панӑ чухне ҫак техӗмлӗ апата ыхра тата ешӗл ҫимӗҫ вӗттӗн тураса янӑ.

Яшка

Шӗвек апат. Чӑвашсем куллен тенӗ пекех пӗҫернӗ ҫимӗҫ. Ӑна аш ямасӑрах пӗҫернӗ. Яшкана хатӗрлеме вӑхӑт нумай кирлӗ пулман. Вӑл усӑллӑ пулнӑ. Яшкана нумай чухне тӗрлӗ курӑк, ешӗл ҫимӗҫ, пахча ҫимӗҫ тураса янӑ, ҫӑнӑх, кӗрпе хушма пултарнӑ. Ҫуркунне вара серте яшки, ҫеҫпӗл яшки, вӗлтрен яшки, пултран яшки, ҫӗр улми ҫулҫи яшки пӗҫернӗ. Унсӑр пуҫне, ҫӑмах (салма) яшки, купӑста яшки, сӗт яшки, ҫӑмарта яшки, пӑрҫа яшки, сайра хутра кӑмпа яшки пӗҫернӗ. Каярахпа яшкана ҫӗр улми тураса яма пуҫланӑ. Яшкана пиҫсен тӳрех ҫинӗ, антарса парас умӗн ҫу е сӗт хушма пултарнӑ.