Чустаран хатӗрленӗ апатсем — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Главная / Йӑла-йӗрке / Ҫемьери йӑла-йӗрке / Чӑваш апачӗ / Чустаран хатӗрленӗ апатсем

Чустаран хатӗрленӗ апатсем

Ҫӑкӑр

Ҫӑкӑр пирӗн мӑн асаттесен чи кирлӗ тата тӗп апачӗ пулнӑ. Ӑна ыраш ҫӑнӑхӗнчен ҫеҫ пӗҫернӗ, тулӑ ҫӑнӑхӗнчен – сайра хутра. Чустана каҫхинех хурса лартнӑ. Ҫӑнӑха кункӑра ҫине алапа аланӑ. Кӑвас чӗресне ӑшӑ шывпа чӳхесе илнӗ те унта ҫӑнӑх, ҫӗпре (е кӑвас тӗпӗ), ӑшӑ шыв янӑ та пӑтратнӑ май ҫапла каланӑ: «Хӑвӑртрах йӳҫ, ачасем ҫӑкӑр ҫиесшӗн». Унтан чӗресе ал шӑллипе витсе хытӑ туртса ҫыхнӑ та ӑшӑ ҫӗре лартнӑ. Ирхине ирех кил хуҫи хӗрарӑмӗ хӑпарнӑ чустана ҫӑнӑх хушса 15-20 минут хушши ҫӑрнӑ. Унтан чӗресе каллех ал шӑллипе витнӗ, чустана хӑпарма 1,5-2 сехетлӗхе лартнӑ. Чуста хӑпарсан ӑна ҫӑкӑр тирӗкӗсене хунӑ та каллех ал шӑллипе витнӗ. Унта чуста виҫҫӗмӗш хут хӑпарнӑ. Унтан чустана ҫӑкӑр кӗреҫи ҫине илсе хунӑ та шывпа йӗпетсе алӑпа тикӗсленӗ. Ҫӑкӑр ҫинче пӳрнепе 5 шӑтӑк е хӗрес тунӑ. Ҫуллахи вӑхӑтра ҫӑкӑра купӑста ҫулҫи ҫине хунӑ, ытти чухне вара кӑмака тӗпне лайӑх шӑлса тасатнӑ та ҫаплипех лартнӑ. Кӗреҫе ҫинчи ҫӑкӑра кӑмакана лартса питлӗхе хупнӑ. Тепӗр ҫур сехетрен питлӗхе уҫнӑ. Кӑмакаран пӑс тухнӑ, хытнӑ ҫӑкӑрсене кӑмака тӗпне ҫыпӑҫса ларасран вырӑнтан майӗпен хускатнӑ. Унтан каллех питлӗхе хупнӑ, ҫапла 1 сехет тытнӑ. Ҫӑкӑр пиҫнипе пиҫменнине хӑйӑ чиксе пӑхса тӗрӗсленӗ. Чуста хӑйӑ ҫумне ҫыпҫӑнмасан – ҫӑкӑр пиҫсе ҫитнӗ. Ҫӑкӑра кӑмакаран кӑларнӑ та айӑккӑн ҫавӑрса пиччӗн енӗпе стена еннелле пӑхтарса хунӑ. Ҫӑкӑра нихӑҫан та вӗрилле ҫимен.

Капӑртма

Пӑри ҫӑнӑхӗнчен ҫӑрнӑ йӳҫӗ чустаран пӗҫернӗ хулӑн икерчӗ

Хăпарту

Кӑпӑшка ҫавра, вӑтамран 10 сантиметр хулӑнӑш икерчӗ

Пашалу

Тутлӑ чустаран пӗҫернӗ ҫимӗҫ. Чустана пӑри, урпа, сӗлӗ ҫӑнӑхӗнчен, ҫавӑн пекех пӑрҫа, ясмӑк ҫӑнӑхӗнчен ыраш ҫӑнӑхӗ хушса ҫӑрнӑ. Пашалӑва вӗриллех ҫинӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑвӑрт типсе кайнӑ.

Ҫӳхӳ

Йӳҫӗ чустаран (ҫӑкӑр чустинчен) ҫатмапа пӗҫернӗ ҫӳхе икерчӗ. Вӑл ачасен юратнӑ ҫимӗҫӗ шутланнӑ. Ҫӑкӑр пиҫсе тухса сивӗниччен чылай кӗтмелле пулнӑ, ҫӳхӳ вара часах пиҫнӗ.

Икерчӗ, пӗлӗм

Шӗвӗ чустаран (ӑна, ыраш ҫӑнӑхӗсӗр пуҫне, кирек мӗнле ҫӑнӑхран та лӑкаса тунӑ) ҫатма икерчи (пӗлӗм ) пӗҫернӗ. Ҫу сӗрсе ҫинӗ. Чӑвашсем ӑна вырӑссене кура пӗҫерме пуҫланӑ.

Йӑва

Чустаран ҫӑмарта пысӑкӑш чӑмӑркка туса пӗҫернӗ ҫимӗҫ. Йӑва чустине тӗрлӗ ҫӑнӑхран хатӗрленӗ, унта ҫу, йӳҫнӗ сӗт, хӑш чухне пыл та ярса ҫӑрнӑ. Ҫав чӑмӑрккасене кӑмакара сарӑ тӗслӗ пуличчен тытнӑ, пиҫсен ҫу е пыл сӗрсе ҫинӗ. Ҫупа сӗрмен йӑвасене ачасем, хӗрсем урама кӗсьене чиксе тухнӑ, пӗр-пӗрне хӑналанӑ.

Юсман

Авалхи апат. Ҫӳхе икерчӗ. Ӑна пӑри ҫӑнӑхӗнчен ҫӑрса тунӑ чустаран пӗҫернӗ.

Хуплу

Ашпа пӗҫернӗ ҫавра кукӑль, авалхи паха ҫимӗҫ. Ҫатма ҫине чуста йӗтӗрлесе хунӑ та ҫине сийӗн–сийӗн кӗрпе, вӗттӗн туранӑ аш, ӑш ҫу хурса тухнӑ, ҫиелтен чустапа витсе айккисене «чӗпӗтсе» ҫыпӑҫтарнӑ. Сӗтел ҫине лартас умӗн хуплӑва пурте хисеплекен ҫын касса пайланӑ. Малтан хуплӑвӑн ҫиелти сийне (питне) каснӑ, ӑна пайласа пурне те валеҫсе панӑ. Каснӑ чухне хуплӑва ҫавӑрса хускатма юраман. Унтан ашне, юлашкинчен тин ҫу витӗрех ҫапса пиҫнӗ хуплу тӗпне ҫинӗ.

Пӳремеч

XIX ӗмӗр — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫимӗҫе уявсенче хатӗрленӗ. Ытларах тӑпӑрчӑ икерчи пӗҫернӗ, каярахпа, ҫӗр улми лартса ӳстерме тытӑнсан, ҫӗр улми икерчи те (чуста ҫине ҫӗр улми нимӗрӗ хурса) пӗҫерме пуҫланӑ. Ӑшӗ валли нимӗре, сӗте, ҫӑва, сухана лайӑх хутӑш тарнӑ та чуста ҫине хунӑ (ытларах йӳҫӗтнӗ чустаран, сайра хутра тутлӑ чустаран пӗҫернӗ). Унтан чуста хӗррине кантраласа «чӗпӗтнӗ» те пӳремече кӑмакана лартнӑ. Анатри чӑвашсен хӑш–пӗр ушкӑнӗсем пӳремеч валли малтан икерчӗ пӗҫернӗ, унтан ҫиеле тӑпӑрч е ҫӗр улми нимӗрӗ хунӑ та каллех кӑмакана лартнӑ.

Кукӑль

Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсем пурте тенӗ пекех кукӑлъ пӗҫернӗ. Ӑшне ытларах пахча ҫимӗҫ — купӑста, кишӗр, кӑшман, сухан хунӑ, каярахпа ҫӗр улми хума пуҫланӑ. Унсӑр пуҫне пӑрҫа, тӑпӑрч, кӗрпе, ҫырла, пан улми кукли пӗҫернӗ. Кукӑль ӑшне хатӗрленӗ чухне ҫу, хӑйма хушнӑ. Кукӑль сӑмах мари чӗлхинчи «кагыль» сӑмахран пулнӑ. Чӑвашсем кукӑле пӗҫерме те марисенченех вӗреннӗ пулмалла.

Хуран кукли

Уяв ҫимӗҫӗ пулнӑ. Ӑна тутлӑ чустаран, ӑшне тӑпӑрч, ҫӗр улми, тӗрлӗ ҫырла, хӑш чухне аш хурса пӗҫернӗ. Ҫупа пуҫса ҫинӗ.