Улатӑр муниципаллӑ округӗ — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Тултип
Тултип

Улатӑр муниципаллӑ округӗ

Чӑваш Республики Раҫҫей Федерацийӗн йышне кӗрет. Республикӑра 21 район, 9 хула, хула евӗрлӗ 7 посёлок тата 1700 ытла ялпа сала.

Районсенчен чылайӑшӗ 1927 ҫулта йӗркеленнӗ. Красноармейски, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсене пирӗн республикӑн картти ҫинче 1935, Комсомольски районне 1939, Муркаш районне 1944 ҫулсенче палӑртма пуҫланӑ.

Кашни районтах ҫав районӑн тӗп центрӗ пур. Хуласем хушшинче – Етӗрне (Ядрин), Ҫӗрпӳ (Цивильск), Сӗнтӗрвӑрри (Мариинский Посад), Куславкка (Козловка), Ҫӗмӗрле (Шумерля), Канаш тата Улатӑр (Алатырь); посёлоксем хушшинче – Кӳкеҫ (Кугеси), Вӑрнар (Вурнары), Йӗпреҫ (Ибреси), Вӑрмар (Урмары). Ытти район центрӗсем – пысӑк саласем: Элӗк (Аликово), Патӑрьел (Батырево), Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай (Красные Четаи), Муркаш (Моргауши), Пӑрачкав (Порецкое), Шӑмӑршӑ (Шемурша), Елчӗк (Яльчики), Тӑвай (Янтиково).

Чӑваш Республикин тӗп хули – Шупашкар. Вӑл Чӑваш Енри чи ватӑ хула. Унӑн ятне 1469 ҫулхи историри докуменчӗсенче пирвайхихут асӑннӑ.

Ватӑ хуласен шутне Улатӑр (ӑна 1555 ҫулта никӗсленӗ), Ҫӗрпӳ (1589 ҫулта никӗсленӗ), Етӗрне (1590), Сӗнтӗрвӑрри (1856 ҫулта никӗсленӗ) кӗреҫҫӗ.

Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Етӗрне хулисем вырнаҫнӑ ҫӗрсем ҫинче ӗлӗк-авал чӑвашсем пурӑннӑ. Улатӑр – авалхи вырӑс хули.

Енькка, Е. Тӑван ен историйӗпе культури. Чӑваш Ен: хальхи самана тата истори / Е. В. Енькка ; [Г. Л. Никифоров куҫарнӑ]. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. – С. 21, 29.

Шупашкар муниципаллӑ округӗ
Муркаш муниципаллӑ округӗ
Етӗрне муниципаллӑ округӗ
Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗ
Ҫĕмӗрле муниципаллӑ округӗ
Пӑрачкав муниципаллӑ округӗ
Улатӑр муниципаллӑ округӗ
Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗ
Елчӗк муниципаллӑ округӗ
Тӑвай муниципаллӑ округӗ
Вӑрмар муниципаллӑ округӗ
Куславкка муниципаллӑ округӗ
Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗ
Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗ
Красноармейски муниципаллӑ округӗ
Канаш муниципаллӑ округӗ
Элӗк муниципаллӑ округӗ
Вӑрнар муниципаллӑ округӗ
Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗ
Комсомольски муниципаллӑ округӗ
Патӑрьел муниципаллӑ округӗ

Улатӑр муниципаллӑ округӗ

Улатӑр муниципаллӑ округӗ (Алатырский муниципальный округ). 1927 ҫулхи сентябрӗн 5-мӗшӗнче ЦИК Президиумӗн тата Чӑваш АССР Совнарком Президиумӗн «Чӑваш АССРне районласси ҫинчен» постановленийӗпе килӗшӳллӗн район пек йӗркеленӗ, 2022-мӗш ҫулхи мартӑн 29-мӗшӗнчи 14 №-лӗ Чӑваш Республикин Саккунӗ тӑрӑх Чӑваш Республикин Улатӑр муниципаллӑ округне (малалла – округ) улӑштарнӑ.

Округӑн административлӑ центрӗ – Улатӑр хули.

Округ Чӑваш Республикин кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ пайӗнче, ҫурҫӗр енче – Пӑрачкав, хӗвелтухӑҫӗнче – Йӗпреҫ, Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗсемпе, кӑнтӑр енче – Ульяновск облаҫӗнчи Сурски районӗпе, хӗвеланӑҫ енче – Мордва Республикинчи Ардат районӗпе кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ.

Чӑваш Республикин округӗн лаптӑкӗпе чи пысӑккисенчен пӗри вӑл, республика территорин 10,6 процентне йышӑнать. Округри пӗтӗмӗшле лаптӑк – 193 пин ытла га, ҫав шутра вӑрман фончӗ – 57,5 процент. Округ территорийӗ ҫурҫӗртен кӑнтӑралла 73 ҫухрӑмра, хӗвеланӑҫӗнчен хӗвелтухӑҫнелле 56 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗнчен ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнелле «Рузаевка – Канаш – Хусан» чугун ҫул магистралӗ иртет, ун тӑрӑх 1893-мӗш ҫултах округа Раҫҫейри промышленность тата культура центрӗсемпе ҫыхӑнтарса уҫнӑ. Округ Раҫҫейпе республикӑна пӑхӑнса тӑракан икӗ шоссе ҫулӗ урлӑ каҫать, республикӑн тӗп хулипе – Шупашкарпа, ҫывӑх область центрӗпе Ульяновскпа тата Мордван тӗп хулипе Саранскпа ҫирӗп ҫыхӑну тытать, вӗсен хушши 200 ҫухрӑм кая мар пулать.

Округра – 47 халӑхсем пурӑнакан ял вырӑнӗ. 01.01.2022 тӗлне (хула халӑхӗпе пӗрле) – 12 973 ҫын шутланать. Округ территорийӗнче вырӑс, чӑваш, мӑкшӑ, тутар тата ытти наци ҫыннисем пурӑнаҫҫӗ.

Культурӑпа кану ӗҫӗ-хӗлне ялти 16 библиотекӑпа Улатӑр тӗп библиотеки, ялти 18 культурӑпа клуб пурнӑҫа кӗртет. «Улатӑр хыпарӗсем» (Алатырские вести) хаҫат пичетленсе тухать. Округ территорийӗнче хула строительствипе архитектурин 10 палӑкӗ, ҫав шутра тӗн тӗллевӗпе ҫыхӑнни те, историн 3 тата археологин 1 палӑкӗ вырнаҫнӑ. 1997 ҫулхи январь уйӑхӗнчен пуҫласа округ территорийӗнче ФГБУ «Патшалӑх ҫутҫанталӑк заповедникӗ «Присурский» ӗҫлет.

Чӑваш Республикин «Улатӑр муниципаллӑ округӗ» электронлӑ вулавӑшӑн коллекцийӗ округпа Улатӑр хулин социаллӑ пурнӑҫпа экономика, политика тата культура аспекчӗсене палӑртакан тӗпчевсем, официаллӑ тата архив докуменчӗсем, сӑнарлӑ материалсем кӗртет.

Улатӑр хули (Алатырь) – муниципаллӑ округӑн административлӑ центрӗ.

Хула никӗсне хывнӑ официаллӑ кун 1552 ҫул шутланать. Улатӑр Патриаршинче (Никоновскинче) ӑна пӗрремӗш хут асӑннӑ вӑхӑт.

Хула Сӑр юханшывӗн сулахай ҫыранӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Унта юхса кӗрекен Улатӑр юппи ҫывӑхӗнче, Чӑваш Республикин тӗп хулинчен 194 ҫухрӑмра Шупашкар вырнаҫнӑ. Хулан пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 41,7 тӑваткал ҫухрӑм шутланать.

Улатӑр Раҫҫейри пӗчӗк хуласен Ассоциацине кӗрет. Хулара авалхи 92 палӑк шутланать, ултӑ православи храмӗпе монастырь ӗҫлет. Ҫулсерен ҫӗршыври ытти регионсен представителӗсем хутшӑнакан «Янрасам, инҫетри Раҫҫей» фестиваль иртет.

Улатӑрта П. А. Кикин генерал-майор, И. З. Ульянов, А. А. Онуфриев, Н. А. Гаген генералсем, ӑслӑлӑх докторӗсем – А. А. Половинкин тата Е. П. Петров, С. Д. Эрьзя (Нефедов) скульптор, совет сунар ӗҫне тӗпчекен никӗслевҫӗ Б. М. Житков, карап ӑсти А. Н. Крылов, М. Х. Манаров, Н. М. Бударин космонавтсем тата ытти те. Кунта тӑватӑ Совет Союзӗн Геройӗ ҫуралнӑ, ҫав шутра Чӑваш Енри Совет Союзӗн пӗртен-пӗр геройӗ – З. И. Парфенова.

Хула халӑхӗ 01.01.2022 ҫ. тӗлне 32 319 ҫын шутланать.