Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗ — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Тултип
Тултип

Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗ

Чӑваш Ен – нумай нациллӗ республика. Республика территорийӗнче мӗн ӗлӗкренпех чӑвашсемпе пӗрле вырӑссем, тутарсем, ирҫесем тата ҫӗре яхӑн наци ҫыннисем килӗштерсех пурӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ хӑйсен тӑван чӗлхипе калаҫать. Тӗрлӗ наци ҫыннисем пӗр-пӗринпе хутшӑннӑ чухне вырӑс чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ.

Чӑваш Республикин халӑх йышне 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне тата вӑтамран 2024 ҫулшӑн хаклани

Чӑвашсем – республикӑри тӗп наци. Республикӑна Чӑваш Республики теҫҫӗ, ҫак ҫӗрсем ҫинче чӑвашсен ватӑ аслашшӗсем сӗм авалах пурӑннӑ. Чӑваш Республикинче ытларах чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче урӑх ниҫта та ҫакӑн чухлӗ чӑваш пурӑнмасть. Пирӗн халӑх хӑйӗн культурипе чӗлхине кунта кӑна кирлӗ пек аталантарма пултарать. Республикӑри кашни шкултах чӑваш чӗлхи, Чӑваш Ен культурипе историне вӗрентеҫҫӗ.

2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Республикинче: 1 159 768 ҫын пурӑнать, ҫав шутра хулара пурӑнакансен шучӗ – 752 336 ҫын, ял таврашӗнче – 407 432 ҫын (https://21.rosstat.gov.ru/demog).

2020 ҫулта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ тӑрӑх Чӑваш Республикинче (https://21.rosstat.gov.ru/folder/215059):

— 1 186 909 ҫын пурӑнать, хуласенче – 757 986, ялсенче – 428 923 ҫын.

— ҫын шучӗ тӑрӑх чӑвашсем вырӑссемпе украинецсем, тутарсемпе пушкӑртсем хыҫҫӑн пиллӗкмӗш вырӑнта тӑраҫҫӗ.

— 2020 ҫулта йӗркелесе ирттернӗ халӑх перепиҫӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикинче (%):

чӑвашсем – 63,7

вырӑссем – 30,7

тутарсем – 2,7

ыттисем – 2,9

— Раҫҫейре пурӗ 1,07 млн. чӑваш пурӑнать

Енькка, Е. Тӑван ен : 4-мӗш класс валли / Елена Енькка ; [Р. Т. Терентьева куҫарнӑ]. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2011. – 95 с. : цв. ил., портр.

Кузнецов, И. Д. Чӑваш халӑх йышӗн улшӑнӑвӗсем тавра : [чӑваш халӑх йышӗ мӗнле ӳссе пынине 1797-мӗш ҫултан пуҫласа 1975-мӗш ҫулччен илсе кӑтартни] / И. Д. Кузнецов // Ялав. – 1976. – № 6. – С. 28-29.

Симаков, В. Ҫитес перепиҫре миҫен пулӑпӑр? : [чӑваш халӑх йышӗ мӗнле ӳссе пынине 1723-мӗш ҫултан пуҫласа 1989-мӗш ҫулччен илче кӑтартни] / В. Симаков // Тӑван Атӑл. – 2002. – № 2. – С. 53-55.

Шупашкар муниципаллӑ округӗ
Муркаш муниципаллӑ округӗ
Етӗрне муниципаллӑ округӗ
Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗ
Ҫĕмӗрле муниципаллӑ округӗ
Пӑрачкав муниципаллӑ округӗ
Улатӑр муниципаллӑ округӗ
Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗ
Елчӗк муниципаллӑ округӗ
Тӑвай муниципаллӑ округӗ
Вӑрмар муниципаллӑ округӗ
Куславкка муниципаллӑ округӗ
Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗ
Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗ
Красноармейски муниципаллӑ округӗ
Канаш муниципаллӑ округӗ
Элӗк муниципаллӑ округӗ
Вӑрнар муниципаллӑ округӗ
Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗ
Комсомольски муниципаллӑ округӗ
Патӑрьел муниципаллӑ округӗ

Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗ

Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗ (Ибресинский муниципальный округ). 1927 ҫулхи сентябрӗн 5-мӗшӗнче ЦИК Президиумӗн тата Чӑваш АССР Совнарком Президиумӗн «Чӑваш АССРне районласси ҫинчен» постановленийӗпе килӗшӳллӗн район пек йӗркеленӗ, 2022 ҫулхи мартӑн 29-мӗшӗнчи 18 №-лӗ Чӑваш Республикин Саккунӗ тӑрӑх Чӑваш Республикин Йӗпреҫ муниципаллӑ округне (малалла – округ) улӑштарнӑ.

Округӑн административлӑ центрӗ – Йӗпреҫ хули евӗрлӗ поселок, унтан Шупашкара пурӗ – 120 ҫухрӑм.

Йӗпреҫ округ территорийӗ Чӑваш Республикин тӗп пайӗнче, ҫурҫӗр енче – Канашпа Вӑрнар, хӗвеланӑҫӗнче – Пӑрачкавпа Ҫӗмӗрле, кӑнтӑрта – Улатӑрпа Патӑрьел, хӗвелтухӑҫӗнче – Комсомольски муниципаллӑ округӗсемпе кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ. Экономикӑпа географи планӗнче Йӗпреҫ округӗ пысӑк центрсем хушшинче Ҫӗмӗрле, Канаш, Вӑрнар поселокӗпе Улатӑр хулисем хушшинче ӑнӑҫлӑ вырнаҫнӑ. Округри пӗтӗмӗшле площадь – 1201,2 тӑваткал ҫухрӑм.

Округра – халӑхсем пурӑнакан 57 ял вырӑнӗ. 01.01.2022 тӗлне 22 047 ҫын шутланать.

Транспорт тетелӗн никӗсӗ «Канаш – Йӗпреҫ – Улатӑр – Красный Узел (Хӗрлӗ Узел)» чугун ҫулӗ округ чиккинче 38 ҫухрӑм тӑршшӗ шутланать. Инҫетри ҫула тата хула таврашӗнче ҫӳрекен пуйӑссем Канаш – Улатӑр ҫул ҫыхӑнӑвӗпе каяҫҫӗ. Округ урлӑ Хусан чугун ҫул уйрӑмӗ «Хусан – Харьковпа» Йӗпреҫ поселокӗнчи станци, ҫавӑн пекех Канаш – Улатӑр авто ҫул «Сызрань – Чулхула» федераци пӗлтерӗшлӗ авто ҫул ҫине тухмалли ҫул иртет.

Округра ҫӗр ӗҫӗпе промышленность аталаннӑ. Промышленнӑҫра юсавпа строительство организацийӗсем, строительство материалӗсем туса кӑларас тата ял хуҫалӑх чӗр таварне тирпейлес енӗпе ӗҫлекен предприятисем пур.

Округри культура вӑй-хӑвачӗ 2 культура учрежденийӗнчен тӑрать, вӗсен йышӗнче – 1 музей, 24 библиотека тата клуб йышши 27 учреждени. Округпа республика тулашӗнче Йӗпреҫ этнографи музейӗ уҫӑ тӳпе айӗнче вырнаҫнипе паллӑ. Патшалӑх хуралӗнче тӑракан округра историпе культурӑн 7 палӑкӗ, историллӗ икӗ вырӑн: Кушлавӑш уйӗ тата историллӗ Камай уйӗ пур.

Йӗпреҫ вӗҫев ҫар шкулӗн традицийӗсене тытса пырать. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Мускав ҫывӑхӗнчен куҫса килнӗ, СССР легендарлӑ геройӗ Алексей Петрович Маресьев летчик йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн урасӑр вӗҫме пултарнӑ, Б. Полевойӑн «Чӑн-чӑн ҫын ҫинчен ҫырнӑ повесть» кӗнекин прототипӗ пулса тӑнӑ.

Чӑваш Республикин «Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗ» электронлӑ вулавӑшӑн коллекцийӗ муниципаллӑ округӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика, политика тата культура аспекчӗсене палӑртакан документсене кӗртет.