Элӗк муниципаллӑ округӗ — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Тултип
Тултип

Элӗк муниципаллӑ округӗ

Чӑваш Ен – нумай нациллӗ республика. Республика территорийӗнче мӗн ӗлӗкренпех чӑвашсемпе пӗрле вырӑссем, тутарсем, ирҫесем тата ҫӗре яхӑн наци ҫыннисем килӗштерсех пурӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ хӑйсен тӑван чӗлхипе калаҫать. Тӗрлӗ наци ҫыннисем пӗр-пӗринпе хутшӑннӑ чухне вырӑс чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ.

Чӑваш Республикин халӑх йышне 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне тата вӑтамран 2024 ҫулшӑн хаклани

Чӑвашсем – республикӑри тӗп наци. Республикӑна Чӑваш Республики теҫҫӗ, ҫак ҫӗрсем ҫинче чӑвашсен ватӑ аслашшӗсем сӗм авалах пурӑннӑ. Чӑваш Республикинче ытларах чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче урӑх ниҫта та ҫакӑн чухлӗ чӑваш пурӑнмасть. Пирӗн халӑх хӑйӗн культурипе чӗлхине кунта кӑна кирлӗ пек аталантарма пултарать. Республикӑри кашни шкултах чӑваш чӗлхи, Чӑваш Ен культурипе историне вӗрентеҫҫӗ.

2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Республикинче: 1 159 768 ҫын пурӑнать, ҫав шутра хулара пурӑнакансен шучӗ – 752 336 ҫын, ял таврашӗнче – 407 432 ҫын (https://21.rosstat.gov.ru/demog).

2020 ҫулта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ тӑрӑх Чӑваш Республикинче (https://21.rosstat.gov.ru/folder/215059):

— 1 186 909 ҫын пурӑнать, хуласенче – 757 986, ялсенче – 428 923 ҫын.

— ҫын шучӗ тӑрӑх чӑвашсем вырӑссемпе украинецсем, тутарсемпе пушкӑртсем хыҫҫӑн пиллӗкмӗш вырӑнта тӑраҫҫӗ.

— 2020 ҫулта йӗркелесе ирттернӗ халӑх перепиҫӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикинче (%):

чӑвашсем – 63,7

вырӑссем – 30,7

тутарсем – 2,7

ыттисем – 2,9

— Раҫҫейре пурӗ 1,07 млн. чӑваш пурӑнать

Енькка, Е. Тӑван ен : 4-мӗш класс валли / Елена Енькка ; [Р. Т. Терентьева куҫарнӑ]. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2011. – 95 с. : цв. ил., портр.

Кузнецов, И. Д. Чӑваш халӑх йышӗн улшӑнӑвӗсем тавра : [чӑваш халӑх йышӗ мӗнле ӳссе пынине 1797-мӗш ҫултан пуҫласа 1975-мӗш ҫулччен илсе кӑтартни] / И. Д. Кузнецов // Ялав. – 1976. – № 6. – С. 28-29.

Симаков, В. Ҫитес перепиҫре миҫен пулӑпӑр? : [чӑваш халӑх йышӗ мӗнле ӳссе пынине 1723-мӗш ҫултан пуҫласа 1989-мӗш ҫулччен илче кӑтартни] / В. Симаков // Тӑван Атӑл. – 2002. – № 2. – С. 53-55.

Шупашкар муниципаллӑ округӗ
Муркаш муниципаллӑ округӗ
Етӗрне муниципаллӑ округӗ
Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗ
Ҫĕмӗрле муниципаллӑ округӗ
Пӑрачкав муниципаллӑ округӗ
Улатӑр муниципаллӑ округӗ
Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗ
Елчӗк муниципаллӑ округӗ
Тӑвай муниципаллӑ округӗ
Вӑрмар муниципаллӑ округӗ
Куславкка муниципаллӑ округӗ
Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗ
Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗ
Красноармейски муниципаллӑ округӗ
Канаш муниципаллӑ округӗ
Элӗк муниципаллӑ округӗ
Вӑрнар муниципаллӑ округӗ
Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗ
Комсомольски муниципаллӑ округӗ
Патӑрьел муниципаллӑ округӗ

Элӗк муниципаллӑ округӗ

Элӗк муниципаллӑ округӗ (Аликовский муниципальный округ). 1927 ҫулхи сентябрӗн 5-мӗшӗнче ЦИК Президиумӗн тата Чӑваш АССР Совнарком Президиумӗн «Чӑваш АССРне районласси ҫинчен» постановленийӗпе килӗшӳллӗн район пек йӗркеленӗ, 2022 ҫулхи мартӑн 29-мӗшӗнчи 15 №-лӗ Чӑваш Республикин Саккунӗ тӑрӑх Чӑваш Республикин Элӗк муниципаллӑ округне (малалла – округ) улӑштарнӑ.

Округӑн административлӑ центрӗ – Элӗк сали, ун ҫинчен 1694-мӗш ҫулта документри пек пӗрремӗш хут асӑннӑ.

Округ Чӑваш Республикин ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче, ҫурҫӗр енче  Муркашпа, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче Етӗрнепе, хӗвеланӑҫ енче Хĕрлĕ Чутайпа, кӑнтӑр енче Ҫӗмӗрле тата Вӑрнарпа, хӗвелтухӑҫӗнче Красноармейски муниципаллӑ округӗсемпе кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ. Округ территорийӗн тӑршшӗ ҫурҫӗртен кӑнтӑралла 24 ҫухрӑм, хӗвеланӑҫӗнчен хӗвелтухӑҫнелле 38 ҫухрӑм пулать. Округӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 55,6 пин гектар (Чӑваш Республикин территорийӗнчен – 3%) шутланса тӑрать.

Округ Чӑваш Республикин тӗп хулинчен Шупашкартан 67 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Ҫывӑхри аэропорта 68 ҫухрӑм (Шупашкар хули), ҫывӑхри чугун ҫул станцине 33 ҫухрӑм (Вӑрнар хули), федераци пӗлтерӗшлӗ автомагистралӗсем тӗлне ҫитме Мускав – Шупашкар – Хусан (М-7) 68 ҫухрӑм; Шупашкар – Канаш – Ульяновск (А-151) 61 ҫухрӑм, Мускава 750 ҫухрӑм, Хусан хулине 234 ҫухрӑм, Чулхула хулине 295 ҫухрӑм шутланать.

Округра – халӑхсем пурӑнакан 115 ял вырӑнӗ. 01.01.2022 тӗлне 14 202 ҫын шутланать.

Элӗк муниципаллӑ округӗ ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнать. Ял хуҫалӑхӗ аш-какай, сӗт-турӑх, тӗш-тырӑ, ҫӗрулми тата пахча ҫимӗҫ туса илесси енӗпе аталаннӑ. Чӑваш Республикинче экономика тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ организацисене СХПК «Ҫӗнӗ ҫул» пырса тивет. Компанин тӗп ӗҫӗ – мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчетесси. Промышленность предприятийӗсем Элӗк салинче вырнаҫнӑ: «АСТРОМ» завочӗ – строительство материалӗсен Элӗк завочӗ, ООО «Строймонтаж», ООО «Элӗк апат-ҫимӗҫ комбиначӗ», ООО «Элӗк ҫӑкӑр комбиначӗ».

Культурӑпа ҫутӗҫ ӗҫ-хӗлне 36 ялти культура ҫурчӗпе клуб, 20 библиотека, 1 искусство шкулӗ, культурӑпа кану Паркӗ, Чӑваш Сурӑмӗнчи таврапӗлӳ тата Элӗкри литературӑпа таврапӗлӳ халӑх музейӗсем пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Элӗк салинче 2009 ҫултанпа «Чейнхем» физкультурӑпа спорт комплексӗ ӗҫлет.

Чӑваш Республикин «Элӗк муниципаллӑ округӗ» электронлӑ вулавӑшӑн коллекцийӗ округ историйӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика, политика тата культура аспекчӗсене палӑртакан документсене кӗртет.