Елчӗк муниципаллӑ округӗ — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Тултип
Тултип

Елчӗк муниципаллӑ округӗ

Чӑваш Ен – нумай нациллӗ республика. Республика территорийӗнче мӗн ӗлӗкренпех чӑвашсемпе пӗрле вырӑссем, тутарсем, ирҫесем тата ҫӗре яхӑн наци ҫыннисем килӗштерсех пурӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ хӑйсен тӑван чӗлхипе калаҫать. Тӗрлӗ наци ҫыннисем пӗр-пӗринпе хутшӑннӑ чухне вырӑс чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ.

Чӑваш Республикин халӑх йышне 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне тата вӑтамран 2024 ҫулшӑн хаклани

Чӑвашсем – республикӑри тӗп наци. Республикӑна Чӑваш Республики теҫҫӗ, ҫак ҫӗрсем ҫинче чӑвашсен ватӑ аслашшӗсем сӗм авалах пурӑннӑ. Чӑваш Республикинче ытларах чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче урӑх ниҫта та ҫакӑн чухлӗ чӑваш пурӑнмасть. Пирӗн халӑх хӑйӗн культурипе чӗлхине кунта кӑна кирлӗ пек аталантарма пултарать. Республикӑри кашни шкултах чӑваш чӗлхи, Чӑваш Ен культурипе историне вӗрентеҫҫӗ.

2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Республикинче: 1 159 768 ҫын пурӑнать, ҫав шутра хулара пурӑнакансен шучӗ – 752 336 ҫын, ял таврашӗнче – 407 432 ҫын (https://21.rosstat.gov.ru/demog).

2020 ҫулта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ тӑрӑх Чӑваш Республикинче (https://21.rosstat.gov.ru/folder/215059):

— 1 186 909 ҫын пурӑнать, хуласенче – 757 986, ялсенче – 428 923 ҫын.

— ҫын шучӗ тӑрӑх чӑвашсем вырӑссемпе украинецсем, тутарсемпе пушкӑртсем хыҫҫӑн пиллӗкмӗш вырӑнта тӑраҫҫӗ.

— 2020 ҫулта йӗркелесе ирттернӗ халӑх перепиҫӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикинче (%):

чӑвашсем – 63,7

вырӑссем – 30,7

тутарсем – 2,7

ыттисем – 2,9

— Раҫҫейре пурӗ 1,07 млн. чӑваш пурӑнать

Енькка, Е. Тӑван ен : 4-мӗш класс валли / Елена Енькка ; [Р. Т. Терентьева куҫарнӑ]. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2011. – 95 с. : цв. ил., портр.

Кузнецов, И. Д. Чӑваш халӑх йышӗн улшӑнӑвӗсем тавра : [чӑваш халӑх йышӗ мӗнле ӳссе пынине 1797-мӗш ҫултан пуҫласа 1975-мӗш ҫулччен илсе кӑтартни] / И. Д. Кузнецов // Ялав. – 1976. – № 6. – С. 28-29.

Симаков, В. Ҫитес перепиҫре миҫен пулӑпӑр? : [чӑваш халӑх йышӗ мӗнле ӳссе пынине 1723-мӗш ҫултан пуҫласа 1989-мӗш ҫулччен илче кӑтартни] / В. Симаков // Тӑван Атӑл. – 2002. – № 2. – С. 53-55.

Шупашкар муниципаллӑ округӗ
Муркаш муниципаллӑ округӗ
Етӗрне муниципаллӑ округӗ
Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗ
Ҫĕмӗрле муниципаллӑ округӗ
Пӑрачкав муниципаллӑ округӗ
Улатӑр муниципаллӑ округӗ
Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗ
Елчӗк муниципаллӑ округӗ
Тӑвай муниципаллӑ округӗ
Вӑрмар муниципаллӑ округӗ
Куславкка муниципаллӑ округӗ
Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗ
Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗ
Красноармейски муниципаллӑ округӗ
Канаш муниципаллӑ округӗ
Элӗк муниципаллӑ округӗ
Вӑрнар муниципаллӑ округӗ
Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗ
Комсомольски муниципаллӑ округӗ
Патӑрьел муниципаллӑ округӗ

Елчӗк муниципаллӑ округӗ

Елчӗк муниципаллӑ округӗ (Яльчикский муниципальный округ). 1927 ҫулхи сентябрӗн 5-мӗшӗнче ЦИК Президиумӗн тата Чӑваш АССР Совнарком Президиумӗн «Чӑваш АССРне районласси ҫинчен» постановленийӗпе килӗшӳллӗн район пек йӗркеленӗ, 2022 ҫулхи мартӑн 29-мӗшӗнчи 31 №-лӗ Чӑваш Республикин Саккунӗ тӑрӑх Чӑваш Республикин Елчӗкри муниципаллӑ округне (малалла – округ) улшӑнусем кӗртнӗ.

Округ административлӑ центрӗ – Елчӗк сали, Шупашкар хулинчен 144 ҫухрӑмра, Канаш хулинчен 68 ҫухрӑмра тата Пӑва хулинчи ҫывӑхри чугун ҫул станцийӗнчен 31 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Округ Чӑваш Республикин кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗнче, унта вӑл Чӑваш Республикин Тӑвай, Комсомол тата Патӑрьел муниципаллӑ округӗсемпе, ҫавӑн пекех Тутар Республикипе кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ. Округри пӗтӗмӗшле площадь – 56,7 пин гектар (Чӑваш Республикин лаптӑкӗнчен 3,1%). Округра Калинино – Патӑрьел – Елчӗк тата Тутар Республикине илсе каякан Комсомольски – Патӑрьел – Пӑва республика пӗлтерӗшлӗ авто ҫулсем вырнаҫнӑ. Ҫак икӗ ҫул та «Ҫӗрпӳ – Сызрань» федераллӑ трасса ҫине тухать.

Округра – халӑх пурӑнакан 53 ял вырӑнӗ. 01.01.2022 тӗлне 14 883 ҫын шутланать.

Округ территорийӗнче 16 ял хуҫалӑх предприятийӗ, 70 хресчен (фермер) хуҫалӑхӗ ӗҫлет.

Округра 32 клуб, 23 библиотека, 3 халӑх коллективӗпе 2 халӑх музейӗ, А.В. Игнатьев ячӗллӗ «Улӑп» ячӗллӗ ДЮСШ пур. Вӑл Курнавӑш, Аслӑ Елчӗк, Ҫирӗклӗ Шӑхаль вӑтам шкулӗсенчи филиалсемпе ӗҫлет.

Чӑваш Республикин «Елчӗкри муниципаллӑ округӗ» электронлӑ вулавӑшӑн коллекцийӗ округ историйӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика, политикӑпа культура аспекчӗсене палӑртакан тӗпчевсем, официаллӑ тата архив докуменчӗсем, сӑнарлӑ материалсем кӗртет.