Тӑвай муниципаллӑ округӗ — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Тултип
Тултип

Тӑвай муниципаллӑ округӗ

Чӑваш Ен – нумай нациллӗ республика. Республика территорийӗнче мӗн ӗлӗкренпех чӑвашсемпе пӗрле вырӑссем, тутарсем, ирҫесем тата ҫӗре яхӑн наци ҫыннисем килӗштерсех пурӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ хӑйсен тӑван чӗлхипе калаҫать. Тӗрлӗ наци ҫыннисем пӗр-пӗринпе хутшӑннӑ чухне вырӑс чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ.

Чӑваш Республикин халӑх йышне 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне тата вӑтамран 2024 ҫулшӑн хаклани

Чӑвашсем – республикӑри тӗп наци. Республикӑна Чӑваш Республики теҫҫӗ, ҫак ҫӗрсем ҫинче чӑвашсен ватӑ аслашшӗсем сӗм авалах пурӑннӑ. Чӑваш Республикинче ытларах чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче урӑх ниҫта та ҫакӑн чухлӗ чӑваш пурӑнмасть. Пирӗн халӑх хӑйӗн культурипе чӗлхине кунта кӑна кирлӗ пек аталантарма пултарать. Республикӑри кашни шкултах чӑваш чӗлхи, Чӑваш Ен культурипе историне вӗрентеҫҫӗ.

2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Республикинче: 1 159 768 ҫын пурӑнать, ҫав шутра хулара пурӑнакансен шучӗ – 752 336 ҫын, ял таврашӗнче – 407 432 ҫын (https://21.rosstat.gov.ru/demog).

2020 ҫулта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ тӑрӑх Чӑваш Республикинче (https://21.rosstat.gov.ru/folder/215059):

— 1 186 909 ҫын пурӑнать, хуласенче – 757 986, ялсенче – 428 923 ҫын.

— ҫын шучӗ тӑрӑх чӑвашсем вырӑссемпе украинецсем, тутарсемпе пушкӑртсем хыҫҫӑн пиллӗкмӗш вырӑнта тӑраҫҫӗ.

— 2020 ҫулта йӗркелесе ирттернӗ халӑх перепиҫӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикинче (%):

чӑвашсем – 63,7

вырӑссем – 30,7

тутарсем – 2,7

ыттисем – 2,9

— Раҫҫейре пурӗ 1,07 млн. чӑваш пурӑнать

Енькка, Е. Тӑван ен : 4-мӗш класс валли / Елена Енькка ; [Р. Т. Терентьева куҫарнӑ]. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2011. – 95 с. : цв. ил., портр.

Кузнецов, И. Д. Чӑваш халӑх йышӗн улшӑнӑвӗсем тавра : [чӑваш халӑх йышӗ мӗнле ӳссе пынине 1797-мӗш ҫултан пуҫласа 1975-мӗш ҫулччен илсе кӑтартни] / И. Д. Кузнецов // Ялав. – 1976. – № 6. – С. 28-29.

Симаков, В. Ҫитес перепиҫре миҫен пулӑпӑр? : [чӑваш халӑх йышӗ мӗнле ӳссе пынине 1723-мӗш ҫултан пуҫласа 1989-мӗш ҫулччен илче кӑтартни] / В. Симаков // Тӑван Атӑл. – 2002. – № 2. – С. 53-55.

Шупашкар муниципаллӑ округӗ
Муркаш муниципаллӑ округӗ
Етӗрне муниципаллӑ округӗ
Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗ
Ҫĕмӗрле муниципаллӑ округӗ
Пӑрачкав муниципаллӑ округӗ
Улатӑр муниципаллӑ округӗ
Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗ
Елчӗк муниципаллӑ округӗ
Тӑвай муниципаллӑ округӗ
Вӑрмар муниципаллӑ округӗ
Куславкка муниципаллӑ округӗ
Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗ
Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗ
Красноармейски муниципаллӑ округӗ
Канаш муниципаллӑ округӗ
Элӗк муниципаллӑ округӗ
Вӑрнар муниципаллӑ округӗ
Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗ
Комсомольски муниципаллӑ округӗ
Патӑрьел муниципаллӑ округӗ

Тӑвай муниципаллӑ округӗ

Тӑвай муниципаллӑ округӗ (Янтиковский муниципальный округ). 1935 ҫулхи ВЦИК Президиумӗн постановленипе килӗшӳллӗн район пек йӗркеленӗ, 2022 ҫулхи мартӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи 32 №-лӗ Чӑваш Республикин Саккунӗ тӑрӑх Чӑваш Республикин Тӑвай муниципаллӑ округне (малалла – округ) улӑштарнӑ.

Округ административлӑ центрӗ – Тӑвай сали, Канаш хулинчен 20 ҫухрӑмра тата Шупашкар хулинчен 104 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Округ Чӑваш Республикин вӑтаҫӗр пайӗн хӗвелтухӑҫӗнче, хӗвеланӑҫӗнчен Канаш, ҫурҫӗр енчен Чӑваш Республикин Вӑрмар муниципаллӑ округӗсемпе, хӗвелтухӑҫӗнчен тата кӑнтӑртан Тутар Республикипе кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ. Ҫурҫӗртен кӑнтӑралла 34 ҫухрӑм тата хӗвеланӑҫӗнчен хӗвелтухӑҫнелле 27 ҫухрӑм пулать. Округӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ – 52,2 пин гектар ҫӗрӗ ҫинче вырнаҫнӑ. «Урмар – Тӑвай – Канаш» автоҫул автомобильсем ҫӳрекен тӗп ҫул шутланать. Чӑваш Республикин Канаш, Вӑрмар, Энӗшпуҫ округӗсем урлӑ ҫыхӑну тытать.

Округра – халӑх пурӑнакан 31 ял вырӑнӗ . 01.01.2022 тӗлне 12 954 ҫын шутланать. Тӑвай тӑрӑхӗнче 90% чӑвашсем тӗпленнӗ. Тӗпрен илсен вырӑссем, Мучар, Кушкӑ, Вырӑс Нӑрваш, Кӗрше ялӗсенче пурӑнаҫҫӗ.

Нумай отрасльлӗ ял хуҫалӑх округ экономикин никӗсӗ шутланать. Округра аш-какай, сӗт-ҫу туса илесси, выльӑх-чӗрлӗх ӳстересси аталаннӑ. Ҫавӑн пекех тырӑ, ҫӗрулми тата пахча ҫимӗҫ туса илессисем вӑй илсе пыраҫҫӗ. Округра сӗтрен тӗрлӗрен юр-вар хатӗрлекен, ҫӑкӑр пӗҫерекен производствӑсем, ҫӗвӗ ҫӗлемелли цехсем тата металл изделийӗсем туса кӑларакан предприятисем пур.

Округра культурӑпа кану центрӗ, 26 культурӑпа кану учрежденийӗ, 18 библиотека, 2 музей ӗҫлет. «Ял ӗҫченӗ» хаҫат пичетленсе тухать.

Чӑваш Республикин «Тӑвай муниципаллӑ округӗ» электронлӑ вулавӑшӑн коллекцийӗ округ историйӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика, политика тата культура аспекчӗсене палӑртакан документсене кӗртет.