Шупашкар муниципаллӑ округӗ — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Тултип
Тултип

Шупашкар муниципаллӑ округӗ

Чӑваш Ен – нумай нациллӗ республика. Республика территорийӗнче мӗн ӗлӗкренпех чӑвашсемпе пӗрле вырӑссем, тутарсем, ирҫесем тата ҫӗре яхӑн наци ҫыннисем килӗштерсех пурӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ хӑйсен тӑван чӗлхипе калаҫать. Тӗрлӗ наци ҫыннисем пӗр-пӗринпе хутшӑннӑ чухне вырӑс чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ.

Чӑваш Республикин халӑх йышне 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне тата вӑтамран 2024 ҫулшӑн хаклани

Чӑвашсем – республикӑри тӗп наци. Республикӑна Чӑваш Республики теҫҫӗ, ҫак ҫӗрсем ҫинче чӑвашсен ватӑ аслашшӗсем сӗм авалах пурӑннӑ. Чӑваш Республикинче ытларах чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче урӑх ниҫта та ҫакӑн чухлӗ чӑваш пурӑнмасть. Пирӗн халӑх хӑйӗн культурипе чӗлхине кунта кӑна кирлӗ пек аталантарма пултарать. Республикӑри кашни шкултах чӑваш чӗлхи, Чӑваш Ен культурипе историне вӗрентеҫҫӗ.

2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Республикинче: 1 159 768 ҫын пурӑнать, ҫав шутра хулара пурӑнакансен шучӗ – 752 336 ҫын, ял таврашӗнче – 407 432 ҫын (https://21.rosstat.gov.ru/demog).

2020 ҫулта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ тӑрӑх Чӑваш Республикинче (https://21.rosstat.gov.ru/folder/215059):

— 1 186 909 ҫын пурӑнать, хуласенче – 757 986, ялсенче – 428 923 ҫын.

— ҫын шучӗ тӑрӑх чӑвашсем вырӑссемпе украинецсем, тутарсемпе пушкӑртсем хыҫҫӑн пиллӗкмӗш вырӑнта тӑраҫҫӗ.

— 2020 ҫулта йӗркелесе ирттернӗ халӑх перепиҫӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикинче (%):

чӑвашсем – 63,7

вырӑссем – 30,7

тутарсем – 2,7

ыттисем – 2,9

— Раҫҫейре пурӗ 1,07 млн. чӑваш пурӑнать

Енькка, Е. Тӑван ен : 4-мӗш класс валли / Елена Енькка ; [Р. Т. Терентьева куҫарнӑ]. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2011. – 95 с. : цв. ил., портр.

Кузнецов, И. Д. Чӑваш халӑх йышӗн улшӑнӑвӗсем тавра : [чӑваш халӑх йышӗ мӗнле ӳссе пынине 1797-мӗш ҫултан пуҫласа 1975-мӗш ҫулччен илсе кӑтартни] / И. Д. Кузнецов // Ялав. – 1976. – № 6. – С. 28-29.

Симаков, В. Ҫитес перепиҫре миҫен пулӑпӑр? : [чӑваш халӑх йышӗ мӗнле ӳссе пынине 1723-мӗш ҫултан пуҫласа 1989-мӗш ҫулччен илче кӑтартни] / В. Симаков // Тӑван Атӑл. – 2002. – № 2. – С. 53-55.

Шупашкар муниципаллӑ округӗ
Муркаш муниципаллӑ округӗ
Етӗрне муниципаллӑ округӗ
Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗ
Ҫĕмӗрле муниципаллӑ округӗ
Пӑрачкав муниципаллӑ округӗ
Улатӑр муниципаллӑ округӗ
Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗ
Елчӗк муниципаллӑ округӗ
Тӑвай муниципаллӑ округӗ
Вӑрмар муниципаллӑ округӗ
Куславкка муниципаллӑ округӗ
Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗ
Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗ
Красноармейски муниципаллӑ округӗ
Канаш муниципаллӑ округӗ
Элӗк муниципаллӑ округӗ
Вӑрнар муниципаллӑ округӗ
Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗ
Комсомольски муниципаллӑ округӗ
Патӑрьел муниципаллӑ округӗ

Шупашкар муниципаллӑ округӗ

Шупашкар муниципаллӑ округӗ (Чебоксарский муниципальный округ). 1927 ҫулхи сентябрӗн 5-мӗшӗнче «Чӑваш АССРне районласси ҫинчен» ВЦК Президиумӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн район пек йӗркеленӗ, 2022-мӗш ҫулхи мартӑн 29-мӗшӗнчи 28 №-лӗ Чӑваш Республикин Саккунӗ тӑрӑх Чӑваш Республикин Шупашкарти муниципаллӑ округне (малалла – округ) улӑштарнӑ.

Округӑн административлӑ центрӗ – поселок евӗрлӗ Кӳкеҫ хули, вӑл Чӑваш Республикин тӗп хулинчен Шупашкартан 14 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ, унпа «Мускав – Хусан» федераци пӗлтерӗшлӗ ҫулӗ ҫыхӑннӑ.

Округ Чӑваш Республикин ҫурҫӗр пайӗнче, ҫурҫӗрте Марий Эл Республикипе, хӗвелтухӑҫӗнче Сӗнтӗрвӑррипе, кӑнтӑр енче Ҫӗрпӳпе, хӗвеланӑҫ енче Муркаш муниципаллӑ округӗсемпе, ҫавӑн пекех Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисемпе  кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ. Округ территорийӗн чи пысӑк тӑршшӗ ҫурҫӗртен кӑнтӑралла 60 ҫухрӑм, хӗвеланӑҫӗнчен хӗвелтухӑҫнелле 40 ҫухрӑм тӑсӑлать. Округӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ  1196,7 тӑваткал ҫухрӑм (Чӑваш Республикин территорийӗн 7,2 проценчӗ) шутланать.

Округ территорийӗнче – халӑхсем пурӑнакан 172 ял вырӑнӗ. 01.01.2022 тӗлне 61 697 ҫын шутланать.

Округра ҫӗр ӗҫӗпе промышленность аталаннӑ. Чӑваш Республикин пысӑк, экономика тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ организацисен списокне ООО «Пысӑк вольтлӑ аппаратурӑсен Ишлей завочӗ» (ИЗВА), ЗАО «Шупашкарти электромеханика завочӗ» тата ытти предприятисене кӗртнӗ.

Культурӑпа ҫутӗҫ ӗҫӗ-хӗлне Кӳкеҫри культура керменӗ, 59 ялти культура ҫурчӗпе клуб, 41 библиотека, 2 музей: Ишекри таврапӗлӳ музейӗ тата Шупашкарти «Бичурин тата пирӗн самана» музей пурнӑҫлать.

Чӑваш Республикин «Шупашкарти муниципаллӑ округӗ» электронлӑ вулавӑшӑн коллекцийӗ округ историйӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика, политика тата культура аспекчӗсене палӑртакан тӗпчевсем, официаллӑ тата архив докуменчӗсем, сӑнарлӑ материалсем кӗртет.