Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗ. Экономика — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Тултип
Тултип

Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗ. Экономика

XVI ӗмӗрӗн 2-мӗш ҫурринче Чӑваш ен территорийӗнче Свияжск, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Кокшай, Улатӑр, Козьмодемьянск уесӗсем йӗркеленнӗ. Чӑваш Юмачев вулӑсӗ Кӑрмӑш уесне пӑхӑннӑ. Сулахай енчи чӑвашсем Хусан уесӗнчи Чӑваш (Зюрейски), Галицки, Арски, Улатски, Ногай ҫулӗсенче (даругсенче) тӑнӑ. Чӑваш енӗн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ пайӗнчи ялсем 1648 ҫулта Чӗмпӗр уесне кӗнӗ. Уессем вулӑссем ҫине, соткӑсем ҫине (Козьмодемьянск), стансем ҫине (Улатӑр) пайланнӑ. Уессене пуҫарса пыма хушу ҫуртӗнчи вайпутсем пулнӑ. Вулӑс сотникӗсем чӑваш вулӑсӗсене ертсе пынӑ. Ялсенче старостӑсем суйланӑ. 1709 ҫулта Чӑваш ен уесӗсем Хусан кӗпӗрнине кӗнӗ, 1714 ҫулта Улатӑр, Етӗрне, Курмӑш уесӗсем Чулхула кӗпӗрнине уйрӑлса кайнӑ. 1719 ҫулта юлашки уессене Чулхула кӗпӗрнинчи Улатӑр провинципе пӗрлештернӗ, теприсене – Хусан кӗпӗрнинчи Свяжск провинципе, инҫетри вырӑнсенчи вайпутсен должноҫӗсене кӗртнӗ. 1780-1781 ҫулччен уессен чиккисем улшӑнман. II-мӗш Екатерина «Пӗтӗм Раҫҫей империйӗн кӗпӗрнинчи управленийӗн Учрежденийӗсем» (1775 ҫ.) указӗпе килӗшӳллӗн 1780-1781 ҫҫ. ҫӗнӗ кӗпӗрнесем йӗркеленӗ (кашни 300-400 пин ревизи чунӗсем) тата вӗсен йышӗнче уессем (20-30 пин чун). Хальхи Чӑваш ен территорийӗ Хусан кӗпернине (Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Козьмодемьянск, Теччӗ уесӗсем) тата Чӗмпӗр (Улатӑр, Пӑва, Кӑрмӑш уесӗсем) кӗнӗ. Провинцисене пӑрахӑҫланӑ. Ҫакӑн пек административлӑ-территори пайланӑвӗ 1920 ҫулччен упранса юлнӑ.

1920 ҫулхи июнӗн 24-мӗшӗнче РСФСР пайӗ пек административлӑ центрпа пӗрле Шупашкар хулинче Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑ. Чӑваш АО административлӑ-территори тытӑмӗ революцичченхи Раҫҫей территорийӗпе килӗшсе тӑнӑ. Территори 4 уеспа 61 вулӑс  ҫине (февралӗн 20-мӗшӗнче 1922 ҫ.) пайланнӑ.

1925 ҫулхи апрелӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш АОран Чӑваш АССРне улшӑнусем кӗртнӗ тата Улатӑр уесӗнчи Ульяновск кӗпӗрнинчи йышӗнчен Улатӑр хулипе пӗрлештернӗ хыҫҫӑн (1925 ҫ. июнӗн 20-мӗшӗ – 1925 ҫ. сентябрӗн 7-мӗшӗ) Улатӑр уесне йӗркеленӗ, шут виҫипе пиллӗкмӗш (1925 ҫ. – 61 вулӑс, 1927 ҫ. тӗлне – 55 вулӑс) шутланать.

1927 ҫ. ҫӗнӗ административлӑ-территори пайланӑвӗ кӗртнӗ, районсемпе ял совечӗсем ҫине уйӑрнӑ. Ҫӗнӗ йыш 17 районтан тата 1167 ял советӗнчен тӑнӑ. 1929 ҫул тӗлне ял совечӗсен шучӗ 670 таран чакнӑ.

XX-мӗш ӗ. 50-мӗш ҫҫ. административлӑ-территори тытӑмне аталантарас тӗлӗшпе пӗтӗмӗшле тенденци районсене пысӑклатнӑ. 1944 ҫул тӗлне Чӑваш Енре административлӑ 30 район пулса тӑнӑ. Район центрӗсем пулнӑ Мăн Сӗнтӗр (халӗ Муркаш районӗ), Октябрьски (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), Шӑхасан (Канаш районӗ), Калинин (Вӑрнар районӗ), Советски (Етӗрне районӗ), Кувакино (Улатӑр районӗ), Первомайски (Патӑрьел районӗ) ялсем. Район йӗркеленӗ чухне наци факторне те шута илнӗ, ҫавӑн пекех 30-мӗш ҫҫ. XX -мӗш ӗ. 22 тутар ялӗ йышӗнче тутар наци районӗ пулнӑ (район центрӗ – Шӑнкӑртан ялӗ).

1954 ҫултан пуҫласа административлӑ районсемпе ял совечӗсене пысӑклатма пуҫланӑ. 1962 ҫулхи декабрӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗ ял тата хулари халӑх пурӑнакан вырӑнсене тытса пырас принцип тӑрӑх районсен сетьне урӑхлатасси ҫинчен постановлени йышӑннӑ. 9 ял тата 2 промышленность районне (301 ял совечӗ) йӗркеленӗ. Анчах кун пек административлӑ-территори тытӑмӗ управлени организацине йӗркелеме кӑткӑслатрӗ, 1965 ҫулхи январӗн 11-мӗшӗнче республикӑна промышленнӑҫпа ял районӗсене уйӑрасси ҫинчен йышӑнӑва пӑрахӑҫларӗҫ. 9 ял тата 2 промышленность районӗсем вырӑнне пӗрлӗхлӗ 18 район йӗркеленӗ. 1966 ҫул вӗҫӗнчен Чӑваш енре административлӑ районсен шучӗ 21: Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Тӑвай; республикӑна пӑхӑнакан 5 хула: Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле; района пӑхӑнакан 4 хула: Куславккка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Етӗрне; хула йышши 8 поселок: Вӑрнар, Йӗпреҫ, Кӳкеҫ, Вӑрмар, Буинск, Киря, Ҫӗнӗ Лапсар, Сосновка; Шупашкар хулинчи 3 район: Калинин, Ленин, Мускав; 350 ял администрацийӗ шутланать.

2004 ҫулхи октябрӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Совечӗ «Чӑваш Республикин муниципаллӑ пӗрлӗхӗсен чиккисене йӗркелесси тата вӗсене хула, ял тӑрӑхӗн, муниципаллӑ районӗн тата хула округӗн статусӗ туса хурасси ҫинчен» саккуна йышӑннӑ. Ҫак саккунпа килӗшӳллӗн республика йышӗнче 5 хулапа унччен республикӑна пӑхӑннӑ 5 хула округӗ  (хула администрацийӗсемпе) пулса тӑчӗ; иртнӗ 21 муниципаллӑ район (вӗсен йышӗ тата административлӑ центрӗсем улшӑнман); 284 ял поселенийӗ – ял тата поселок администрацийӗсене (советсене) пӑхӑнса тӑнӑ, 1927-2004 ҫҫ. (виҫӗ тӗслӗхре ял поселенийӗсем – Буинск, Киря, Кӳкеҫ поселокӗсене ертсе пыраҫҫӗ. Кӳкеҫ – Шупашкар муниципаллӑ районӗн центрӗ); 7 хула поселенийӗсен центрӗсемпе Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Етӗрне тата хула йышши поселоксем: Вӑрнар, Йӗпреҫ, Вӑрмар хулисем.

Димитриев В. Д., Казаков Н. А. История Чувашской АССР. Ч., 1983. Т.1;

Нестеров В. А. Населённые пункты Чувашской АССР. 1917-1981 годы. Справочник об административно-территориальном делении. Ч., 1981.

2019 ҫулта раҫҫей саккунӗсенче муниципаллӑ округӗн ӑнланӑвӗ палӑрнӑ. Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗнче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх организацийӗн пӗтӗмӗшле принципӗсем ҫинчен» саккунне кӗртнӗ улшӑнусем административлӑ пайӑн ҫӗнӗ системине куҫма палӑртнӑ. Реформа Чӑваш ене те пырса тивнӗ: Красноармейски тата Ҫӗмӗрле районӗсем пилот площадкисем пулса тӑнӑ.

Рафинов, Л. Г. И стал район округом // Вперед. – 2021. – 17 декабря (№ 49). – С. 3 : фот.

Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш ен муниципаллӑ пӗрлӗхӗсен Совечӗн черетсӗр VIII съездӗнче 2022 ҫул хушшинче юлнӑ 19 района муниципаллӑ округа улӑштарса пурнӑҫа кӗртессине палӑртнӑ.

В 2022 году планируется преобразовать все районы Чувашии в муниципальные округа.  https://glava.cap.ru/news/2021/12/15

2023 ҫул тӗлне Чӑваш Республикинче муниципаллӑ реформи вӗҫленнӗ.

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикинче 26 муниципаллӑ пӗрлӗхӗсем: 5 хула тата 21 муниципаллӑ округӗ.

Хула округӗсем хушшинче 43% Шупашкар халӑхӗ пурӑнать. Хула округӗн административлӑ пӑхӑнӑвӗнче 5 халӑх пурӑнать, вӗсен хушшинче Чӑваш ен тӗп хули – Шупашкар хули.

Улатӑр муниципаллӑ округӗ (1937 тӑв. ҫухрӑм), чи пӗчӗкки – Красноармейски муниципаллӑ округӗ (456 тӑв. ҫухрӑм).

Муркаш муниципаллӑ округӗнче ялти чи йышли – 177, сахалраххи – Шӑмӑршӑпа Тӑвай муниципаллӑ округӗсенче 31-шер ял вырнаҫнӑ.

Республикӑра пурӗ 1729 ял тата темиҫе хула пур.

В Чувашской Республике завершилась муниципальная реформа. «Пурнăç çулĕпе» Элĕк район хаçачĕ

Шупашкар муниципаллӑ округӗ
Муркаш муниципаллӑ округӗ
Етӗрне муниципаллӑ округӗ
Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗ
Ҫĕмӗрле муниципаллӑ округӗ
Пӑрачкав муниципаллӑ округӗ
Улатӑр муниципаллӑ округӗ
Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗ
Елчӗк муниципаллӑ округӗ
Тӑвай муниципаллӑ округӗ
Вӑрмар муниципаллӑ округӗ
Куславкка муниципаллӑ округӗ
Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗ
Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗ
Красноармейски муниципаллӑ округӗ
Канаш муниципаллӑ округӗ
Элӗк муниципаллӑ округӗ
Вӑрнар муниципаллӑ округӗ
Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗ
Комсомольски муниципаллӑ округӗ
Патӑрьел муниципаллӑ округӗ

Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗ

Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗ (Цивильский муниципальный округ). 1927 ҫулхи сентябрӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш АССР ВЦИК Президиумӗн «Чӑваш АССРне районласси ҫинчен» постановленийӗпе килӗшӳллӗн район пек йӗркеленӗ, 2022 ҫулхи мартӑн 29-мӗшӗнче 27 №-лӗ Чӑваш Республикин Саккунӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округне (малалла – округ) улӑштарнӑ.

Округӑн административлӑ центрӗ – Ҫӗрпӳ хули.

Округ территорийӗ Чӑваш Республикин ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче: ҫурҫӗр енче – Шупашкарпа, кӑнтӑр енче Канашпа, хӗвеланӑҫӗнче Красноармейскипе, хӗвелтухӑҫӗнче – Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка тата Вӑрмар муниципаллӑ округӗсемпе куршӗллӗ вырнаҫнӑ. Округри пӗтӗмӗшле площадь – 790,7 тӑваткал ҫухрӑм (республика территорийӗн – 4,3 %) шутланать. Ҫурҫӗрпе кӑнтӑр енчисен хушши пурӗ – 34 ҫухрӑма яхӑн. Хӗвеланӑҫӗнчен хӗвелтухӑҫнелле – 37,5 ҫухрӑма яхӑн, чи ансӑр вырӑнта – 18,8 ҫухрӑм яхӑн.

Округ территорийӗнче – ҫынсем пурӑнакан 138 ял вырӑнӗ. 01.01.2022 тӗлне 33 864 ҫын шутланать.

Округра ҫӗр ӗҫӗпе промышленность аталаннӑ. Промышленнӑҫра юсавпа механика организацийӗсем, строительство материалӗсем туса кӑларас тата ял хуҫалӑх чӗр таварне тирпейлес енӗпе ӗҫлекен предприятисем пуррине палӑртмалла. Раҫҫей ял хуҫалӑх министерствин Чӑваш наукӑпа тӗпчев институчӗн Патшалӑх наука учрежденийӗ ӗҫлет.

Округри халӑхӑн культурӑллӑ канӑвне тивӗҫтерме 45 клуб учрежденийӗпе 24 библиотека, кӗнекесем паракан 13 пункт, Ҫӗрпӳри таврапӗлӳ музейӗ ӗҫлет. 2 тӗрлӗ хаҫат пичетленсе тухать: пӗри – «Ҫӗрпӳ хыпарҫи», тепри – «Ҫӗрпӳ округӗн официаллӑ хыпарҫи». Округ территорийӗнче историпе культурӑн чаплӑ палӑкӗсем пур: Толмачевсен ҫуртӗнче вырнаҫнӑ таврапӗлӳ халӑх музейӗ, Троицки соборӗ (XVIII в.), Курбатов купцан Ҫурчӗ (1897 ҫ.), Хусан чиркӗвӗ (1735 ҫ.) тата Тихвин Турамӑш мӑнастирӗ (1886 ҫ.).

Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Тихвин Ярмӑркки ик ҫӗр ҫул ытла Чӑваш енре пурӑнакансене тата тӗрлӗ хуласемпе регионсенчен 25 пин ытла хӑна пухать.

Чӑваш Республикин «Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗ» электронлӑ вулавӑшӑн коллекцийӗ округ историйӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика, политика тата культура аспекчӗсене палӑртакан документсене кӗртет. 

Ҫӗрпӳ (Цивильск) – Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӑн административлӑ центрӗ.

Ҫӗрпӳ хулине 1589 ҫулта вырӑс патшалӑхӗн ҫарпа тӗрек пункчӗ пек Ҫӗрпӳ ялӗ пулнӑ вырӑнта никӗсленӗ. Унта ҫӗрпӳ кнеҫӗ чӑваш ҫӗр ҫынлӑ ҫар командирӗ пурӑннӑ. Крепоҫӑн йывӑҫ сооруженийӗсене 1590 ҫулта XVII ӗмӗрте туса пӗтернӗ. Хулан вӑрҫӑ пӗлтерӗшлӗхӗ чакнӑ, малалла вӑл суту-илӳпе промышленность центрӗ пек аталаннӑ, унта пурӑнакансенчен купцасем, ремесленниксем тата ытти ҫынсем тухнӑ. 1781 ҫулта халӑх пурӑнакан пункта уезд хулине улӑштарнӑ.

Хальхи Ҫӗрпӳ – нумай функциллӗ хула, Чӑваш Республикин транспорт центрӗ. Промышленность вырӑнти пӗлтерӗшлӗхӗпе палӑрса, апат-ҫимӗҫ отраслӗн предприятийӗсем пулнипе уйрӑлса тӑрать. Хулари промышленность предприятийӗсем: ОАО «Ҫӗрпӳ» Сӗт завочӗ», Ҫӗрпӳ райповӗн ҫӑкӑр комбиначӗ, «Ҫӗрпӳри автомобильсем юсакан завод», ОАО «Ҫӗрпӳ ял хуҫалӑх химийӗ», РГУП «Чӑвашхӑмлипром», «Ҫӗрпӳ» кирпӗч завочӗ, «Ҫӗрпӳ ветеринарипе санитарин утилизаци завочӗ», АУ «Ҫӗрпӳ издательство ҫурчӗ» аталаннӑ.

Ҫӗрпӳри социаллӑ сферӑри учрежденисенчен 5 ача сачӗ, 6 шкул, 2 вӑтам профессиллӗ вӗренӳ заведенийӗсем, ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗ, Ҫӗрпӳ тӗп больници, социаллӑ пурнӑҫпа кану пӗрлешӗвӗ, темиҫе ялӑн тӗп библиотеки, музей, физкультурӑпа сывлӑх центрӗ «Азамат»  ӗҫлет.

Кашни ҫулах июль уйӑхӗнче Тихвин ярмӑркки иртет.

Хула халӑхӗ 01.01.2022 тӗлне 15 025 ҫын шутланать.

Кооператоров отметили кодом

Антонова, Н. Кооператоров отметили кодом : [о награждении победителей и лауреатов конкурса в области качества Ядринского мясокомбината Чувашпотребсоюза и ООО "Пряник Цивильского райпо"] / Надежда Антонова // Российская кооперация : газета для пайщиков / Центросоюз России. - 2019. - 10 января (№ 1). - С. 2. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Мост выбил пробки

Петров, Е. Мост выбил пробки : [о завершении реконструкции Цивильского моста] / Евгений Петров // Российская газета / Правительство Российской Федерации. - 2018. - 18-24 октября (№ 234). - С. 13. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Лучший социальный проект - у Цивильского райпо

Антонова, Н. Лучший социальный проект - у Цивильского райпо : ООО "Общепит" этого потребительского общества признано лучшим социальным проектом на престижном республиканском конкурсе "Лучший предприниматель" / Надежда Антонова // Российская кооперация. - 2018. - 28 июня (№ 25). - С. 1. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Новый сорт картофеля Аван селекции Чувашского НИИСХ

Константинова, С. П. Новый сорт картофеля Аван селекции Чувашского НИИСХ / С. П. Константинова, И. Ю. Иванова // Агроинновации : журнал о передовых технологиях в сельском хозяйстве. - 2017. - № 1. - С. 25. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Как добиться высоких урожаев хмеля

Гаврилова, С. Е. Как добиться высоких урожаев хмеля / С. Е. Гаврилова, В. В. Леонтьева // Агроинновации : журнал о передовых технологиях в сельском хозяйстве. - 2017. - № 1. - С. 26-27. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Мы - юбиляры

Мы - юбиляры : [к 90-летию ГУП Чувашский Республиканский "Цивильский издательский дом", 1915-2005, и 75-летию районной общественно-политической газеты "Цивильский вестник" ("Ҫӗрпӳ хыпарҫи", 1930-2005)] / [ред. З. В. Русанова], 2005. - 43 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Вӑрӑмпуҫӗнчи ҫӗр ӑстисем

Прокопьев, В. П. Вӑрӑмпуҫӗнчи ҫӗр ӑстисем / Валериан Прокопьев, 2011. - 128 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Торговый центр европейского уровня открылся в старинном городе Цивильск

Сорокин, В. Торговый центр европейского уровня открылся в старинном городе Цивильск / Василий Сорокин // Российская кооперация. - 2015. - 16 июля (№ 28). - С. 6. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

На каждый стол

На каждый стол : [о хлебокомбинате Цивильского райпо] // Российская газета. - 2011. - 24 июня (№ 135). - С. Прил.: с. 7. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Покупки в радость

Покупки в радость : [о торговом центре "Дарья] // Российская газета. - 2011. - 24 июня (№ 135). - С. Прил.: с. 6. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее