Чӑваш Республики Раҫҫей Федерацийӗн йышне кӗрет. Республикӑра 21 район, 9 хула, хула евӗрлӗ 7 посёлок тата 1700 ытла ялпа сала.
Районсенчен чылайӑшӗ 1927 ҫулта йӗркеленнӗ. Красноармейски, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсене пирӗн республикӑн картти ҫинче 1935, Комсомольски районне 1939, Муркаш районне 1944 ҫулсенче палӑртма пуҫланӑ.
Кашни районтах ҫав районӑн тӗп центрӗ пур. Хуласем хушшинче – Етӗрне (Ядрин), Ҫӗрпӳ (Цивильск), Сӗнтӗрвӑрри (Мариинский Посад), Куславкка (Козловка), Ҫӗмӗрле (Шумерля), Канаш тата Улатӑр (Алатырь); посёлоксем хушшинче – Кӳкеҫ (Кугеси), Вӑрнар (Вурнары), Йӗпреҫ (Ибреси), Вӑрмар (Урмары). Ытти район центрӗсем – пысӑк саласем: Элӗк (Аликово), Патӑрьел (Батырево), Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай (Красные Четаи), Муркаш (Моргауши), Пӑрачкав (Порецкое), Шӑмӑршӑ (Шемурша), Елчӗк (Яльчики), Тӑвай (Янтиково).
Чӑваш Республикин тӗп хули – Шупашкар. Вӑл Чӑваш Енри чи ватӑ хула. Унӑн ятне 1469 ҫулхи историри докуменчӗсенче пирвайхихут асӑннӑ.
Ватӑ хуласен шутне Улатӑр (ӑна 1555 ҫулта никӗсленӗ), Ҫӗрпӳ (1589 ҫулта никӗсленӗ), Етӗрне (1590), Сӗнтӗрвӑрри (1856 ҫулта никӗсленӗ) кӗреҫҫӗ.
Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Етӗрне хулисем вырнаҫнӑ ҫӗрсем ҫинче ӗлӗк-авал чӑвашсем пурӑннӑ. Улатӑр – авалхи вырӑс хули.
Енькка, Е. Тӑван ен историйӗпе культури. Чӑваш Ен: хальхи самана тата истори / Е. В. Енькка ; [Г. Л. Никифоров куҫарнӑ]. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. – С. 21, 29.