Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗ. Библиотекӑсен кӑларӑмӗсем — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Тултип
Тултип
Главная / Чӑваш Республики / Республика ҫинчен / Ялсем, хуласем / Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗ / Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗ. Библиотекӑсен кӑларӑмӗсем

Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗ. Библиотекӑсен кӑларӑмӗсем

XVI ӗмӗрӗн 2-мӗш ҫурринче Чӑваш ен территорийӗнче Свияжск, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Кокшай, Улатӑр, Козьмодемьянск уесӗсем йӗркеленнӗ. Чӑваш Юмачев вулӑсӗ Кӑрмӑш уесне пӑхӑннӑ. Сулахай енчи чӑвашсем Хусан уесӗнчи Чӑваш (Зюрейски), Галицки, Арски, Улатски, Ногай ҫулӗсенче (даругсенче) тӑнӑ. Чӑваш енӗн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ пайӗнчи ялсем 1648 ҫулта Чӗмпӗр уесне кӗнӗ. Уессем вулӑссем ҫине, соткӑсем ҫине (Козьмодемьянск), стансем ҫине (Улатӑр) пайланнӑ. Уессене пуҫарса пыма хушу ҫуртӗнчи вайпутсем пулнӑ. Вулӑс сотникӗсем чӑваш вулӑсӗсене ертсе пынӑ. Ялсенче старостӑсем суйланӑ. 1709 ҫулта Чӑваш ен уесӗсем Хусан кӗпӗрнине кӗнӗ, 1714 ҫулта Улатӑр, Етӗрне, Курмӑш уесӗсем Чулхула кӗпӗрнине уйрӑлса кайнӑ. 1719 ҫулта юлашки уессене Чулхула кӗпӗрнинчи Улатӑр провинципе пӗрлештернӗ, теприсене – Хусан кӗпӗрнинчи Свяжск провинципе, инҫетри вырӑнсенчи вайпутсен должноҫӗсене кӗртнӗ. 1780-1781 ҫулччен уессен чиккисем улшӑнман. II-мӗш Екатерина «Пӗтӗм Раҫҫей империйӗн кӗпӗрнинчи управленийӗн Учрежденийӗсем» (1775 ҫ.) указӗпе килӗшӳллӗн 1780-1781 ҫҫ. ҫӗнӗ кӗпӗрнесем йӗркеленӗ (кашни 300-400 пин ревизи чунӗсем) тата вӗсен йышӗнче уессем (20-30 пин чун). Хальхи Чӑваш ен территорийӗ Хусан кӗпернине (Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Козьмодемьянск, Теччӗ уесӗсем) тата Чӗмпӗр (Улатӑр, Пӑва, Кӑрмӑш уесӗсем) кӗнӗ. Провинцисене пӑрахӑҫланӑ. Ҫакӑн пек административлӑ-территори пайланӑвӗ 1920 ҫулччен упранса юлнӑ.

1920 ҫулхи июнӗн 24-мӗшӗнче РСФСР пайӗ пек административлӑ центрпа пӗрле Шупашкар хулинче Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑ. Чӑваш АО административлӑ-территори тытӑмӗ революцичченхи Раҫҫей территорийӗпе килӗшсе тӑнӑ. Территори 4 уеспа 61 вулӑс  ҫине (февралӗн 20-мӗшӗнче 1922 ҫ.) пайланнӑ.

1925 ҫулхи апрелӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш АОран Чӑваш АССРне улшӑнусем кӗртнӗ тата Улатӑр уесӗнчи Ульяновск кӗпӗрнинчи йышӗнчен Улатӑр хулипе пӗрлештернӗ хыҫҫӑн (1925 ҫ. июнӗн 20-мӗшӗ – 1925 ҫ. сентябрӗн 7-мӗшӗ) Улатӑр уесне йӗркеленӗ, шут виҫипе пиллӗкмӗш (1925 ҫ. – 61 вулӑс, 1927 ҫ. тӗлне – 55 вулӑс) шутланать.

1927 ҫ. ҫӗнӗ административлӑ-территори пайланӑвӗ кӗртнӗ, районсемпе ял совечӗсем ҫине уйӑрнӑ. Ҫӗнӗ йыш 17 районтан тата 1167 ял советӗнчен тӑнӑ. 1929 ҫул тӗлне ял совечӗсен шучӗ 670 таран чакнӑ.

XX-мӗш ӗ. 50-мӗш ҫҫ. административлӑ-территори тытӑмне аталантарас тӗлӗшпе пӗтӗмӗшле тенденци районсене пысӑклатнӑ. 1944 ҫул тӗлне Чӑваш Енре административлӑ 30 район пулса тӑнӑ. Район центрӗсем пулнӑ Мăн Сӗнтӗр (халӗ Муркаш районӗ), Октябрьски (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), Шӑхасан (Канаш районӗ), Калинин (Вӑрнар районӗ), Советски (Етӗрне районӗ), Кувакино (Улатӑр районӗ), Первомайски (Патӑрьел районӗ) ялсем. Район йӗркеленӗ чухне наци факторне те шута илнӗ, ҫавӑн пекех 30-мӗш ҫҫ. XX -мӗш ӗ. 22 тутар ялӗ йышӗнче тутар наци районӗ пулнӑ (район центрӗ – Шӑнкӑртан ялӗ).

1954 ҫултан пуҫласа административлӑ районсемпе ял совечӗсене пысӑклатма пуҫланӑ. 1962 ҫулхи декабрӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗ ял тата хулари халӑх пурӑнакан вырӑнсене тытса пырас принцип тӑрӑх районсен сетьне урӑхлатасси ҫинчен постановлени йышӑннӑ. 9 ял тата 2 промышленность районне (301 ял совечӗ) йӗркеленӗ. Анчах кун пек административлӑ-территори тытӑмӗ управлени организацине йӗркелеме кӑткӑслатрӗ, 1965 ҫулхи январӗн 11-мӗшӗнче республикӑна промышленнӑҫпа ял районӗсене уйӑрасси ҫинчен йышӑнӑва пӑрахӑҫларӗҫ. 9 ял тата 2 промышленность районӗсем вырӑнне пӗрлӗхлӗ 18 район йӗркеленӗ. 1966 ҫул вӗҫӗнчен Чӑваш енре административлӑ районсен шучӗ 21: Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Тӑвай; республикӑна пӑхӑнакан 5 хула: Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле; района пӑхӑнакан 4 хула: Куславккка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Етӗрне; хула йышши 8 поселок: Вӑрнар, Йӗпреҫ, Кӳкеҫ, Вӑрмар, Буинск, Киря, Ҫӗнӗ Лапсар, Сосновка; Шупашкар хулинчи 3 район: Калинин, Ленин, Мускав; 350 ял администрацийӗ шутланать.

2004 ҫулхи октябрӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Совечӗ «Чӑваш Республикин муниципаллӑ пӗрлӗхӗсен чиккисене йӗркелесси тата вӗсене хула, ял тӑрӑхӗн, муниципаллӑ районӗн тата хула округӗн статусӗ туса хурасси ҫинчен» саккуна йышӑннӑ. Ҫак саккунпа килӗшӳллӗн республика йышӗнче 5 хулапа унччен республикӑна пӑхӑннӑ 5 хула округӗ  (хула администрацийӗсемпе) пулса тӑчӗ; иртнӗ 21 муниципаллӑ район (вӗсен йышӗ тата административлӑ центрӗсем улшӑнман); 284 ял поселенийӗ – ял тата поселок администрацийӗсене (советсене) пӑхӑнса тӑнӑ, 1927-2004 ҫҫ. (виҫӗ тӗслӗхре ял поселенийӗсем – Буинск, Киря, Кӳкеҫ поселокӗсене ертсе пыраҫҫӗ. Кӳкеҫ – Шупашкар муниципаллӑ районӗн центрӗ); 7 хула поселенийӗсен центрӗсемпе Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Етӗрне тата хула йышши поселоксем: Вӑрнар, Йӗпреҫ, Вӑрмар хулисем.

Димитриев В. Д., Казаков Н. А. История Чувашской АССР. Ч., 1983. Т.1;

Нестеров В. А. Населённые пункты Чувашской АССР. 1917-1981 годы. Справочник об административно-территориальном делении. Ч., 1981.

2019 ҫулта раҫҫей саккунӗсенче муниципаллӑ округӗн ӑнланӑвӗ палӑрнӑ. Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗнче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх организацийӗн пӗтӗмӗшле принципӗсем ҫинчен» саккунне кӗртнӗ улшӑнусем административлӑ пайӑн ҫӗнӗ системине куҫма палӑртнӑ. Реформа Чӑваш ене те пырса тивнӗ: Красноармейски тата Ҫӗмӗрле районӗсем пилот площадкисем пулса тӑнӑ.

Рафинов, Л. Г. И стал район округом // Вперед. – 2021. – 17 декабря (№ 49). – С. 3 : фот.

Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш ен муниципаллӑ пӗрлӗхӗсен Совечӗн черетсӗр VIII съездӗнче 2022 ҫул хушшинче юлнӑ 19 района муниципаллӑ округа улӑштарса пурнӑҫа кӗртессине палӑртнӑ.

В 2022 году планируется преобразовать все районы Чувашии в муниципальные округа.  https://glava.cap.ru/news/2021/12/15

2023 ҫул тӗлне Чӑваш Республикинче муниципаллӑ реформи вӗҫленнӗ.

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикинче 26 муниципаллӑ пӗрлӗхӗсем: 5 хула тата 21 муниципаллӑ округӗ.

Хула округӗсем хушшинче 43% Шупашкар халӑхӗ пурӑнать. Хула округӗн административлӑ пӑхӑнӑвӗнче 5 халӑх пурӑнать, вӗсен хушшинче Чӑваш ен тӗп хули – Шупашкар хули.

Улатӑр муниципаллӑ округӗ (1937 тӑв. ҫухрӑм), чи пӗчӗкки – Красноармейски муниципаллӑ округӗ (456 тӑв. ҫухрӑм).

Муркаш муниципаллӑ округӗнче ялти чи йышли – 177, сахалраххи – Шӑмӑршӑпа Тӑвай муниципаллӑ округӗсенче 31-шер ял вырнаҫнӑ.

Республикӑра пурӗ 1729 ял тата темиҫе хула пур.

В Чувашской Республике завершилась муниципальная реформа. «Пурнăç çулĕпе» Элĕк район хаçачĕ

Шупашкар муниципаллӑ округӗ
Муркаш муниципаллӑ округӗ
Етӗрне муниципаллӑ округӗ
Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗ
Ҫĕмӗрле муниципаллӑ округӗ
Пӑрачкав муниципаллӑ округӗ
Улатӑр муниципаллӑ округӗ
Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗ
Елчӗк муниципаллӑ округӗ
Тӑвай муниципаллӑ округӗ
Вӑрмар муниципаллӑ округӗ
Куславкка муниципаллӑ округӗ
Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗ
Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗ
Красноармейски муниципаллӑ округӗ
Канаш муниципаллӑ округӗ
Элӗк муниципаллӑ округӗ
Вӑрнар муниципаллӑ округӗ
Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗ
Комсомольски муниципаллӑ округӗ
Патӑрьел муниципаллӑ округӗ

Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗ

Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗ (Шемуршинский муниципальный округ). 1927 ҫулхи сентябрӗн 5-мӗшӗнче «Чӑваш АССРне районласси ҫинчен» ВЦК Президиумӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн район пек йӗркеленӗ, 2022-мӗш ҫулхи мартӑн 29-мӗшӗнчи 29 №-лӗ Чӑваш Республикин Саккунӗ тӑрӑх Чӑваш Республикин Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округне (малалла – округ) улӑштарнӑ.

Округ административлӑ центрӗ – Шӑмӑршӑ сали. 1642 ҫулта Кокшай уесӗнчи Шӑмӑршӑ вулӑсӗнчен куҫса килнӗ ҫынсем йӗркеленӗ. Шупашкара ҫитме 160 ҫухрӑм пулать. Шӑмӑршӑран Канаш хулинчи ч/ҫ станцийӗ 75 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Округ Чӑваш Республикин кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ. Чӑваш Республикин Патӑрьел, Улатӑр муниципаллӑ округӗсемпе, Тутарстан Республикинчи Пӑвапа Ҫӗпрел районӗсемпе, Ульяновск облаҫӗнчи Сӑр районӗпе кӳршӗллӗ. Округри пӗтӗмӗшле площадь – 799,10 тӑваткал ҫухрӑм, вӑл Чӑваш Республикин территорийӗн 4,35% танлашать. Округ А-151 «Ҫӗрпӳ – Сызрань» автомагистраль ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ.

Округ территорийӗнче – халӑхсем пурӑнакан 31 ял вырӑнӗ. 01.01.2022 тӗлне 11 184 ҫын шутланать. Округра пурӑнакансем – чӑвашсем, вырӑссем, тутарсем, мӑкшӑсем.

Шӑмӑршӑ округӗ ҫӗр ӗҫӗпе палӑрса тӑрать. Округра ял хуҫалӑх предприятийӗсем, пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗхӗн 498 субъекчӗ ӗҫлет.

Округра 16 культурӑпа кану учрежденийӗ, 13 модель библиотеки, 4 музей, ача-пӑча искусствин шкулӗ, физкультурӑпа спорт комплексӗ пур. Пурӗ 32 культура учрежденийӗ ӗҫлет. «Шăмăршă хыпарĕ» хаҫат пичетленсе тухать.

Чӑваш Республикин кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче Шӑмӑршӑ административлӑ округ территорийӗнче «Чӑваш вӑрманӗ» Наци паркӗ вырнаҫнӑ. Ӑна федераци пӗлтерӗшлӗ ҫутҫанталӑк территорийӗнче уйрӑммӑн сыхлаҫҫӗ.

Чӑваш Республикин «Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗ» электронлӑ вулавӑшӑн коллекцийӗ округ историйӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика, политикӑпа культура аспекчӗсене палӑртакан тӗпчевсем, официаллӑ тата архив докуменчӗсене, официаллӑ тата архив докуменчӗсене кӗртет.

Ради покоя матери-земли

Семенова, В. Ю. Ради покоя матери-земли : старинные обряды как инструмент привлечения современных пользователей : [о краеведческой деятельности Трехизб-Шемуршинской сельской библиотеки по по формированию нравственно-патриотических качеств личности] / Вера Семенова, Лидия Егорова // Библиополе : журнал / учредитель: зд-во "Либерея - Бибинформ". - 2019. - № 4. - С. 34-37. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Доклад о деятельности библиотек Шемуршинского района за 2016 год

Доклад о деятельности библиотек Шемуршинского района за 2016 год / МБУК "ЦБС" Шемуршинского района, 2017. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Инновационное библиотечное обслуживание как условие эффективного привлечения ...

Инновационное библиотечное обслуживание как условие эффективного привлечения к чтению детей и подростков. Работа с одаренными детьми : методические рекомендации по привлечению к чтению детей и подростков / МБУК "ЦБС" Шемуршинского района, 2017. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее