Шупашкар. Промышленность предприятийӗсем — Страница 2 — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Тултип
Тултип
Главная / Чӑваш Республики / Республика ҫинчен / Ялсем, хуласем / Шупашкар / Шупашкар. Промышленность предприятийӗсем (2-я страница)

Шупашкар. Промышленность предприятийӗсем

Чӑваш Ен – нумай нациллӗ республика. Республика территорийӗнче мӗн ӗлӗкренпех чӑвашсемпе пӗрле вырӑссем, тутарсем, ирҫесем тата ҫӗре яхӑн наци ҫыннисем килӗштерсех пурӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ хӑйсен тӑван чӗлхипе калаҫать. Тӗрлӗ наци ҫыннисем пӗр-пӗринпе хутшӑннӑ чухне вырӑс чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ.

Чӑваш Республикин халӑх йышне 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне тата вӑтамран 2024 ҫулшӑн хаклани

Чӑвашсем – республикӑри тӗп наци. Республикӑна Чӑваш Республики теҫҫӗ, ҫак ҫӗрсем ҫинче чӑвашсен ватӑ аслашшӗсем сӗм авалах пурӑннӑ. Чӑваш Республикинче ытларах чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче урӑх ниҫта та ҫакӑн чухлӗ чӑваш пурӑнмасть. Пирӗн халӑх хӑйӗн культурипе чӗлхине кунта кӑна кирлӗ пек аталантарма пултарать. Республикӑри кашни шкултах чӑваш чӗлхи, Чӑваш Ен культурипе историне вӗрентеҫҫӗ.

2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Республикинче: 1 159 768 ҫын пурӑнать, ҫав шутра хулара пурӑнакансен шучӗ – 752 336 ҫын, ял таврашӗнче – 407 432 ҫын (https://21.rosstat.gov.ru/demog).

2020 ҫулта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ тӑрӑх Чӑваш Республикинче (https://21.rosstat.gov.ru/folder/215059):

— 1 186 909 ҫын пурӑнать, хуласенче – 757 986, ялсенче – 428 923 ҫын.

— ҫын шучӗ тӑрӑх чӑвашсем вырӑссемпе украинецсем, тутарсемпе пушкӑртсем хыҫҫӑн пиллӗкмӗш вырӑнта тӑраҫҫӗ.

— 2020 ҫулта йӗркелесе ирттернӗ халӑх перепиҫӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикинче (%):

чӑвашсем – 63,7

вырӑссем – 30,7

тутарсем – 2,7

ыттисем – 2,9

— Раҫҫейре пурӗ 1,07 млн. чӑваш пурӑнать

Енькка, Е. Тӑван ен : 4-мӗш класс валли / Елена Енькка ; [Р. Т. Терентьева куҫарнӑ]. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2011. – 95 с. : цв. ил., портр.

Кузнецов, И. Д. Чӑваш халӑх йышӗн улшӑнӑвӗсем тавра : [чӑваш халӑх йышӗ мӗнле ӳссе пынине 1797-мӗш ҫултан пуҫласа 1975-мӗш ҫулччен илсе кӑтартни] / И. Д. Кузнецов // Ялав. – 1976. – № 6. – С. 28-29.

Симаков, В. Ҫитес перепиҫре миҫен пулӑпӑр? : [чӑваш халӑх йышӗ мӗнле ӳссе пынине 1723-мӗш ҫултан пуҫласа 1989-мӗш ҫулччен илче кӑтартни] / В. Симаков // Тӑван Атӑл. – 2002. – № 2. – С. 53-55.

Шупашкар муниципаллӑ округӗ
Муркаш муниципаллӑ округӗ
Етӗрне муниципаллӑ округӗ
Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗ
Ҫĕмӗрле муниципаллӑ округӗ
Пӑрачкав муниципаллӑ округӗ
Улатӑр муниципаллӑ округӗ
Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗ
Елчӗк муниципаллӑ округӗ
Тӑвай муниципаллӑ округӗ
Вӑрмар муниципаллӑ округӗ
Куславкка муниципаллӑ округӗ
Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗ
Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗ
Красноармейски муниципаллӑ округӗ
Канаш муниципаллӑ округӗ
Элӗк муниципаллӑ округӗ
Вӑрнар муниципаллӑ округӗ
Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗ
Комсомольски муниципаллӑ округӗ
Патӑрьел муниципаллӑ округӗ

Шупашкар

Шупашкар (Чебоксары) – Атӑлӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗнче вырнаҫнӑ Чӑваш Республикин тӗп хули. Хула историйӗ XIII ӗмӗр вӗҫӗнчен пуҫласа XVI ӗмӗр варрине ярса илнӗ пӑлхар-чӑваш тата 1555 ҫултан пуҫланнӑ Раҫҫей тапхӑрӗсене пайланать. Шупашкарӑн хальхи вырӑнӗнчи XII ӗмӗрте пурӑннӑ вырӑнсен йӗрӗсенче археологи тӗпчевӗсем тупнӑ. Халӑх пурӑнакан вырӑн пек вӑл каярах пулса кайнӑ. Ун вырӑнӗнче XIII-XIV ӗмӗр чиккинчен пӑлхарсемпе чӑвашсем пурӑнакан вырӑн пулнӑ. Анчах та шӑпах 1469 ҫулта регион Хусан ханствин йышне кӗнӗ вӑхӑтра вырӑс летопиҫӗсенче Шупашкара пӗрремӗш хут асӑнаҫҫӗ. Ҫак датӑран пуҫласа хулан ҫул шучӗ пуҫланать.

Хальхи Шупашкар – паянхи самана хули, Чӑваш Республикин политикӑпа экономика, наукӑпа культура пурнӑҫӗн центрӗ; унта историпе паянхи саманан кӑсӑклӑхӗ палӑрса тӑрать, хӑйне евӗрлӗ музейсемпе палӑксем пур, вырӑс тата чӑваш культурисем ӗмӗр-ӗмӗрех пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса, пӗр-пӗрне пуянлатса пыраҫҫӗ.

Шупашкар – Атӑл тӑрӑхӗнчи хальхи индустри центрӗ. Кунта Чӑваш Республикин экономикӑн хӑватлӑ вӑй-хӑвачӗ пур, машинӑсем тӑвас, металл хатӗрлесси, пир-авӑр промышленнӑҫӗ, энергетика, строительство организацийӗсем унӑн тӗп никӗсӗ пулса тӑраҫҫӗ. Хулан аталаннӑ транспорт, инженери тата социаллӑ инфратытӑмсем пур. Пӗчӗк предприниматель ӗҫӗ хастарлӑн аталанать.

Шупашкар федерацин Атӑлҫи округне тата Атӑл-Вятка экономика районне кӗреҫҫӗ. Хулана раҫҫейри чи хӑтлӑ хуласенчен пӗри тесе темиҫе хут та йышӑннӑ.

Шупашкар – Чӑваш Республикин тӗп хули, унӑн административлӑ, экономика тата культура центрӗ. Шупашкар йышӗнче виҫӗ район – Калинин, Ленин, Мускав тата Атӑл тӑрӑхӗнчи территори управленийӗ. Хула лаптӑкӗ Атӑлҫи пайӗпе пӗрле – 250,9 тӑваткал ҫухрӑм кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 2022 ҫ. – 508 100 ҫын. Хулан хальхи чиккине Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ палӑртнӑ. Пӗтӗмӗшле тӑршшӗ унӑн 83,3 ҫухрӑм, вӗсенчен типӗ айлӑмпа – 67,0 ҫухрӑм, Атӑл хӗррипе – 16,3 ҫухрӑм.

Хула экономикӑпа географи тӗлӗшӗнчен лайӑх вырӑнта вырнаҫнӑ. Мускав, Владимир, Чулхула, Хусан тата Уфа хулисене пӗрлештерекен М-7 «Атӑл» федераци пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗ те Шупашкар хули урлӑ иртет. Чӑваш ен тӗп хулинче М-7 магистраль Йошкар-Олана, Киров тата Сыктывкар еннелле каякан Р176 трасса урлӑ каҫать. Мускава ҫитме – 661 ҫухрӑм, кӳршӗри регионсен ҫывӑхри центрӗсене ҫитмешкӗн Хусана 181 ҫухрӑм, Чулхулана 247 ҫухрӑм, Ульяновскине 244 ҫухрӑм, Йошкар-Олана 93 ҫухрӑм пулать.

Хулан хальхи гербне Чӑваш ен халӑх художникӗ Элли Юрьев туса хатӗрленӗ. Щитӑн ҫӳлти пайӗнче хӗрлӗ фон ҫинче чӑваш орнаментне ӳкернӗ, вӑл стилизациленӗ виҫӗ юманран тӑрать, вӗсем иртнӗ, хальхи тата пулас вӑхӑта пӗлтереҫҫӗ. Вӑтам юман варринче кӗмӗл «1469» цифра пур. Вӑл Шупашкар ҫинчен пӗрремӗш хут асӑннӑ ҫула кӑтартать. Шупашкар хулин гимне 2525 №-лӗ депутатсен пухӑвӗ 2009 ҫулхи декабрӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа «Шупашкар хулин муниципалитет пӗрлӗхӗн гимнӗ ҫинчен – Чӑваш Республикин тӗп хулин» йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ. Сӑмахӗсен авторӗ – чӑваш поэчӗ Порфирий Васильевич Афанасьев, кӗввине хываканӗ – чӑваш композиторӗ Филипп Миронович Лукин.

Шупашкар хулин ялавне тӳркӗтеслӗ пусмаран хатӗрлесе тунӑ. Ялав пӗр енлӗ шурӑ тӗслӗ пусмаран, ун варринчи тӗп элеменчӗ вырӑнӗнче Шупашкар хулин гербӗ пур.

Чебоксары сегодня и завтра

Шимарев, Б. М. Чебоксары сегодня и завтра : [Чебоксарское водохранилище и будущее двух городов Чувашии: Чебоксар и Новочебоксарска] / Борис Шимарев, [1973]. - 38 с. с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Первый остается первым

Петрова, А. Первый остается первым : Чебоксарскому хлебозаводу № 1 - 80 лет / Анна Петрова // Чебоксарские новости. - 2014. - 4 декабря (№ 133). - С. 1. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Просто жизнь

Иванова, В. А. Просто жизнь : очерки / Валентина Иванова, 1963. - 51 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

По городу идет троллейбус

Иванова, В. А. По городу идет троллейбус : [к 10-летию Чебоксарского троллейбусного управления] / В. Иванова, 1974. - 93 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Объекты инженерной защиты города Чебоксары

Объекты инженерной защиты города Чебоксары : история строительства и краткая характеристика 1975-2000 : [альбом] / сост. С. П. Егоров [и др.], 2010. - 111 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

ОАО "Завод "Чувашкабель". Люди. Дела. События

Золотов, В. Т. ОАО "Завод "Чувашкабель". Люди. Дела. События : [к 45-летию завода] / В. Т. Золотов, 2006. - 286 с., [16] цв. фот. с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чебоксарской ТЭЦ-1 - 50 лет : 1954 - 2004

Чебоксарской ТЭЦ-1 - 50 лет : 1954 - 2004 : [вехи истории] / [ОАО "Чувашэнерго" ; предисл. В.В. Привалова], 2004. - [22] с. с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Волга в формате эко

Волга в формате эко : Чебоксары станут первым городом Поволжья, где начнут очищать сточные воды // Российская газета. - 2016. - 28 июня (№ 139). - С. 36. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Они шагают в завтра

Скворцов, А. И. Они шагают в завтра : [очерки о передовиках Чебоксар. з-да тракторных запчастей] / Аркадий Скворцов, 1962. - 59 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Чувашский "Агромашхолдинг" может наладить сборку техники на Южном Урале

Мироненкова, А. Чувашский "Агромашхолдинг" может наладить сборку техники на Южном Урале : [о подписании соглашения между Чувашской Республикой и Челябинской областью по налаживанию сборки сельскохозяйственной техники под маркой "Аргромашхолдинг" на территории региона] / Арина Мироненкова // Коммерсантъ. - 2016. - 29 марта. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее