Канаш, хула — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Тултип
Тултип

Чӑваш Ен – нумай нациллӗ республика. Республика территорийӗнче мӗн ӗлӗкренпех чӑвашсемпе пӗрле вырӑссем, тутарсем, ирҫесем тата ҫӗре яхӑн наци ҫыннисем килӗштерсех пурӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ хӑйсен тӑван чӗлхипе калаҫать. Тӗрлӗ наци ҫыннисем пӗр-пӗринпе хутшӑннӑ чухне вырӑс чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ.

Чӑваш Республикин халӑх йышне 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне тата вӑтамран 2024 ҫулшӑн хаклани

Чӑвашсем – республикӑри тӗп наци. Республикӑна Чӑваш Республики теҫҫӗ, ҫак ҫӗрсем ҫинче чӑвашсен ватӑ аслашшӗсем сӗм авалах пурӑннӑ. Чӑваш Республикинче ытларах чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче урӑх ниҫта та ҫакӑн чухлӗ чӑваш пурӑнмасть. Пирӗн халӑх хӑйӗн культурипе чӗлхине кунта кӑна кирлӗ пек аталантарма пултарать. Республикӑри кашни шкултах чӑваш чӗлхи, Чӑваш Ен культурипе историне вӗрентеҫҫӗ.

2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Республикинче: 1 159 768 ҫын пурӑнать, ҫав шутра хулара пурӑнакансен шучӗ – 752 336 ҫын, ял таврашӗнче – 407 432 ҫын (https://21.rosstat.gov.ru/demog).

2020 ҫулта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ тӑрӑх Чӑваш Республикинче (https://21.rosstat.gov.ru/folder/215059):

— 1 186 909 ҫын пурӑнать, хуласенче – 757 986, ялсенче – 428 923 ҫын.

— ҫын шучӗ тӑрӑх чӑвашсем вырӑссемпе украинецсем, тутарсемпе пушкӑртсем хыҫҫӑн пиллӗкмӗш вырӑнта тӑраҫҫӗ.

— 2020 ҫулта йӗркелесе ирттернӗ халӑх перепиҫӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикинче (%):

чӑвашсем – 63,7

вырӑссем – 30,7

тутарсем – 2,7

ыттисем – 2,9

— Раҫҫейре пурӗ 1,07 млн. чӑваш пурӑнать

Енькка, Е. Тӑван ен : 4-мӗш класс валли / Елена Енькка ; [Р. Т. Терентьева куҫарнӑ]. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2011. – 95 с. : цв. ил., портр.

Кузнецов, И. Д. Чӑваш халӑх йышӗн улшӑнӑвӗсем тавра : [чӑваш халӑх йышӗ мӗнле ӳссе пынине 1797-мӗш ҫултан пуҫласа 1975-мӗш ҫулччен илсе кӑтартни] / И. Д. Кузнецов // Ялав. – 1976. – № 6. – С. 28-29.

Симаков, В. Ҫитес перепиҫре миҫен пулӑпӑр? : [чӑваш халӑх йышӗ мӗнле ӳссе пынине 1723-мӗш ҫултан пуҫласа 1989-мӗш ҫулччен илче кӑтартни] / В. Симаков // Тӑван Атӑл. – 2002. – № 2. – С. 53-55.

Шупашкар муниципаллӑ округӗ
Муркаш муниципаллӑ округӗ
Етӗрне муниципаллӑ округӗ
Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗ
Ҫĕмӗрле муниципаллӑ округӗ
Пӑрачкав муниципаллӑ округӗ
Улатӑр муниципаллӑ округӗ
Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗ
Елчӗк муниципаллӑ округӗ
Тӑвай муниципаллӑ округӗ
Вӑрмар муниципаллӑ округӗ
Куславкка муниципаллӑ округӗ
Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗ
Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗ
Красноармейски муниципаллӑ округӗ
Канаш муниципаллӑ округӗ
Элӗк муниципаллӑ округӗ
Вӑрнар муниципаллӑ округӗ
Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗ
Комсомольски муниципаллӑ округӗ
Патӑрьел муниципаллӑ округӗ

Канаш муниципаллӑ округӗ

Канаш муниципаллӑ округӗ (Канашский муниципальный округ). 1927 ҫулхи сентябрӗн 5-мӗшӗнче ЦИК Президиумӗн тата Чӑваш АССР Совнарком Президиумӗн «Чӑваш АССРне районласси ҫинчен» постановленийӗпе килӗшӳллӗн район пек йӗркеленӗ, 2022 ҫулхи мартӑн 29-мӗшӗнчи 19 №-лӗ Чӑваш Республикин Саккунӗ тӑрӑх Чӑваш Республикин Чӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округне (малалла – округ) улӑштарнӑ.

Округӑн административлӑ центрӗ – Канаш хули, Чӑваш Республикин тӗп хулинчен Шупашкар хули 84 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Округ территорийӗ Чӑваш Республикин вӑтаҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ, ҫурҫӗр енче – Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, хӗвелтухӑҫӗнче – Тӑвай, кӑнтӑрта – Комсомольски тата Йӗпреҫ, хӗвеланӑҫӗнче – Вӑрнар муниципаллӑ округӗсемпе кӳршӗллӗ. Округри пӗтӗмӗшле площадь – 981,4 тӑваткал ҫухрӑм (Чӑваш Республикин территорийӗн – 5,3%).

Округра – халӑхсем пурӑнакан 108 ял вырӑнӗ. 01.01.2022 тӗлне 77 040 ҫын шутланать.

Округра ҫӗр ӗҫӗпе промышленность  аталаннӑ, ял хуҫалӑх таварӗсем тӗп ресурс пулса тӑраҫҫӗ. 01.01.2020 тӗлне ял хуҫалӑх ҫӗрӗсен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 66 918 гектарпа танлашать. Ял хуҫалӑх чӗр таварне тирпейлес енӗпе ӗҫлекен юсавпа механика организацийӗсемпе предприятисем пур. Муниципаллӑ округӑн территорийӗнче ООО «Керамика», «ОАО Канаш «Племптицезавод» йышши предприятисем вырнаҫнӑ.

Округ чиккисенче ҫӗршывӑн пӗтӗмӗшле транспорт сечӗн округпа республика ҫыхӑнӑвне тивӗҫтерекен авто тата чугун ҫул ҫулӗсем аталаннӑ. «Ҫӗрпӳ – Ульяновск» федераци ҫулӗ тата «Аниш» тата «Шӑхасан – Калинин» территорин тӗп ҫулӗсем округӑн шалти вӑй-хӑвачӗн тӗп ресурсӗсем шутланаҫҫӗ.

Халӑхӑн культурӑллӑ канӑвне тивӗҫтерме 64 клуб учрежденийӗпе 29 библиотека, «Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван тӑрӑхӗ» мемориал комплексӗ ӗҫлет. «Канаш ен» хаҫат пичетленсе тухать.

Чӑваш Республикин «Канаш муниципаллӑ округӗ» электронлӑ вулавӑшӑн коллекцийӗ округпа хула историйӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика, политика тата культура аспекчӗсене палӑртакан тӗпчевсем, официаллӑ тата архив докуменчӗсем, сӑнарлӑ материалсем кӗртет.

Канаш хули – Канаш муниципаллӑ округӗн административлӑ центрӗ, пысӑк чугун ҫул узелӗ.

Канаш 1892-мӗш ҫулта никӗсленӗ, 1920-мӗш ҫулччен Шӑхран ятлӑ пулнӑ. Августӑн 20-мӗшӗнче 1920 ҫулта Шӑхран станцийӗпе поселокне Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗ ятпа Канаш поселокне ят панӑ. 1925 ҫулта Канаш станцийӗ хула статусне илнӗ (ВЦИК июнӗн 6-мӗшӗнчен 1925 ҫулхи постановлени).

Канаш хули – индустриллӗ хула, Чӑваш ен транспорт центрӗ, республикӑн пысӑк чугун ҫул центрӗ.

Хальхи Канаш – нумай функциллӗ хула. Унта 17 пысӑк тата вӑтам промышленность предприятийӗ шутланать. Отрасль машинӑсем туса кӑларакан, химипе ҫӑнӑх авӑртакан тата кӗрпе тӑвакан промышленность пуррипе тата стройматериалсем хатӗрлессипе те палӑрса тӑрать. Канашри вагонсем юсакан завод, Канашри «Стройтехникӑн» завочӗ, Канашри эрешҫӗсен завочӗ, Канашри автоагрегат завочӗ, Канашри электропогрузчиксен завочӗ, технологи хатӗрӗсем  хатӗрлекен  завод чи малта пыракансен йышӗнче шутланаҫҫӗ. Хими промышленнӑҫне «Лакокраска» предприяти тата Канашри полимер строительство материалӗсен завочӗ пуррине палӑртмалла. Хулара «Пилеш» ҫӗвӗ предприятийӗ ӗҫлет, ҫӑкӑр завочӗпе ҫӑкӑр-булка комбиначӗ, Канашри сыр тӑвакан комбинат, сӗтел-пукан фабрики, строительствӑпа промышленность предприятийӗсем, ТЭЦ пур.

Канашри социаллӑ сферӑри учрежденисенчен 14 ача сачӗ, 11 шкул, 3 училище тата 4 колледж, культура керменӗ, 8 модельлӗ библиотека, музей, 4 больница ӗҫлет. 3 хаҫат пичетленсе тухать: «Канаш», «Навигатор», «Ман Канаш хули».

Хула халӑхӗ 01.01.2022 тӗлне 44 308 ҫын шутланать.

Города Чувашии: древность и современность

Борсук, О. Города Чувашии: древность и современность / Олег Борсук // Живописная Россия : российский географический журнал / учредитель: ЗАО "Витязь". - Москва : Витязь-М, 2007. - № 4 (47). - С. 30-32. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Тӑватӑ ҫул юппинче

Агаков, Л. Я. Тӑватӑ ҫул юппинче : Канаш хули : очерк / Леонид Агаков, 1947. - 20 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Узел четырех дорог (город Канаш)

Агаков, Л. Я. Узел четырех дорог (город Канаш) : очерк : [перевод с чувашского] / Леонид Агаков, 1947. - 23 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Моногород Канаш получит господдержку

Моногород Канаш получит господдержку : [о подписании соглашения между Чувашской Республикой и Фондом развития моногородов о социально-экономическом развитии Канаша] // Российская газета. - 2015. - 7 апреля (№ 72). - С. 17. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Второе дыхание

Второе дыхание : число моногородов, получивших федеральную поддержку, растет : [о модернизации города Канаш в рамках реализации федеральной программы модернизации моногородов] / подгот. Александр Чиж // Российская газета. - 2015. - 13 февраля (№ 30). - С. 14. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Город Канаш

Город Канаш, 2013. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Канаш - дыра или не дыра?

Гареев, З. Канаш - дыра или не дыра? / З. Гареев // Труд-7. - 2006. - 29 июня.- С.21. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Новоселов прибыло

Шувалова, Л. Новоселов прибыло : жители Чувашии покидают ветхие дома : [о действии в г. Канаш программы переселения граждан из ветхого и аварийного жилья] / Людмила Шувалова // Российская газета / Правительство Российской Федерации. - 2009. - 21-27 мая (№ 91). - С. 14. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее