Красноармейски муниципаллӑ округӗ. Пӗтӗмӗшле пай — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Тултип
Тултип

Красноармейски муниципаллӑ округӗ. Пӗтӗмӗшле пай

Чӑваш Ен – нумай нациллӗ республика. Республика территорийӗнче мӗн ӗлӗкренпех чӑвашсемпе пӗрле вырӑссем, тутарсем, ирҫесем тата ҫӗре яхӑн наци ҫыннисем килӗштерсех пурӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ хӑйсен тӑван чӗлхипе калаҫать. Тӗрлӗ наци ҫыннисем пӗр-пӗринпе хутшӑннӑ чухне вырӑс чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ.

Чӑваш Республикин халӑх йышне 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне тата вӑтамран 2024 ҫулшӑн хаклани

Чӑвашсем – республикӑри тӗп наци. Республикӑна Чӑваш Республики теҫҫӗ, ҫак ҫӗрсем ҫинче чӑвашсен ватӑ аслашшӗсем сӗм авалах пурӑннӑ. Чӑваш Республикинче ытларах чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче урӑх ниҫта та ҫакӑн чухлӗ чӑваш пурӑнмасть. Пирӗн халӑх хӑйӗн культурипе чӗлхине кунта кӑна кирлӗ пек аталантарма пултарать. Республикӑри кашни шкултах чӑваш чӗлхи, Чӑваш Ен культурипе историне вӗрентеҫҫӗ.

2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Республикинче: 1 159 768 ҫын пурӑнать, ҫав шутра хулара пурӑнакансен шучӗ – 752 336 ҫын, ял таврашӗнче – 407 432 ҫын (https://21.rosstat.gov.ru/demog).

2020 ҫулта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ тӑрӑх Чӑваш Республикинче (https://21.rosstat.gov.ru/folder/215059):

— 1 186 909 ҫын пурӑнать, хуласенче – 757 986, ялсенче – 428 923 ҫын.

— ҫын шучӗ тӑрӑх чӑвашсем вырӑссемпе украинецсем, тутарсемпе пушкӑртсем хыҫҫӑн пиллӗкмӗш вырӑнта тӑраҫҫӗ.

— 2020 ҫулта йӗркелесе ирттернӗ халӑх перепиҫӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикинче (%):

чӑвашсем – 63,7

вырӑссем – 30,7

тутарсем – 2,7

ыттисем – 2,9

— Раҫҫейре пурӗ 1,07 млн. чӑваш пурӑнать

Енькка, Е. Тӑван ен : 4-мӗш класс валли / Елена Енькка ; [Р. Т. Терентьева куҫарнӑ]. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2011. – 95 с. : цв. ил., портр.

Кузнецов, И. Д. Чӑваш халӑх йышӗн улшӑнӑвӗсем тавра : [чӑваш халӑх йышӗ мӗнле ӳссе пынине 1797-мӗш ҫултан пуҫласа 1975-мӗш ҫулччен илсе кӑтартни] / И. Д. Кузнецов // Ялав. – 1976. – № 6. – С. 28-29.

Симаков, В. Ҫитес перепиҫре миҫен пулӑпӑр? : [чӑваш халӑх йышӗ мӗнле ӳссе пынине 1723-мӗш ҫултан пуҫласа 1989-мӗш ҫулччен илче кӑтартни] / В. Симаков // Тӑван Атӑл. – 2002. – № 2. – С. 53-55.

Шупашкар муниципаллӑ округӗ
Муркаш муниципаллӑ округӗ
Етӗрне муниципаллӑ округӗ
Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗ
Ҫĕмӗрле муниципаллӑ округӗ
Пӑрачкав муниципаллӑ округӗ
Улатӑр муниципаллӑ округӗ
Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗ
Елчӗк муниципаллӑ округӗ
Тӑвай муниципаллӑ округӗ
Вӑрмар муниципаллӑ округӗ
Куславкка муниципаллӑ округӗ
Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗ
Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗ
Красноармейски муниципаллӑ округӗ
Канаш муниципаллӑ округӗ
Элӗк муниципаллӑ округӗ
Вӑрнар муниципаллӑ округӗ
Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗ
Комсомольски муниципаллӑ округӗ
Патӑрьел муниципаллӑ округӗ

Красноармейски муниципаллӑ округӗ

Красноармейски муниципаллӑ округӗ (Красноармейский муниципальный округ). 1935 ҫулхи январь 9-мӗшӗнче Чӑваш АССР Президиумӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн район пек йӗркеленӗ, 2021 ҫулхи май 14-мӗшӗнчи 30 №-лӗ Чӑваш Республикин Саккунӗ тӑрӑх Чӑваш Республикин Красноармейски муниципаллӑ округне (малалла – округ) улӑштарнӑ.

Округӑн административлӑ центрӗ – Красноармейски сали.

Округ Чӑваш Республикин ҫурҫӗр енче Шупашкарпа, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗнче Ҫӗрпӳпе, кӑнтӑрта Канашпа Вӑрнар, хӗвеланӑҫ енче Элӗк тата Муркаш муниципаллӑ округӗсемпе кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ. Округӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 456,3 тӑваткал ҫухрӑм, ҫурҫӗртен кӑнтӑралла 29 ҫухрӑм, хӗвеланӑҫӗнчен хӗвелтухӑҫнелле 28 ҫухрӑм шутланать.

Округ территорийӗнче чугун ҫул тата автомобиль транспорчӗ ӗҫлет. Тӗп авто ҫулсем: «Красноармейски – Шупашкар» (Ишек урлӑ), «Красноармейски – Шупашкар» (Ҫӗрпӳ), «Красноармейски – Патӑрьел». Хӗвелтухӑҫ енче округ «Канаш – Шупашкар» чугун ҫул урлӑ каҫать.

Округра – халӑхсем 89 ял вырӑнӗ. 01.01.2022 тӗлне 13 355 ҫын шутланать. Тӗп халӑх – тури чӑвашсем (вирьял, тури).

Округ ял хуҫалӑхра палӑрса тӑрать.  Тыр-пул, пахча ҫимӗҫ, ҫӗрулми, хӑмла, аш-какай туса илес енӗпе тата выльӑх-чӗрлӗх, хурт-кӑпшанкӑ ӗрчетес енӗпе вӑй хурать. Промышленнӑҫра сӗтпе ҫӑкӑр-булка изделийӗсем, комбикорм туса кӑларасси аталаннӑ. Чӑваш Республикин экономика пӗлтерӗшлӗ организацийӗсен йышне ООО «Хӗрлӗ Сорӑм», Красноармейски райповӗ, «ТУС» ЗАО филиалӗн «КЕТРА» строительство керамикин завочӗ кӗрет.

Округ территорийӗнче 38 культура учрежденийӗ ӗҫлет, вӗсен йышӗнче 15 библиотекӑпа 3 музей, 19 клуб учрежденийӗ пур. Округ территорийӗнче республика пӗлтерӗшлӗ 3 ҫутҫанталӑк палӑкӗ вырнаҫнӑ: Кошкин кӳлли, Кӳлхӗрри кӳлли, «Бурундукский» патшалӑх ҫутҫанталӑк усравлӑхӗ.

Чӑваш Республикин «Красноармейски муниципаллӑ округӗ» электронлӑ вулавӑшӑн коллекцийӗ округӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика, политика тата культура портретне палӑртакан документсене кӗртет.

Энциклопедия Красноармейского района

Энциклопедия Красноармейского района / Чувашская Республика, 2018. - 701, [2] с., [12] л. ил. с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Пурӑн, Еншик Чуллӑ, пурӑн!

Данилов, В. М. Пурӑн, Еншик Чуллӑ, пурӑн! / Виктор Данилов, 2017. - 48 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Упи - 700 султа

Константинов, В. З. Упи - 700 султа : [Красноармейски районӗчи Упи ялӗ ҫинчен] / В. Константинов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р-нӗ). - 2000. - 2 ҫӗртме. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Хӑй ӗмӗрне тивӗҫнӗ Шашков...

Константинов, В. З. Хӑй ӗмӗрне тивӗҫнӗ Шашков... : паллӑ ӑсчах Иван Ефимович Шашков профессор ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ / В. Константинов // Ял пурнӑҫӗ / тӗп редактор И. А. Прокопьев. - Красноармейски ялӗ, 2009. - 29 ҫу (№ 58/59). - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Мӑнаҫланатпӑр санпа, Кӗҫӗн Чуллӑ!

Афанасьева, О. В. Мӑнаҫланатпӑр санпа, Кӗҫӗн Чуллӑ! : (историлле очерк) / О. В. Афанасьева, В. М. Данилов, 2014. - 48, [1] с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Кладезь здоровья и патриотизма

Константинов, В. З. Кладезь здоровья и патриотизма / Владимир Константинов, 2012. - 270 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Эпир - вӑрҫӑ ачисем. Ҫапла пурӑннӑ, ӗҫленӗ Васнарсем

Николаев, Л. Эпир - вӑрҫӑ ачисем. Ҫапла пурӑннӑ, ӗҫленӗ Васнарсем : (аса илӳсен пуххи) : [историллӗ очерксем] / Леонид Николаев, 2007. - 68 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Наша родословная

Никитин, В. М. Наша родословная / Валериан Никитин, 2006. - 132 с. - Текст : непосредственный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм - Санькасси

Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм - Санькасси : Красноармейски районне йӗркеленӗренпе 65 ҫул, Санькасси никӗсленнӗренпе 350 ҫул ҫитӗ тӗле / Осип Алексеев, 1999. - 26 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Красноармейский район. Люди и судьбы

Красноармейский район. Люди и судьбы : [энциклопедия: к 70-летию со дня образования] / [редкол. : И. А. Прокопьев и др.], 2005. - 106 с. - Текст : непосредственный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее