Сӗнтӗрвӑрри, хула — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Тултип
Тултип

Чӑваш Ен – нумай нациллӗ республика. Республика территорийӗнче мӗн ӗлӗкренпех чӑвашсемпе пӗрле вырӑссем, тутарсем, ирҫесем тата ҫӗре яхӑн наци ҫыннисем килӗштерсех пурӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ хӑйсен тӑван чӗлхипе калаҫать. Тӗрлӗ наци ҫыннисем пӗр-пӗринпе хутшӑннӑ чухне вырӑс чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ.

Чӑваш Республикин халӑх йышне 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне тата вӑтамран 2024 ҫулшӑн хаклани

Чӑвашсем – республикӑри тӗп наци. Республикӑна Чӑваш Республики теҫҫӗ, ҫак ҫӗрсем ҫинче чӑвашсен ватӑ аслашшӗсем сӗм авалах пурӑннӑ. Чӑваш Республикинче ытларах чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче урӑх ниҫта та ҫакӑн чухлӗ чӑваш пурӑнмасть. Пирӗн халӑх хӑйӗн культурипе чӗлхине кунта кӑна кирлӗ пек аталантарма пултарать. Республикӑри кашни шкултах чӑваш чӗлхи, Чӑваш Ен культурипе историне вӗрентеҫҫӗ.

2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Республикинче: 1 159 768 ҫын пурӑнать, ҫав шутра хулара пурӑнакансен шучӗ – 752 336 ҫын, ял таврашӗнче – 407 432 ҫын (https://21.rosstat.gov.ru/demog).

2020 ҫулта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ тӑрӑх Чӑваш Республикинче (https://21.rosstat.gov.ru/folder/215059):

— 1 186 909 ҫын пурӑнать, хуласенче – 757 986, ялсенче – 428 923 ҫын.

— ҫын шучӗ тӑрӑх чӑвашсем вырӑссемпе украинецсем, тутарсемпе пушкӑртсем хыҫҫӑн пиллӗкмӗш вырӑнта тӑраҫҫӗ.

— 2020 ҫулта йӗркелесе ирттернӗ халӑх перепиҫӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикинче (%):

чӑвашсем – 63,7

вырӑссем – 30,7

тутарсем – 2,7

ыттисем – 2,9

— Раҫҫейре пурӗ 1,07 млн. чӑваш пурӑнать

Енькка, Е. Тӑван ен : 4-мӗш класс валли / Елена Енькка ; [Р. Т. Терентьева куҫарнӑ]. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2011. – 95 с. : цв. ил., портр.

Кузнецов, И. Д. Чӑваш халӑх йышӗн улшӑнӑвӗсем тавра : [чӑваш халӑх йышӗ мӗнле ӳссе пынине 1797-мӗш ҫултан пуҫласа 1975-мӗш ҫулччен илсе кӑтартни] / И. Д. Кузнецов // Ялав. – 1976. – № 6. – С. 28-29.

Симаков, В. Ҫитес перепиҫре миҫен пулӑпӑр? : [чӑваш халӑх йышӗ мӗнле ӳссе пынине 1723-мӗш ҫултан пуҫласа 1989-мӗш ҫулччен илче кӑтартни] / В. Симаков // Тӑван Атӑл. – 2002. – № 2. – С. 53-55.

Шупашкар муниципаллӑ округӗ
Муркаш муниципаллӑ округӗ
Етӗрне муниципаллӑ округӗ
Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗ
Ҫĕмӗрле муниципаллӑ округӗ
Пӑрачкав муниципаллӑ округӗ
Улатӑр муниципаллӑ округӗ
Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗ
Елчӗк муниципаллӑ округӗ
Тӑвай муниципаллӑ округӗ
Вӑрмар муниципаллӑ округӗ
Куславкка муниципаллӑ округӗ
Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗ
Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗ
Красноармейски муниципаллӑ округӗ
Канаш муниципаллӑ округӗ
Элӗк муниципаллӑ округӗ
Вӑрнар муниципаллӑ округӗ
Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗ
Комсомольски муниципаллӑ округӗ
Патӑрьел муниципаллӑ округӗ

Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗ

Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗ (Мариинско-Посадский муниципальный округ). 1927 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнчен ЦИК Президиумӗн (05.09.1927) тата Чӑваш АССР Совнарком Президиумӗн (15.09.1927) постановленийсемпе килӗшӳллӗн район пек йӗркеленӗ, 2022 ҫулхи мартӑн 29-мӗшӗнчи 23 №-лӗ Чӑваш Республикин Саккунӗ тӑрӑх Чӑваш Республикин Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округне (малалла – округ) улӑштарнӑ.

Округӑн административлӑ центрӗ – Сӗнтӗрвӑрри (Мариинский Посад) хули.

Округ Чӑваш Республикин ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ. Округӑн ҫурҫӗр тата ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче 80 ҫухрӑм тӑршшӗ Атӑл тӑрӑх, хӗвеланӑҫ енче Ҫӗрпӳ шывӗ тӑрӑх тӑсӑлса выртать. Тухӑҫпа кӑнтӑрта вӑл Чӑваш Республикин Куславккапа Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗсемпе, ҫурҫӗр тата ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче Марий Эл Республикин Звенигов районӗпе кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ. Округри пӗтӗмӗшле площадь 68 605 гектар, ҫав шутра 39 144 гектар ял хуҫалӑх ҫӗрӗ, 19 138 гектар вӑрман фончӗ йышанать. Шупашкар хулине ҫитме 55 ҫухрӑм шутланать.

Округра – халӑхсем пурӑнакан 79 ял вырӑнӗ. 01.01.2022 тӗлне 20 455 ҫын шутланса тӑрать.

Округри тӗп промышленность тата предприятисем туса кӑларакан ООО «Сӗнтӗрвӑрри ҫӑкӑр комбиначӗ», ООО «Сӗнтӗрвӑрри ҫу завочӗ», ООО (сӗтел-пукан продукцийӗ туса кӑларакан) «Терция», ООО «Дриада-лестницы», АО «Марпосадкабель», ООО «Вител», ООО «Кулач», «ООО Камаевски стройматериалӗсен завочӗ», ООО «Промкомплект» шутланаҫҫӗ. Округ территорийӗнче ял хуҫалӑх продукцийӗсем туса илессипе 9 ял хуҫалӑх организацийӗ ӗҫлет. Ял хуҫалӑхӗн тӗп отраслӗсем тырӑ, ҫӗрулми, аш-какай туса илессипе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе ҫыхӑннӑ.

Округ территоринче культурӑпа туризм ҫурчӗ тата А.Я. Эшпай ячӗллӗ кинотеатр, 29 культурӑпа кану учрежденийӗ, 24 вулавӑш, 2 музей, Сӗнтӗрвӑрринчи купца-мещенсен йӑлине сӑнлакан краеведени музейӗ, геральдика музейӗ, Л. Г. Даньковӑн килти этнографи музейӗ, Т. П. Дверенинӑн пукане музейӗ, И. Н. Веденеевӑн «Сундырь» музейӗ, Ю. Зайцев ячӗллӗ илемлӗ галерея, Н. Овчинников ячӗллӗ илемлӗ галерея – таврапӗлӳ музейӗн филиалӗ, СССР летчик-космонавчӗн А. Г. Николаевӑн мемориал комплексӗ ӗҫлет.

Округра пурӑнакансем хӑйсен пӗтӗм тӗнчипе паллӑ ентешӗсемпе Н. Я. Бичуринпа, чӑваш космонавчӗпе А. Г. Николаевпа, Чӑваш енӗн пӗрремӗш Президенчӗпе Н. В. Федоровпа тивӗҫлипе мухтанаҫҫӗ.

Чӑваш Республикин «Сӗнтӗрвӑррипе муниципаллӑ округӗ» электронлӑ вулавӑшӑн коллекцийӗ округ историйӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика, политикӑпа культура аспекчӗсене палӑртакан сӑнавсем, официаллӑ тата архив докуменчӗсем, сӑнарлӑ материалсем кӗртет.

 

Сӗнтӗрвӑрри хули (Мариинский Посад) – Чӑваш Республикин Сӗнтӗрвӑрри округӗн административлӑ центрӗ.

Сӗнтӗрвӑрри хули Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнче, Тури тата Аялти Сӗнтӗр икӗ пӗчӗк юханшыв хушшинче тӗп хуларан Шупашкартан 36 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

1856 ҫулччен Сӗнтӗр (Сундырь) ялӗ пулнӑ, ун ҫинчен 1620 ҫулта асӑннӑ. Хресченсем шутланнӑ купцасемпе суту-илӳ тӑвакансем тата вӑрман промышленникӗсем ыйтнипе «император величестви Мария Александровна ячӗпе Маринский ячӗпе хула е посад ятне илме ирӗк пани» ҫинчен купца гильдине илес тӗллевпе 1856 ҫулта II Александр император яла хӑйӗн мӑшӑрӗ Мария Александровна ячӗпе Мариински Посад (Сӗнтӗрвӑрри) улӑштарнӑ.

1717 ҫулта Шупашкарти Л. Пичугин купца хулара эрех завочӗ (1933 ҫултанпа Сӗнтӗрвӑрри спиртзавочӗ) йӗркеленӗ.

XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Сӗнтӗрвӑрри халӑх промыслин изделийӗсемпе суту-илӳ тунӑ, катка-пичке, урапа, ҫуна  ӑсталас, тимӗрҫӗ ӗҫӗ, хӑва ҫыхни аталаннӑ, баржӑсем, шлюпкӑсем, пулӑ тытмалли карапсем хатӗрлекен судоверфь ӗҫленӗ.

Хулари купцасем хӑйсен хулинче ӗҫлесе пурӑннӑ. Купцасене пула хулан авалхи хулан тӗп пайӗ XVII–XIX ӗмӗрти хула строительствипе архитектура палӑкӗ пулса тӑрать.

РФ Правительствин распоряженипе 2014 ҫулхи июлӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа 1398-р № «Моногородсен шутне ҫирӗплетесси ҫинчен» хула «Раҫҫей Федерацийӗн пӗр профильлӗ муниципаллӑ пӗрлӗхӗсен (моногород) категорине социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвӗпе кӑткӑсрах» категорине кӗртнӗ.

Хулари халӑх шучӗ 01.01.2022 тӗлне 8177 ҫын шутланать.

Города Чувашии: древность и современность

Борсук, О. Города Чувашии: древность и современность / Олег Борсук // Живописная Россия : российский географический журнал / учредитель: ЗАО "Витязь". - Москва : Витязь-М, 2007. - № 4 (47). - С. 30-32. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Мариинский Посад и его Государева гора

Васильев, В. Мариинский Посад и его Государева гора / Виктор Васильев // Живописная Россия : российский географический журнал / учредитель: ЗАО "Витязь". - Москва : Вилена, 2022. - № 1 (132). - С. 17-21. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Города Чувашии : Алатырь, Канаш, Козловка, Мариинский Посад, Новочебоксарск, ...

Трифонова, З. А. Города Чувашии : Алатырь, Канаш, Козловка, Мариинский Посад, Новочебоксарск, Цивильск, Чебоксары, Шумерля, Ядрин : кн.-альбом / З. А. Трифонова, 2007. - 237 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Путеводитель по городам России. Волга

Гиляровский, В. А. Путеводитель по городам России. Волга / В. А. Гиляровский, 2009. - 255 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Объекты культурного наследия Чувашской Республики; Кн. 2

Муратов, Николай Иванович. Объекты культурного наследия Чувашской Республики [Текст : электронный ресурс] : каталог : [в 2 кн.]. Кн. 2, 2012. - 294 с. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Мариинский Посад

Мариинский Посад // Команда Кочующие : сайт. - Казань, 2013. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Приволжские города и селения в Казанской Губернии

Приволжские города и селения в Казанской Губернии : с картой реки Волги и рисунками / Издание Казанского губернского Статистического Комитета, 1892. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Сказание о граде Мариинском Посаде

Волжанин, И. В. Сказание о граде Мариинском Посаде : [поэма] / Илья Волжанин, 2006. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее