Муркаш муниципаллӑ округӗ. Физкультура, спорт, туризм — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Тултип
Тултип
Главная / Чӑваш Республики / Республика ҫинчен / Ялсем, хуласем / Муркаш муниципаллӑ округӗ / Муркаш муниципаллӑ округӗ. Физкультура, спорт, туризм

Муркаш муниципаллӑ округӗ. Физкультура, спорт, туризм

Чӑваш Ен – нумай нациллӗ республика. Республика территорийӗнче мӗн ӗлӗкренпех чӑвашсемпе пӗрле вырӑссем, тутарсем, ирҫесем тата ҫӗре яхӑн наци ҫыннисем килӗштерсех пурӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ хӑйсен тӑван чӗлхипе калаҫать. Тӗрлӗ наци ҫыннисем пӗр-пӗринпе хутшӑннӑ чухне вырӑс чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ.

Чӑваш Республикин халӑх йышне 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне тата вӑтамран 2024 ҫулшӑн хаклани

Чӑвашсем – республикӑри тӗп наци. Республикӑна Чӑваш Республики теҫҫӗ, ҫак ҫӗрсем ҫинче чӑвашсен ватӑ аслашшӗсем сӗм авалах пурӑннӑ. Чӑваш Республикинче ытларах чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче урӑх ниҫта та ҫакӑн чухлӗ чӑваш пурӑнмасть. Пирӗн халӑх хӑйӗн культурипе чӗлхине кунта кӑна кирлӗ пек аталантарма пултарать. Республикӑри кашни шкултах чӑваш чӗлхи, Чӑваш Ен культурипе историне вӗрентеҫҫӗ.

2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Республикинче: 1 159 768 ҫын пурӑнать, ҫав шутра хулара пурӑнакансен шучӗ – 752 336 ҫын, ял таврашӗнче – 407 432 ҫын (https://21.rosstat.gov.ru/demog).

2020 ҫулта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ тӑрӑх Чӑваш Республикинче (https://21.rosstat.gov.ru/folder/215059):

— 1 186 909 ҫын пурӑнать, хуласенче – 757 986, ялсенче – 428 923 ҫын.

— ҫын шучӗ тӑрӑх чӑвашсем вырӑссемпе украинецсем, тутарсемпе пушкӑртсем хыҫҫӑн пиллӗкмӗш вырӑнта тӑраҫҫӗ.

— 2020 ҫулта йӗркелесе ирттернӗ халӑх перепиҫӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикинче (%):

чӑвашсем – 63,7

вырӑссем – 30,7

тутарсем – 2,7

ыттисем – 2,9

— Раҫҫейре пурӗ 1,07 млн. чӑваш пурӑнать

Енькка, Е. Тӑван ен : 4-мӗш класс валли / Елена Енькка ; [Р. Т. Терентьева куҫарнӑ]. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2011. – 95 с. : цв. ил., портр.

Кузнецов, И. Д. Чӑваш халӑх йышӗн улшӑнӑвӗсем тавра : [чӑваш халӑх йышӗ мӗнле ӳссе пынине 1797-мӗш ҫултан пуҫласа 1975-мӗш ҫулччен илсе кӑтартни] / И. Д. Кузнецов // Ялав. – 1976. – № 6. – С. 28-29.

Симаков, В. Ҫитес перепиҫре миҫен пулӑпӑр? : [чӑваш халӑх йышӗ мӗнле ӳссе пынине 1723-мӗш ҫултан пуҫласа 1989-мӗш ҫулччен илче кӑтартни] / В. Симаков // Тӑван Атӑл. – 2002. – № 2. – С. 53-55.

Шупашкар муниципаллӑ округӗ
Муркаш муниципаллӑ округӗ
Етӗрне муниципаллӑ округӗ
Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗ
Ҫĕмӗрле муниципаллӑ округӗ
Пӑрачкав муниципаллӑ округӗ
Улатӑр муниципаллӑ округӗ
Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗ
Елчӗк муниципаллӑ округӗ
Тӑвай муниципаллӑ округӗ
Вӑрмар муниципаллӑ округӗ
Куславкка муниципаллӑ округӗ
Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗ
Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗ
Красноармейски муниципаллӑ округӗ
Канаш муниципаллӑ округӗ
Элӗк муниципаллӑ округӗ
Вӑрнар муниципаллӑ округӗ
Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗ
Комсомольски муниципаллӑ округӗ
Патӑрьел муниципаллӑ округӗ

Муркаш муниципаллӑ округӗ

Муркаш муниципаллӑ округӗ (Моргаушский муниципальный округ). 1944 ҫулхи февралӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Верховнӑй Совет Президиумӗн Постановленийӗпе килӗшӳллӗн район пек йӗркеленӗ, 2022-мӗш ҫулхи мартӑн 29-мӗшӗнчи 24 №-лӗ Чӑваш Республикин Саккунӗ тӑрӑх Муркаш муниципаллӑ округне (малалла – округ) улӑштарнӑ.

Округӑн административлӑ центрӗ – Муркаш сали, Чӑваш Республикин тӗп хулинчен  Шупашкартан 47 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Округ Чӑваш енӗн ҫурҫӗр енче территорин тӗп пайӗ Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнче тата пысӑках мар пайӗ кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗнчи Атӑл тӑрӑхӗнче. Ҫурҫӗр енчен Марий Эл Республикипе (Килемарски тата Туҫи районӗсемпе), хӗвелтухӑҫӗнчен Шупашкарпа, кӑнтӑртан Элӗкпе, хӗвеланӑҫӗнчен Етӗрне муниципалитет округӗсемпе кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ. Округри пӗтӗмӗшле площачӗ  845,3 тӑваткал ҫухрӑм (Чӑваш Республикин лаптӑкӗн 4,6 %) шутланать.

Округра – 177 ял вырӑнӗ. 01.01.2022 тӗлне 30 834 ҫын шутланать, тӗпрен илсен чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ.

Округ тӗпрен илсен ял хуҫалӑх енӗпе палӑрса тӑрать. Ял хуҫалӑх тӳпине мӗнпур продукцин пысӑк калӑпӑшӑн 70 процентӗнчен ытла тивет. Ял хуҫалӑх усӑ куракан ҫӗрсен округӑн 72 процентне, ҫав шутра сухаланӑ анасен 60% яхӑн йышӑнать. Ку тӑрӑхра аш-какай, сӗт-ҫу продукцийӗ, ҫӗрулми, тырӑ туса илесси аталаннӑ. Ҫӗрулмипе тырӑ туса илесси чи ӑнӑҫлӑ аталаннӑ. Промышленность начар аталаннӑ, ытларах ял хуҫалӑх чӗр таварне туса илес енӗпе ӗҫлет, таврари хӑйӑрлӑ-тӑмлӑ вырӑнсенчен хӳме тытмалли материалсем туса кӑлараҫҫӗ. ОАО «Чӑх-чӗп фабрики» предприятийӗ, АО «Шупашкар предприятийӗ «Ҫеҫпӗл», ЖКХ МУП «Муркаш», ООО АФ «Путь Ильича», Муркаш райповӗ, Суворов ячӗллӗ СХПК Чӑваш Республикин экономикӑпа социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пысӑк организацисен шутне  кӗреҫҫӗ.

Культурӑпа ҫутӗҫ ӗҫӗ-хӗлне 43 культура учрежденийӗ, 30 библиотека, 3 музей  пурнӑҫа кӗртет. Чӑваш Республикин «Муркаш муниципаллӑ округӗ» электронлӑ вулавӑшӑн коллекцийӗ округ историйӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика, политика тата культура аспекчӗсене палӑртакан сӑнавсем, официаллӑ тата архив докуменчӗсем, сӑнарлӑ материалсем кӗртет.

Физкультура и спорт Моргаушского района

Физкультура и спорт Моргаушского района // Официальный портал органов власти Чувашской Республики. - Чебоксары, 2014. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Гордость нашего района

Гордость нашего района : [Моргаушского района] // Официальный портал органов власти Чувашской Республики. - Чебоксары, 2014. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее

Пешком к победе

Евдокимов, П. Пешком к победе : [об установлении нового рекорда Кубков мира по спортивной ходьбе Верой Соколовой в Испании] / П. Евдокимов // Российская газета. - 2006. - 17 мая.- С.11. - Текст : электронный. Читать/Слушать/Смотреть
Подробнее