Куславкка муниципаллӑ округӗ. Власть органӗсен докуменчӗсемпе материалӗсем — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:
Тултип
Тултип
Главная / Чӑваш Республики / Республика ҫинчен / Ялсем, хуласем / Куславкка муниципаллӑ округӗ / Куславкка муниципаллӑ округӗ. Власть органӗсен докуменчӗсемпе материалӗсем

Куславкка муниципаллӑ округӗ. Власть органӗсен докуменчӗсемпе материалӗсем

Чӑваш Ен – нумай нациллӗ республика. Республика территорийӗнче мӗн ӗлӗкренпех чӑвашсемпе пӗрле вырӑссем, тутарсем, ирҫесем тата ҫӗре яхӑн наци ҫыннисем килӗштерсех пурӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ хӑйсен тӑван чӗлхипе калаҫать. Тӗрлӗ наци ҫыннисем пӗр-пӗринпе хутшӑннӑ чухне вырӑс чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ.

Чӑваш Республикин халӑх йышне 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне тата вӑтамран 2024 ҫулшӑн хаклани

Чӑвашсем – республикӑри тӗп наци. Республикӑна Чӑваш Республики теҫҫӗ, ҫак ҫӗрсем ҫинче чӑвашсен ватӑ аслашшӗсем сӗм авалах пурӑннӑ. Чӑваш Республикинче ытларах чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче урӑх ниҫта та ҫакӑн чухлӗ чӑваш пурӑнмасть. Пирӗн халӑх хӑйӗн культурипе чӗлхине кунта кӑна кирлӗ пек аталантарма пултарать. Республикӑри кашни шкултах чӑваш чӗлхи, Чӑваш Ен культурипе историне вӗрентеҫҫӗ.

2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Республикинче: 1 159 768 ҫын пурӑнать, ҫав шутра хулара пурӑнакансен шучӗ – 752 336 ҫын, ял таврашӗнче – 407 432 ҫын (https://21.rosstat.gov.ru/demog).

2020 ҫулта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ тӑрӑх Чӑваш Республикинче (https://21.rosstat.gov.ru/folder/215059):

— 1 186 909 ҫын пурӑнать, хуласенче – 757 986, ялсенче – 428 923 ҫын.

— ҫын шучӗ тӑрӑх чӑвашсем вырӑссемпе украинецсем, тутарсемпе пушкӑртсем хыҫҫӑн пиллӗкмӗш вырӑнта тӑраҫҫӗ.

— 2020 ҫулта йӗркелесе ирттернӗ халӑх перепиҫӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикинче (%):

чӑвашсем – 63,7

вырӑссем – 30,7

тутарсем – 2,7

ыттисем – 2,9

— Раҫҫейре пурӗ 1,07 млн. чӑваш пурӑнать

Енькка, Е. Тӑван ен : 4-мӗш класс валли / Елена Енькка ; [Р. Т. Терентьева куҫарнӑ]. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2011. – 95 с. : цв. ил., портр.

Кузнецов, И. Д. Чӑваш халӑх йышӗн улшӑнӑвӗсем тавра : [чӑваш халӑх йышӗ мӗнле ӳссе пынине 1797-мӗш ҫултан пуҫласа 1975-мӗш ҫулччен илсе кӑтартни] / И. Д. Кузнецов // Ялав. – 1976. – № 6. – С. 28-29.

Симаков, В. Ҫитес перепиҫре миҫен пулӑпӑр? : [чӑваш халӑх йышӗ мӗнле ӳссе пынине 1723-мӗш ҫултан пуҫласа 1989-мӗш ҫулччен илче кӑтартни] / В. Симаков // Тӑван Атӑл. – 2002. – № 2. – С. 53-55.

Шупашкар муниципаллӑ округӗ
Муркаш муниципаллӑ округӗ
Етӗрне муниципаллӑ округӗ
Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗ
Ҫĕмӗрле муниципаллӑ округӗ
Пӑрачкав муниципаллӑ округӗ
Улатӑр муниципаллӑ округӗ
Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗ
Елчӗк муниципаллӑ округӗ
Тӑвай муниципаллӑ округӗ
Вӑрмар муниципаллӑ округӗ
Куславкка муниципаллӑ округӗ
Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗ
Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗ
Красноармейски муниципаллӑ округӗ
Канаш муниципаллӑ округӗ
Элӗк муниципаллӑ округӗ
Вӑрнар муниципаллӑ округӗ
Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗ
Комсомольски муниципаллӑ округӗ
Патӑрьел муниципаллӑ округӗ

Куславкка муниципаллӑ округӗ

Куславкка муниципаллӑ округӗ (Козловский муниципальный округ). 1927 ҫулхи сентябрӗн 5-мӗшӗнче ЦИК Президиумӗн тата Чӑваш АССР Совнарком Президиумӗн «Чӑваш АССРне районласси ҫинчен» постановленийӗпе килӗшӳллӗн район пек йӗркеленӗ, 2022 ҫулхи мартӑн 29-мӗшӗнчи 20 №-лӗ Чӑваш Республикин Саккунӗ тӑрӑх Чӑваш Республикин Куславкка муниципаллӑ округне (малалла – округ) улӑштарнӑ.

Округӑн административлӑ центрӗ – Куславкка хули, вӑл Чӑваш ен тӗп хулинчен – 95 ҫухрӑмра.

Округ Чӑваш Республикин ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче, округӑн ҫурҫӗр чикки пулса тӑракан Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнче, хӗвелтухӑҫӗнче Тутарстан Республикин чиккипе, кӑнтӑр енче – Чӑваш Республикин муниципаллӑ округӗсемпе Вӑрмарпа, хӗвеланӑҫ енче – Сӗнтӗрвӑррипе тата Ҫӗрпӳпе кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ. Округри пӗтӗмӗшле площадь – 516,8 тӑваткал ҫухрӑм.

Вунӑ километрта «Мускав-Хусан» чугун ҫулӗ Тӗрлемес станцийӗ урлӑ иртет. Ҫавӑн пекех округ территорийӗнче пӗтӗм раҫҫейри «Атӑл» М-7 «Мускав – Владимир – Чулхула – Уфа» автомобиль трасси иртет.

Округра – халӑхсем пурӑнакан 68 ял вырӑнӗ. 01.01.2022 тӗлне 17 326 ҫын шутланать. Ку тӑрӑхра ытларах чӑваш, вырӑс, тутар ҫыннисем пурӑнаҫҫӗ.

Округ ял хуҫалӑхӗнче те палӑрса тӑрать, ҫавӑнпа ял хуҫалӑх ҫул-йӗрӗсен тӳпи округӑн пӗтӗмӗшле территорийӗнчен 80 процентпа (516,8 тӑваткал ҫухрӑм) танлашать. Округри экономикӑпа социаллӑ пӗлтерӗшлӗ организацисем хушшинче: ООО «Автофургон», ООО «НПК «Спецфургон, ООО «Фирдавил и компания», ООО «Портальные машины», 14 ял хуҫалӑх  предприятийӗ.

Асӑннӑ тӑрӑхра МАУК «Централизациленӗ клуб системи», МАУК «Библиотекӑпа архив ӗҫӗн централизациленӗ системи», МБУК «Н.И. Лобачевский ҫурт-музейӗ», МБУ «Куславккари ДШИО» ӗҫлеҫҫӗ.

Округӑн сыхлакан ҫутҫанталӑк территорийӗсен Патшалӑх ҫутҫанталӑк усравлӑхӗсем шутне уйрӑмах ҫаксем кӗреҫҫӗ: «Атикассинчи ҫеҫен-хирлӗ тайлӑм», «Карамышевский» Куславкка патшалӑхӗн ҫутҫанталӑк усравлӑхӗ, «Кӑлкан ҫеҫенхирӗ» Патшалӑх ҫутҫанталӑк усравлӑхӗ, «Чарту тайлӑмӗ» регионти пӗлтерӗшлӗ ҫутҫанталӑк усравлӑхӗ кӗрет.

Чӑваш Республикин «Куславкка муниципаллӑ округӗ» электронлӑ вулавӑшӑн коллекцийӗ округпа Куславкка хулин социаллӑ пурнӑҫпа экономика, политика тата культура аспекчӗсене палӑртакан документсемпе тӗпчевсем, официаллӑ тата сӑнарлӑ материалсем кӗртет.

Куславкка хули (Козловка) – Куславкка муниципаллӑ округӗн административлӑ центрӗ. Хула статусне 1967 ҫулта панӑ.

Чӑваш Республикин ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче, Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ.

Хулан пысӑк предприятийӗ – Куславкка автофургон комбиначӗ. Ҫӗвӗ ҫӗлекен производство хулари чи пӗлтерӗшлӗ предприятисен йышне кӗрет. Апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗн предприятийӗсенчен Куславккари ҫӑкӑр комбиначӗпе ҫу завочӗ, ҫавӑн пекех пулӑ тытакан цех ӗҫлет. Хулара суту-илӳпе общество апатланӑвӗн 90 ытла предприятийӗ шутланать.

3 ача сачӗ, 4 пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул тата тӗп шкул, Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗренӳпе консультаци пункчӗ, тӗп больница, Ветерансен ҫурчӗ, Культура керменӗ, Н. И. Лобачевскин ҫурт-музейӗ, 3 вулавӑш, стадион ӗҫлет. «Знамя» ятпа вырӑсла тата «Ялав» ятпа чӑвашла хаҫатсем пичетленсе тухаҫҫӗ.

Хула халӑхӗ 01.01.2022 тӗлне 8280 ҫын шутланать.