Чӑваш ен поэзире — Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ
Портала Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн культурӑпа искусство енӗпе пӗтӗм наци пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене тӗрев паракан гранчӗпе йӗркеленӗ
Социаллӑ тетелсенче:
Выберите язык:

Чӑваш ен поэзире

Чӑваш ҫыравҫисемпе сӑвӑҫисен хайлавӗсенче Тӑван кӗтес сӑнарӗ пысӑк вырӑн йышӑнать. Петӗр Хусанкайпа Ухсай Яккӑвӗ, Юрий Айташпа Порфирий Афанасьев, Алексей Воробьевпа Юрий Семендер, Геннадий Айхи, Стихван Шавли тата ытти поэтсем хӑйсем ҫуралса ӳснӗ ҫӗршыва, тӑван ҫутҫанталӑкӑн тӑнӑҫлӑхӗпе илемне мухтаса юрланӑ.

Пӑхатӑп та – уй-хирӗме куратӑп:

Ыраш пусси вӑрман пек хумханать.

Ǎна эс тимлӗрех итлес пулсассӑн –

Тӑван ҫӗршыв ҫинчен вӑл юр юрлать.

(Марье Левтина)

Тӑван ҫӗршыв теми хӑй тӗллӗнех поэзире чи пӗлтерӗшлисенчен тата пӗтӗҫтерекенсенчен пӗри пулса тӑрать. Тӑван ҫӗршыв поэтшӑн территори ҫеҫ мар – историйӗпе, йӑли-йӗркипе, халӑхпа ҫыхӑннӑ культурӑпа ӑс-хакӑл уҫлӑхӗ.

Чӑваш поэчӗсен сӑввисенче час-часах ял пурнӑҫӗн нумай енлӗ ӳкерчӗкне, этем шӑпинчен уйӑрми ялӑн чунне куратпӑр. Вулакан умне «тӑван ялӑн», «ҫуралнӑ кӗтесӗн», ҫӑлкуҫсен, яштака хурӑнсемпе ҫӑра йӑмрасен сӑнарӗ тухса тӑрать. Ҫакнашкал поэзи тӑван халӑхшӑн ҫуннипе, тавралӑха юратнипе тулнӑ.

Çунат çапса, сиксех юрлать-и шӑнкӑрч

Йӑмра ҫинче, вӗллийӗ умӗнче,

Кӗрлет-и вар-ҫырма е шӑнкӑр-шӑнкӑр

Шӑнкӑртатать тӑри уй тӳпинче;

Сар хумсене ҫӑра та ҫӳллӗ тырӑ

Лӗп варкӑшпах-и васкатать чупма,

Е турата авса ҫиҫет улма, –

Шӑршийӗ уҫӑ-уҫӑ, тутлӑ, ырӑ, –

Ҫак сӑрсене юрра епле чун хывмӗ!..

Илемлӗ эсӗ, ман Чӑваш ҫӗршывӗ!

(Георгий Орлов)

Чӑн-чӑн поэзире тӑтӑшах самана паллисем, вӑл вӑхӑтри ҫынсен шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене тӗрӗс пӗлтерекен символсем тӗл пулаҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче чӑваш поэзийӗ ҫӗнӗ шая хӑпарнӑ. Ҫак тапхӑрти сӑввисенчен чылайӑшӗ наци литературин тӗп фондне кӗнӗ.

Ах, аннем, вилес килместчĕ

Ют çĕрте вунсаккăрта!

Пурăнас тесех сикетчĕ

Яш чĕреçĕм кăкăрта.

Хамăр çĕр енне пăхаттăм

Вĕçмен чух хăруш йӗтре,

Хамăр кил тĕлне шыраттăм

Ăш вăрканă сехетре.

(Александр Артемьев)

Чӑваш поэчӗшӗн «Тӑван ен» концепт атте-анне мотивӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑл ҫуралса ӳснӗ ҫӗрӗн тӗп пайӗ пек курӑнать. Час-часах «Тӑван ҫӗршыв» тата «атте-анне» ӑнлавсем синонимлӑ пулса тӑраҫҫӗ. Анне сӑнарӗ вара поэзире хӑй тӗллӗнех Тӑван ҫӗршыв символӗ шутланать.

Эс пĕлетĕн, Тăван çĕршыва

Эп хуратăп анне вырăнне.

Аннене пăрахма юрамасть,

Вăл хушсассăн кĕреп вут ăшне.

(Владимир Бараев)

Ҫӗршывпала анне сӑнарӗ

Мана пӗр евӗр туйӑнать.

Ҫӗршывӑм пек аннемӗр мар-и

Пире вӑй-хал парса тӑрать?

(Порфирий Афанасьев)

Дедушкин, Н. Перо и штык / Николай Дедушкин // Дружба. – 1977. – № 28. – С. 3-12.

Осипов Н. Н. Концепт «Родной край» в песенной поэзии Сандора Аксара // Вестник Чувашского государственного педагогического университета имени И. Я. Яковлева. Филологические науки. – 2020. – № 4 (109). – С. 104-113.

Айги Геннадий. «Ҫӗршывӑн ӗҫӗ – ӗмӗрсем валли…»

Алга Александр. «Савнӑ ҫӗрӗм-шывӑм, ман тӑван ҫӗршывӑм!..», «Юрататӑп сана, ҫӗрӗм-шывӑм…»

Афанасьев Алексей. Çӗршыв-анне

Давыдов-Анатри Василий. Чӑваш ҫӗршывӗ, Ытарайми Чӑваш ҫӗршывӗ

Евстафьев Николай. Тӑван ҫӗршывӑм

Карягина Марина. Юрататӑп пурӑнма ялта

Кервен Василий. Çӗршывӑм-атте

Кушманов Николай. «Пурнатпӑр ирӗк ҫӗршывра телейлӗн…»

Левтина Марье. Тӑван ҫӗршыв

Лукин Аркадий. Сывлăш = Воздух, «Республикӑм! Тӑри юрриллӗ…»

Матвеева Галина. Çуралнӑ ял

Орлов Георгий. Тавах сана, Чӑваш ҫӗршывӗ!

Сарби Раиса . …Тăван çĕршывăм, Чăвашстан

Сементер Юрий. Мухтав юрри, ЧӑвашсемЭй, çěршывăмăр, Чăваш енěмěр

Смолина Людмила. Чӑваш Ен

Хузангай Педер. Приглашение в Чувашию = ЙыхравСавнă çĕр, Чăваш çĕршывĕ, Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ!  Эпир Российӑра пурнатпӑр

Шавлы Стихван. Тӑван ҫӗршыв=Родина